Выбрать главу

Павела Володя сӑмахӗсем килӗшсех каймарӗҫ. «Ҫакнашкал пысӑк аудиторинчи ятлӑ ҫынсем умӗнче ҫӑмӑл шухӑшлӑ хӑтланать» — шухӑшларӗ вӑл.

— Хӑҫан эс, Баранов, ачалла хӑтланма пӑрахатӑн? Санран хӑвӑн опыту ҫинчен каласа пама ыйтаҫҫӗ, эс пур, пӗр сӑмахпа, чӑх хыпалакай карчӑкла, ҫӑмарта ҫинчен лӗпӗртететӗн, — сасартӑк сиксе тарсах пӳлет ӑна Трофим Матвеевич.

— Опыт ҫинчен хаҫатра та ҫырнӑ. Вулаччӑр. Халь хутла пӗлмен ҫын ҫук, — терӗ те лешӗ, трибунӑ ҫинчен айса кайрӗ.

Володя сассинче Павел час-часах ырланипе тата мухтанипе мӑй кӑмӑлланса кайна юнтаракан ҫын шӑнӑрне тӳйса илчӗ. Тен, йӑнашрӗ вӑл? Унашкал пулма пултараймасть. Ҫапла, курманни ултӑ ҫул. Кам пӗлет, мухтав ҫынна хӑш-пӗр чух пӑсать. Трофим Мӑтвеевичӑн юратнӑ тракторисчӗ пулӗ-ха. Унсӑрӑн епле ҫакӑн чухлӗ ҫын ҫинче колхоз председательне ҫапла хуравлатӑр?

Зал сасартак шӑпланчӗ. Халӑх ҫинче сайра пулать унашкалли. Пине ҫитрӗ, теҫҫӗ ӑна халӑхра. Ҫав шӑплӑха каллех пуху пуҫлӑхӗн сасси ҫурса ячӗ:

— Тӑхтав, — терӗ вӑл.

Павел аялти хута чупса анчӗ. Вӑл Володьӑна шырарӗ, анчах лешӗ утӑ купи ҫине пӑрахнӑ йӗппе пӗрех ҫухалнӑ.

Ҫумранах «Ҫавал» колхоз шоферӗ Виссарион Маркович иртсе кайрӗ. Павел ӑна кукшинченех пӗлчӗ. Темшӗн ҫав самантра пуҫа ваттисен сӑмахӗ пырса кӗче: «Ыр ут — хушка, ыр ҫын — кукша». Парторг таҫта васкать, тӑхтамасӑрах тулалла тухрӗ. Зал алӑкӗ патӗнчех Трофим Матвеевич хӗрсех темӗнле арҫынпа калаҫать. Кӑшт-кашт илтӗнекен сӑмахсем тӑрӑх тепри райсоюз председателӗ пулма кирлӗ.

Ҫынсемпе сӗртӗне-сӗртӗне иртсе, Павел ВЛКСМ райкомӗ вырнаҫнӑ коридора тухрӗ. Алӑк уҫӑлса кайрӗ, унӑн умнех хӗрелсе кайнӑ комсорг сиксе тухрӗ.

— Володя!

Каччӑ самантлӑха хытса тӑчӗ, унтан, палласа илсе, вӗҫсе каяс кайӑкла аллисене сарчӗ, Павела ыталаса илчӗ.

— Калатӑп, балконра темӗнле палланӑ ҫын ларать, тесе.

Тӗл пулсан яланах ҫапла-ши вӑл? Калас темелли нумай, анчах чӗлхе вӗҫне нимӗн те килмест. Ыйтса пӗлмелли те пур, темӗн чухлех, анчах мӗнрен пуҫламалла? Юлашки ӑсатӑва-и? Юлашки ҫырӑва аса илмелле-и? Пӑхатӑн вара пӗр-пӗрин ҫине урӑх нихӑҫан та курас ҫукла.

— Эс апла килте те пулман? — ыйтать Володя.

— Ҫитеймерӗм-ха. Сан сӑмахна итлесе савӑнтӑм.

— Эс кулассипех халь, — тӗксӗмленчӗ каччӑ. — Каллех ак бюрона чӗнеҫҫӗ. Сана чапа кӑларатпӑр, эс хӑв ӳркеҫ вӑкӑрла хӑвна хура ҫӗр сапса хурататӑн, теҫҫӗ. Каллех Александр Петрович Завьялов ятларӗ. Пур комсоргпа та санпа ӗҫленӗ чухлӗ ӗҫлесен, тата ҫулталӑкран нервӑсем хавшанипе вилетӗп, тет. Мана ВЛКСМ Тӗп комитечӗ ахалех ылтӑн сехетпе наградӑланӑ имӗш. Хам ыйтса илнӗ пек тӗксе илеҫҫӗ. Эп мухтавсӑр та, наградӑсӑр та пурӑнатӑп… Икӗ алла ӗҫ пултӑр, — татса хучӗ Володя.

— Эс машинӑпа-и?

Лашапа. Трофим Матвеевич ҫын лӑках тиесе килчӗ.

Апла чӑматансене леҫсе паратӑн.

Конешнӑ. Калаҫмаллӑх ҫук. Ӑҫта вӗсӗм?

— Кунтах.

— Питех васкатӑн-и?

— Мӗнле калас… Атте те, анне те кӗтмест, ҫавах тӑван ял чӗререн тухмасть.

— Так… Апла кайрӑмӑр.

— Пуху пӗтмесӗрех-и? — Райком кондуитне ҫакланатӑн ак.

— Тупрӑн хӑрамалли… Ҫӗнтерӳҫӗсене район каҫарать. Трофим Матвеевич ак яла ҫитсенех сӑмсаран тикӗт сӗрет. Вӑл каҫармасть, — терӗ Володя.

Ҫынсем хушшипе хӗсӗнкелесе вӗсем урама тухрӗҫ.

3

Юр хӗллехи пек шурӑ мар ӗнтӗ: талккӑшӗпех тӗссӗрленнӗ. Вӑл складра выртакан тӑвара аса илтерет. Ҫапах та тӗллӗн-тӗллӗн хӗвел ҫутинче пин-пин пӗрчӗсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ. Пӗтӗм талккӑшӗпех шӑрҫа сапса тухнӑ тейӗн…

— Шоссепе кайсан, лашуна кашни икӗ минутранах пӑрса пыр. Машинӑсем сывлама памаҫҫӗ. Ку тихапа пӗтес пулать. Кӑҫал ҫеҫ кӳлме вӗрентнӗ. Куртӑн-и, тухнӑранпах чупать, — каллех сӑмах ваклама пуҫларӗ пӗр вӑхӑт чӗнмесӗр пынӑ Володя. — Ни тилхепе хытарнине, ни пушатнине туймасть.

Чӑматансене тата кӗнеке ҫыххине ҫуна умне хучӗҫ. Хӑйсем юнашар, чӑматансем ҫумне вырнаҫрӗҫ.

Район центрӗнчен тухсанах ҫул вӑрмана кӗрет. Ҫавалкассем лашапа тата ҫуран кунтан ҫӳреҫҫӗ: тӳрӗрех, сивӗре те ӑшӑрах. Вӑрман ҫыншӑн ҫур тӑлӑп. Тӗп ҫулне тракторсем алтӑкласа пӗтернӗ. Унтан лашапа иртме хӗн: яла ҫитиччен сиктернипе варсӑр пулатӑн. Ҫавӑнпах пуль ҫуна ҫулне тата вӑрман ӑшнерех хывнӑ. Ҫулӗ тӑвӑр, ӳречесем час-часах ҫапӑннипе е сӗртӗннипе йывӑҫ хупхисене сӗве-сӗве пӑрахнӑ.

— Лар, мӗн чӗркуҫҫи ҫинче пыратӑн, — сенчӗ Володя. — Ан хӑра, ыраш улӑмӗ вараламасть. Вараласан та, ҫитсенех тасататпӑр.

— Капла лӑйахрах. Ак, вӑрмана пӑхса пыратӑп. Сайралсах юлнӑ. Ҫак вырӑнта, ас тӑватӑн-и, епле яштака хырсем ларатчӗҫ, — аса илчӗ Павел.