Выбрать главу

— Ҫавна калатӑп та. Халь ӑна канӑҫ, канӑҫ кирлӗ. Нимӗнте ӗҫлемелле мар. Ялта ӑна пӗри чӑрмантарать, тепри. Ҫавӑнпа больницӑнах леҫме тивет. Эп кайса шӑнкравлам, вӗсен васкавлӑ пулӑшу машини ҫирӗп. Сирӗн пата ҫитеймесен те яла кӗрет. Кунтан лашала та илсе тухатпӑр.

— Ниҫта та каймастӑп, — сасартӑк пуҫне ҫӗклеме хӑтланчӗ Трофим Матвеевич. — Больницу-масару сан. Кӗҫех ҫур акине тухмалла. Сыватас тетӗн пулсан, ыран тепре килсе укол ту та — эп сывах, — тытӑнчӑклӑн сӑмах хушрӗ вӑл.

Фельдшер, кайма хатӗрленнӗскер, тепӗр хут арчине уҫса люминал пакетне кӑларчӗ, икӗ тӳмине харӑсах председателе пачӗ. Марьене чӗнсе илсе ҫапла каларӗ:

— Хӑҫанччен ҫывӑрать — ҫывӑртӑр. Ан вӑрат. Ӑна канӑҫ кирлӗ.

7

«Ҫын пӳртне кӗриччен уруна тасат», — тенӗ ваттисем. Темшӗн ҫав сӑмахсем аса килчӗҫ Хапӑс Петӗрне. Вӑл халхаран кӗрсессӗнех такам хӑйне кӗҫ-вӗҫ ярса тытас пек унталла-кунталла пӑхкаларӗ. Фуфайки витӗрех кӑкӑр кӗсйине хыпаларӗ. Укҫасем вырӑнтах. Кӑштах лӑпланчӗ. Унтан юр ӑшне кӗрсе кайса аттине тасатрӗ.

Карнӑ чӳречесенчен кил хушшине ҫутӑ ӳкет. Карта юпи ҫинче таҫтан пырса ҫакланнӑ курӑс пайӑрки вӗҫкелет. Малтан вӑл Петӗре хӑратсах пӑрахрӗ. Витере ӗне ӗнӗрлесе ячӗ, сысна нӑриклетрӗ. Ҫенӗк тӑрринчен тумла патлатса тумлать.

Уҫас тесе алӑк хӑлӑлӗнчен те тытрӗ. Каллех шухӑшсем сырса илчӗҫ. Трофим Матвеевич килтех пулсан? Паян ӑна Марье упӑшки ҫук чух пыма каланӑччӗ. Пӗл ӗнтӗ: хӑҫан упӑшки килте, хӑҫан — ҫук? Укҫа чӑматанӗ хӑй аллине лекнӗренпе вӑл йӑлтах канӑҫне ҫухатрӗ. Кӑнтӑрла ҫеҫ мар, каҫсерен те лӑпкӑ ҫывӑраймарӗ, тӗлӗксемпе аташрӗ: е милиционерсем тытма килеҫҫӗ ӑна, е укҫине вӑрласа кайнӑ. Парторг ҫумӗнче пулнӑ укҫана милиционерсем акт ҫине кӗртрӗҫ. Вӑл Нина патне кайса темиҫе хутчен те йӗрсе кӑтартрӗ, анчах укҫа пирки пӗр сӑмах та шарламарӗ.

Паян Марье ӑна йӑлтах тӑнран ячӗ. Вӑл ыйтса кӗллесе тӑмарӗ.

— Хӑҫанччен эс тарса ҫӳретӗн? Ман укҫана паянах пырса пар. Ас ту, Трофим тӗлне ан пул. Каҫпа пыр. Вӗсен паян парти пухӑвӗ.

— Мӗнле укҫа? — тӗлӗненҫи пулчӗ Петӗр.

— Хав пӗлетӗн мӗнлине. Ухмаха персе ан тӑр. Мана суяймӑн.

Кунӗпех шухӑшсем. Ӑна вӗт, ҫӗлен пек Марьене, улталаймӑн. Пӗлет.

«Ҫын пӳртне кӗриччен чуну тасала таса маррине тӗрӗсле», — сасартӑк урӑхланса тухрӗ Петӗр пуҫӗнче ваттисен сӑмахӗ. Вӑл ҫӳҫенсе, чӗтресе илчӗ. Ума Виссарион Маркович тухса тӑнӑн туйӑнчӗ. Хӑранипе вӑл ҫенӗк алӑкне пӗтӗм вӑйран туртрӗ. Пӳрте мӗн хушӑра кӗрсе тӑнине хӑй те сиссе юлаймарӗ.

Кӗтесри вырӑн ҫинче мӑйӗ таранах утиялпа витӗннӗ Трофим Матвеевич выртать. Марьӗ ҫывӑха пуканпа ларнӑ. Кладовщик куҫӗ умне тӳрех колхоз председателӗн вилнӗ ҫын тӗсӗ ҫапнӑ сӑн-пичӗ курӑнса кайрӗ. Халь ҫес ҫенӗк умӗнче хӑрани самантранах темӗнле савӑнӑҫпа улшӑнчӗ.

«Виссарион Марковичсемпе Трофим Матвеевичсем чирлеҫҫӗ те вилеҫҫӗ. Хапӑс Петӗрӗ пурӑнать», — ҫиҫсе илчӗ пуҫра шухӑш. Анчах унӑн хӑранӑ пичӗ нимӗнех те палӑртмарӗ. Вӑл хӑлхине антарнӑ ҫӗлӗкне хывса хул хушшине хӗстерчӗ, вара аран илтӗнмелле сасӑпа:

— Ырӑ каҫ пултӑр кил хуҫисене, — тесе пӑшӑлтатрӗ.

Марье чӗнмерӗ. Трофим Матвеевича витнӗ утиялне юсарӗ те пӳрнипе кӑмака ҫумӗнче ларакан пукан ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.

Ӑнланчӗ Петӗр: лар, ан шавла.

— Ман вӑхӑт ҫук, Трофим чирлӗ, кӑларса хур та кайма пултаратӑн, — пӑшӑлтатрӗ ун умне сасартӑк пырса тӑнӑ Марье. Петӗре унӑн сӑмахӗсем ҫӗлен сӑхнӑ пек пӗҫертсе илчӗҫ, ялкӑшакан кӑвак куҫне курсан, ун ҫине каллех Виссарион Маркович пӑхнӑ пек туйӑнса кайрӗ. Чун темӗнле сӑрӑлтатса кайрӗ.

— Ак мӗн пур укҫа. Спаҫҫипӑ, те, юрать милицисенчен ҫӑлса хӑвартӑм, — чӗтрекен аллисемпе кӑкӑр кӗсйисене хыпала пуҫларӗ вӑл.

— Кунта ҫурри те ҫук, — пӑшӑлтатрӗ Марье, укҫа пачкине сӗтел ҫине кайса пӑрахса. — Нина кумасем валли ӑҫта? Тата сакӑр пин пар та, манпа урӑх сӑмах-юмах ҫук, — каллех пӗҫертсе илчӗҫ сӑмахсем.

Петӗр, хӗрарӑма ӑнлантарма хӑтланса, ҫул ҫинче мӗн пулса иртнисене каласа пама тӑрӑшрӗ, Виссарион Маркович хӑйне ыттисенчен ытларах пӗр пин панине те пытармарӗ.

— Ӑҫтан пӗлем эп? Тен, почтӑпа куҫарнӑ? Мана каламан вӗт вӑл. Эп ун хуралҫи пулман. Эс пур, милици аллине кӗрес укҫасене хӑтарса килсе панӑшӑн тав тумастӑн. Ун чухлӗ янтӑ пурлӑх алла кӗрсен, эп урӑ ҫӳрес ҫук. Куратӑн пуль, килнӗренпе те ӗҫмен, — пӑшӑлтатрӗ кладовщик.

Сана тав тума эс сӑвайшӑн ҫеҫ кайса килмен. Юрӗ — сасартӑк килӗшрӗ Марье. — Мана ҫитет. Анчах Нинӑна е кӗҫӗрех, е ыран сакӑр пинне килсе пар. Памастан пулсан, ас ту, сана кама та пулин тара тытсах пӑвтаратӑп. Каях, — каллех упӑшки патне утса кайрӗ вӑл.