Выбрать главу

— Виссара вӗлернӗ!

Петӗр купе алӑкне пырса ҫапӑнчӗ. Ӑна питӗрнӗ иккен. Уҫмаллине тулса атӑрчӗ, ҫаплӑ тискеррӗн кӑшкӑрса коридора чупса тухрӗ.

Виссара вӗлернӗ!

Проводницӑ чупса пычӗ, юнашар купесенчен вӑраннӑ пассажирсем кӗпӗрленсе тулчӗҫ. Ыттине Петӗр тӗлӗкри пек ҫеҫ ӑс тӑвать. Арзамасра шап-шурӑ халат тӑхӑннӑ икӗ арҫын наҫилккапа вакуна кӗчӗҫ, Петӗр милиционерсем хушшинче хӑй чӑматанне ҫӗклесе пычӗ.

Касса пӑхсанах паллӑ пулчӗ: Чӗре порокӗ. Ӗҫме тата хумханма юраман. Инфаркт ӑна вилмеллех ҫалнӑ. Никам та айӑплӑ мар. Ирӗке тухнӑ Петӗр телеграммӑ пачӗ, урӑх пуйӑс ҫине ларса килне кайрӗ…

…Виссар Марковича ял масарӗ ҫинех пытарчӗҫ. Уҫланка халӑх йышлӑ пухӑнчӗ. Тупӑка антарса лартсан, тӑнран тухас пек макӑракан Нина темиҫе хутчен шӑтӑка сикме тӑчӗ. Анчах ӑна ҫынсем алӑран вӗҫертмерӗҫ.

Хӗрес вырӑнне юман юпа лартрӗҫ. Тимӗрҫӗ Петӗрпе Павел тимӗртен ҫалтӑр касса кӑларса, палӑк тӑррине ҫирӗплетрӗҫ. Райком, вӑрманпромхоз, вӑтам шкулпа колхоз правленийӗ чечек кӑшӑлӗсем хучӗҫ. Пытарсан та темиҫе кун хушши масар ҫине хутларӗ халӑх.

5

Хур кайӑксен тӳпене савӑлласа вӗҫекен картисем кулленех курӑна пуҫларӗҫ. Вӗсем сассӑр, ӗречӗ-йӗркисене пӑсмасӑр Ҫавал ҫийӗн ҫурҫӗрелле вӗҫрӗҫ. Килчӗ вӗсен ҫуначӗсем ҫине ларса ҫуркунне, йӑлтӑр хӗвеллӗ, ӑшӑ ҫиллӗ ҫуркунне. Ҫичӗ ҫуллӑхӑн иккӗмӗш ҫуркунни килчӗ.

Кайӑк картине тапранмасӑр сӑнакан Павел пӗр сӑвва аса илчӗ. Ӑна вӑл сасӑпах каларӗ:

Хур кайӑксем темле инҫе вӗҫсен те, Килеҫҫӗ пӗр иленнӗ вырӑнах.

Ҫапла, иленнӗ, ҫуралнӑ вырӑнсене таврӑнаҫҫӗ кайӑксем. Вӗсемпе пӗрле шанчӑк, вӗсемпе пӗрле тепӗр хут вӑн илсе чечекленекен тӑван ҫӗр хӑвачӗ килет. Пытаннӑ сӗткенсам каллех шӑнса ларнӑ ҫӑл куҫӗсем пек тапса тухаҫҫӗ, ҫывӑракан папка вӑранса ҫурӑлать. Йӑмрасем ҫинче кунӗпех кураксен сасси янӑрать, вӗсем хӗрсех хӑйсен йӑвисене тасатаҫҫӗ, юсаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисем ют йӑвасене йышӑнасшӑн талпӑнаҫҫӗ, анчах хуҫисем ямаҫҫӗ.

Тимӗрҫӗ лаҫҫи ҫумӗнчи вӑрӑм шӑчӑ тӑррине Петӗр шӑнкӑрч вӗлли ҫакнӑ. Кӑнтӑр хӑнисем тимӗр сассипе янракан ҫурт патне пыма чылайччен хӑраса тӑчӗҫ. Анчах ӗҫ шавӗ вӑрҫӑ шавӗ мар, вӑл тупра, пуянлӑх, мул туптать. Акӑ вӗлле патне икӗ шӑнкӑрч вӗҫсе пычӗҫ. Малтан пӗри кӗрсе пӑхрӗ, унтан тепри. Тухрӗҫ те ячӗҫ юрра.

— Эй, чӗмере, — ҫиҫет Петӗр сӑнӗ. — Явӑҫрӗҫ вӗт. Мӑшӑрлӑ тата. Кур-ха, Павел, мӑшӑрлӑ. Кӑҫал хусах пурнӑҫӗпе сыв пуллӑшмаллах. пулать.

— Эп ӗнер хӑраххӑп куртӑм… Кӑҫаллӑха тахтамах тивет, — кулать Павел.

…Паян Павел тракторне юсаса пӗтерчӗ. Хурҫӑ ут ҫур акине хатӗр. Анчах плуг?.. Плуг латне ҫаплипех ал ҫитмест. Райком секретарӗ те пулӑшма пулнине манса кайрӗ пулас.

Павела колхоз правленин технички пырса чӗнчӗ. Парти пухӑвӗ пулать имӗш.

Председатель пӳлӗмне кӗрсенех вӑл алӑкӑн-тӗпелӗн утакан райком секретарьне курчӗ. Пичӗ-куҫӗ тарӑн шухӑшлӑ.

Пукан ҫинче ларакан Трофим Матвеевич тарӑн хуйхӑллӑ. Вӗтӗ-вӗтӗ юн тымарлӑ пичӗ хӑмачланнӑ. Ҫамки тӑрӑх сӑмси ҫинелле анакан сенӗк евӗрлӗ икӗ йӗр суран пек хӗрлӗн курӑнать. Тӑнлавӗ ҫинче юн тымарӗсем кӑвакарса ҫиеле тухнӑ. Вӗсенче чӗре таппи кӑлтлатса сикни палӑрать.

Сывлӑх сунса ал тытрӗҫ. Райком секретарӗ хӑйӗн шухӑшне вӗҫлесшӗн пулчӗ курӑнать.

— Пӗлми пуличченех ӗҫнӗ пулсан, унашкал вӑл пӗрре кӑна мар пулкаланӑ ӗнтӗ. Мӗнле-ха эс, Трофим Матвеевич, ҫавна асӑрхаман? Эсир юлташлӑ. Пире пӗлтерес пулнӑ. Ҫын, ак, пӗтрӗ. Ӗҫмен пулсан, пурӑнатчӗ. Тен, операци тума пулатчӗ. Халь хирургсем чӗре суранне те юсаҫҫӗ. Пӗтрӗ ҫын. Кам айӑпӗпе?..

— Ӗҫмесӗр кам пурӑнать? Эсӗ те, эпӗ те ҫветтуй мар. Ӗҫе пӗтернӗ ятпа сыпнӑ та пӑртак, — тавӑрчӗ председатель.

— Ҫын хӑй сывлӑхне пӗлсех хӑйне хирӗҫ каять пулсан, вӑл хӑй ҫине ал ҫӗкленипе пӗрех. Унашкал хӑтланма вӑйсӑр та чун хавалсӑр ҫынсем ҫеҫ пултараҫҫӗ. Виссарнон Марковича эп вӑрманпромхозра чухнех пӗлнӗ. Тен, мӗнле те пулсан сӑлтав пулнӑ? — тӗпчерӗ Василий Иванович.

— Мӗн сӑлтавӗ пултӑр? Парти умӗнче таса, ҫемьере лайӑхах. Шӑпӑл-шапӑл ҫын пулман, ялта ят яман,— хуравларӗ Трофим Матвеевич.

Председатель отвечӗ райком секретарьне ҫырлахтармарӗ пулас, вӑл калаҫнӑ май каллех утма пикенчӗ.

— Халь ӗнтӗ кулянса нимӗн те тӑваймӑн. Пӗр ҫичӗ ҫул каялла, эп ӗҫленӗ районта, комсомол райкомӗнче питех те тӗлӗнмелле каччӑ Леонид Быков ӗҫлетчӗ. Пуҫаруллӑскер, хӗрӳскерччӗ вӑл. Пурнӑҫӗ те илемлӗ татӑлчӗ унӑн. Пысӑк хӑвӑртлӑхпа шыракан пуйӑс айне пуласран ултӑ ҫулхи хӗрачана ҫӑлнӑ чух. Хӑй пӗтрӗ. Икӗ урине те касса кайнӑ. Юн нумай ҫухатнипе ҫӑлаймарӗҫ… Ҫапла вӑл этем ӗмӗрӗ, этем ӗҫӗ: пӗри вилет те, тепри тупа тӑвать, пӗри ялава ӳкерсен, тепри ярса тытать. Чӑвашсем ун пек чух ӑсли вырӑнне ӑсли тупӑнать теҫҫӗ-и? Эсир ларӑр, ларӑр, Кадышев юлташ, — Павела пукан шутарса пачӗ вӑл. — Коммунистсемпе, ахаль ҫынсемпе калаҫрӑмӑр. Сире ыр ятпа ҫеҫ асӑнаҫҫӗ. Вӗренме, ӗҫлеме йывӑртарах тейӗр. Пӗлетӗп. Мӗнле коммуниста, вӑл пурнӑҫпа тан пырать пулсан, ҫӑмӑл? Эсир ларӑр. Мӗн хӗрача пек хӗрелсе кайрӑр? Ялав тыттарасшӑн сире. Пуху пуҫличчен хӑвӑнпа калаҫса пӑхас терӗм. Коммунистсен ирӗкӗ-ха вӑл хӑйсен секретарьне суйласси. Ҫапла-и, Матвеевич? — председатель енне ҫаврӑнчӗ секретарь.