Выбрать главу

— Эпӗ пултараяс ҫук, Василий Иванович. Кӗҫех уя тухатпӑр, яла та тепӗр чух талӑкшар таврӑнаймастӑн, — хуравларӗ Павел.

— Этем пултарайман ӗҫ ҫук.

— Манӑн опыт ҫук. Эпӗ парти членӗнче те виҫӗ ҫул кӑна. Пирӗн кунта опытлӑраххисем пур.

— Павел, ҫитӗ, — сасартӑк ура ҫине тӑчӗ Трофим Матвеевич. — Ална пар. Ҫавалкас республикӑ мар, сана обком секретарьне суйламаҫҫӗ. Пултаратӑн. Тулӗк ас ту, такӑнтармалла мар. Парти енӗпе эс манран аслӑрах пулатӑн, анчах хӑв аслине ан туй. Мана ӗҫлеме ан чӑрмантар. Кӑна Василий Иванович куҫӗ умӗнчех калатӑп. Эп темиҫе парторгпа та ӗҫлерӗм. Тӗрлӗрен пулчӗҫ вӗсем. Вӗреннисем ытларах ҫын аллипе кӑвар туртма юратаҫҫӗ, элеклеҫҫӗ. Ун пек ан пул, — чӗтренсе тухрӗ председатель сасси.

Павела ку сӑмахсем чӗре патнех пырса тиврӗҫ. Унӑн ҫав самантрах колхоз председательне вирлӗ сӑмахсемпе касса татас килчӗ. Анчах унӑн пӗкӗрӗлнӗ кӗлеткине, шывланнӑ куҫӗсене курсан, хӑйне тытса чарчӗ, хумханмасӑр хуравларӗ:

— Элек пирки ан кулянӑр. Ҫырман, ҫырмастӑп та. Ачи ҫуралман, эсир ятне те хуратӑр.

— Тӗрӗс, Кадышев, Ну-и Матвеевич, суйличченех хӑйне сыхлама тӑрӑшать, — хушса хучӗ секретарь. Унӑн питӗнче пӗрремӗш хут йӑл кулӑ палӑрчӗ.

Пуху нумая тӑсӑлмарӗ. Коммунистсем те сахал калаҫрӗҫ. Ҫухату пуриншӗн те паллӑ. Ҫичӗ коммунист юлчӗҫ. Анчах вӗсем самкӑрӑнччӗ. Ҫук, ыттисем пуҫӗсене усмӗҫ, уншӑн та ҫаннисене тавӑрӗҫ. Пӗрререн — иккӗ, иккӗрен — тӑваттӑ пулӗ, мӗншӗн тесен парти вилӗмсӗр.

Павел пухура хӑйӗн кандидатурине хирӗҫ калаҫрӗ:

— Вӗренмелле. Экзаменсем вӑхӑтӗнче уйӑхӗпех ялта пулаймастӑп.

— Эпир ялтах пулатпӑр! — татса каларӗ Гришка. Райком секретарӗ пуху хыҫҫӑн Павела парти докуменчӗсене мӗнле тытмаллине, ҫывӑх вӑхӑтрах мӗн-мӗн тумаллине каласа пачӗ. Вӗсем ӑшшӑн, пӗр-пӗрне тахҫанах палланӑ ҫынсем пек сыв пуллашрӗҫ.

— Шӑнкравла, кӗрсе тух. Чӗнессе ан кӗт. Йывӑрлӑхсем пулассине пӗлетӗп. Пуҫна ан ус. Матвеевич хӑйне юратарах паракан этем. Ҫӳреме юраман тӑкӑрлӑка час-часах кӗрсе каять. Хӑйшӗн мар, хӑлӑхшӑн, тесе, тепӗр чухне кӑҫаратпӑр та. Парти йӗрне ҫирӗп тыт. Вӑл саншӑн паллӑ, вӗрентме кирлӗ мар. Ӗҫле, хӑнӑх. Плугна кӑҫал тӗрӗслесе пӑх, — аллине пачӗ райком секретарӗ Павела. — Ҫавна ан ман: йывӑрлӑхпа пӗччен ан кӗреш.

Пурте саланчӗҫ. Павел ҫеҫ ҫаплипех колхоз правленин пусма картлашки ҫинче тӑчӗ.

Пуҫ урлах кая юлнӑ кайӑк кӑвакалсен кӗтӗвӗ шӑхӑрса иртрӗ. Вӗсем шыв илнӗ улӑха васкарӗҫ. Кӗҫех папкасем кӑларма катӗрленекен йӑмра турачӗсем те ҫилле, те кайӑксен сулӑмӗн сывлӑшӗпе самантлӑха хумханса илчӗҫ. Сайра ҫӑлтӑрсем палӑрчӗҫ. Яла ӗнтрӗк хупласа илчӗ. Анатра купӑс сасси янраса кайрӗ, ҫамрӑксен кулли илтӗнчӗ. Вӗсем шӑпланчӗҫ ҫеҫ, Ҫавал еннелле самаях ҫутӑ кометӑ вӑркӑнса анчӗ.

Ҫӑлтӑр ӳксен, этем вилет, тенӗ ваттисем. Чӑн та ӗнтӗ, тӗнчере кӑшни минутрах ҫын вилет, ун вырӑнне темиҫе ҫын ҫуралать. Кашнин хӑйӗн пурнӑҫӗ, хӑйӗн теллевӗ. Кайӑксем ҫуркуннепе килсе кӗркунне ӑсанаҫҫӗ, курӑксем ешерсе чечекленеҫҫӗ, хӑйсен йӑхне тӑсма вӑрӑсем сапаҫҫӗ. Кашни ҫеҫкех, кашни чунах пурнӑҫ патне туртӑнать.

…. Шутламанччӗ кунашкал ӗҫе тытасса Павел. Ҫынсемпе ӗҫлесси машинӑпа ӗҫлесси мар. Машинӑн пӗр мотор, пӗр тӗрлӗ система. Йӑлтах урӑхла ҫынсен чӗрисем, шухӑш-кӑмӑлӗсем урӑхла. Ҫапах кашнинех пӗлмелле, ӑста механик пек пулмалла.

…Виссарион Маркович вилни пурнӑҫа йӑлтах пӑтратса ячӗ. Виҫӗ талӑк чӗлкӗм куҫ хупмасӑр ҫӳрени Трофим Матвеевича ҫапса антарчӗ, Уиӑшкин кӗпе тӳмисене вӗҫертсе ячӗ те Марье тухтӑр патле тухса чупрӗ.

Аллӑ ҫулсене ҫывхаракан Илья Иванович, ангинӑ. хыҫҫӑл сассӑр юллӑскер, мӑйне ҫӑм шарфпа чӗркенӗскер, часах ҫитрӗ. Пӗчӗк чӑматанне сӗтел ҫине лартрӗ те васкамасӑр, нумайччен аллине ҫурӗ.

«Ҫын вилет, эс мӗн мӗшӗлтететӗн!» — тесе кӑшкӑрас килчӗ Марьен.

Фельдшер фонэндоскоп кӑларса председатель кӑкӑрне итлерӗ. Юлашкинчен укол турӗ.

— Начар, Мария Сергеевна, — пӑшӑлтатрӗ вӑл ҫӗтнӗ сассипе. — Район больницине леҫмелле пулать.

— Виҫӗ талак ура ҫинче. Ӑҫтан чӑттӑр этем? Лаша мар вӗт.