Выбрать главу

— Ӗнен, Марье, — ун хыҫӗнчен утрӗ Петӗр, — Виссарион Маркович хӑйне валли пӗр пус та хӑварман. Вӑл коммунист вӗт. Коммунист… Колхозӑнне тытса пирӗн пек ҫылӑха кӗрет-и? — ярса тытрӗ вӑл хӗрарӑма алӑран. Те хумханнипе, те куҫ тӗкӗ лекине унӑн хӑрах куҫӗнчен куҫҫулӗ тапса тухрӗ. Тӗлӗнче вӑл хӑй те куҫҫуль тухнинчен.

— Ан шавла. Куратӑн: Трофим чирлӗ. Юрать, тен, почтӑпа янӑ. Тата виҫӗ кун кӗтетӗп. Вара, ас ту…

Петӗр алӑк патне кайса тӑчӗ, ҫӗлӗкне тӑхӑнчӗ. Урайне унӑн уринчен сӑрхӑнса юхнӑ пылчӑк шывӗ кӳлленнӗ.

«Ҫын пӳртне кӗриччен уруна тасат, — аса килчӗҫ каллех ваттисен сӑмахӗсем. — Таса пӳрте ҫаран та кӗме хатӗр, ҫакнашкал ҫӗлен патне кӗрсен тислӗке те тасатма кирлӗ мар…»

Сыв пуллашмасӑрах тухрӗ. Ҫенӗк алӑкне уҫсанах ун ҫине тумла патлатса тумларӗ. Такам ҫапнӑнӑх туйӑнчӗ Петӗре. Вӑл васкасах хапха алӑкӗ патнелле лӗпӗстетрӗ. Урама тухсан ҫеҫ ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ.

— Хӑрататӑп тет пуль. Эпир халь пурте пӗр карапра. Пӗри путсан, пурте путатпӑр. Эп те этемех, Петӗрех тӑрса юлакан-ха.

Кладовщик тухса кайсанах Марье чӗрине юлашки ҫулсенче курман тунсӑх сӑрхӑнса кӗчӗ. Ҫын вилни ыр тумасть, вӑл та Нинӑпа пӗрле виҫӗ талӑк ӗсӗклесе йӗчӗ. Хӗрелчӗҫ куҫ шуррисем, хутшӑнчӗҫ йӗрсем куҫ айне. Паян ӑнсӑртран тӗкӗр ҫине пӑхрӗ те кӗҫех кӑшкӑрса ямарӗ: кун-ҫул чуппи никама та хӗрхенмест-мӗн. Хуйхах темиҫе кун хушшинче ҫулталӑкшӑн ватӑлтарать: пит ҫӑмартисем хӑйсен хитрелӗхне ҫухатса шуралнӑ, хитре тута хӗррине те тунсӑх вырнаҫнӑ, ҫамки ҫинчи пӗртен пӗр йӗр те тарӑнланнӑ. Ҫухалчӗ халь чи ҫывӑх юлташ ӑна ача пек итлекен пӗтрӗ.

Акӑ, ҫамрӑклӑх та иртет… Иртрӗ те пуль ӗнтӗ, нимӗн паллисер, сахал савнӑҫпа, хирти пӗччен тӑлӑх йывӑҫӑн ӗмӗрӗ пек иртрӗ. Сисмерӗ те хӑй вӑтӑр енне ҫывхарнине. Ҫынсем ӑмсанччӑр тесе укҫа пухрӗ. Пулӗ ӑмсанакан та. Анчах мӗншӗн?..

Темшӗн райком секретарӗн сӑмахӗсем аса килчӗҫ. Трофим Матвеевичпа Василий Иванович апат ҫиме килнӗччӗ пулас. Ҫапла, апат ҫиме. Тем пирки тавлашатчӗҫ. Ӑна ас тумасть Марье. Ҫапах уйрӑм сӑмахсем халь те хӑлхарах янраҫҫӗ.

— Укҫа тӗнчене ҫуралса тухнӑ чух пӗр енче юнлӑ, тепӗр енче тарлӑ…

Ҫук, ӑна вӑл апат ҫиме килсен мар, клубра капитализма критиклесе лекци вуланӑ чух каланӑччӗ-тӑр.

Тунсӑх чӗрере. «Юнла, тарлӑ», — янрать хӑлхара. Камшӑн юнлӑ, камшӑн тарлӑ, тепришӗн таса.

Пӑхӑнмасть уйрӑм ҫын кӑмӑлне пурнӑҫ, шӑвать вӑл, васкать. Ав, иккӗмӗш хутне илнӗ чӳречерен юрӑ вӗҫсе кӗрет:

— Пулсан пултӑр кӑвак ут, Пуҫӗнче пултӑр чӗн йӗвен. Уринче пултӑр йӗс такан — Атӑл пӑрне таптама.

Ах, какӑҫсӑр ҫамрӑклӑх! Чӑтайман килте ларма, клубра та тӑрас килмен, васкать, васкать ирӗке тухасшӑн.

Вӑйӑ карти ҫаврӑннӑ чух ҫӗре те кӑмӑллӑ, теҫҫӗ. Ун ҫийӗн хӗрсен юрри вӗҫет, тӑван ҫӗре те савӑнтарнӑн туйӑнать. Ун кӑкӑрне амӑшлӑх телейне ӑмсанакан хӗр урисем чуп тӑваҫҫӗ. Ҫав ҫылӑхсӑр урасенчен ешӗрекен улӑхпа уй-хир, тата уйрӑмах хӑлха ҫакки курӑкӗн шӑрши кӗрет. Мӗнле ырӑ, мӗнле хавас ҫӗре ун шӑршипе киленме.

Марье асне хӗр чухнехи ҫуллахи каҫсем тухаҫҫӗ. Вӑйӑ карти. Юрӑ. Юрӑ, вӑйӑ карти. Вӗсем уйрӑлми. Ӑҫта вӑйӑ карти — унта юрӑ. Ӑҫта юрӑ — унта вӑйӑ карти. Хурӑн кӑтрисем пӗр кас ҫил вӗрнипе сасартӑк ҫивӗчӗсене сапаласа яраҫҫӗ, унтан ташша тухас хӗрле ӑна тураса тӳрлетеҫҫӗ. Итлет хӗр юррине хӑй юрринчен хӑй вӑтанса курӑк ӑшне пытаннӑ шӑрчӑк; сарӑ ҫӑварлӑ хӗвел ҫаврӑнӑшӗпе ҫӗр ҫумне канма выртнӑ ҫӗр улми ҫеҫки итлет. Ҫӑлтӑрсем те концерта васканӑн туйӑнаҫҫӗ, уйӑх та чӑтаймасть. Сӗт пек шурӑ та ҫӑмӑл тӗтрепе витӗннӗ вӑрман хӗрринчен унӑн вутлӑ урапи кусса тухать. Васкать, васкать вӑл. Ӑна юрӑ чӗнет. Ҫӗр ҫинчи телей кунта шӑнӑҫаймасӑр тӳпене те хӑпарма пултарать-мӗн. Юрӑ уйӑх пулать, юрӑ ҫӑлтӑр пулса тӳпе аркине ирхи сывлӑм мерченӗ пек ҫакӑнать. Те ҫавӑн пек ҫеҫ туйӑнать? Ӑҫта ҫав вӑхӑтсем? Пӗрисен иртекен ҫамрӑклӑхне теприсем улӑштараҫҫӗ. Ҫук, ҫӗннисем иртнӗ вӑхӑта кулянса та, хумханса та аса илесси пирки шухӑшламаҫҫӗ те.

Пулсан пултӑр савнӑ тус, Пуҫӗнче пултӑр каракуль, Уринче пултӑр ҫут калуш Ҫын сӑмахне таптама.

Кивӗ юрӑ вӑл, анчах ӑна ҫӗнӗ ҫамрӑклӑх юрлать. Тен, ҫавӑнпа чӗрене татах тӑвӑр? Акапуҫ хире, ҫулсем чуна сухалаҫҫӗ тесе ахаль каламан-тӑр. Мӗн ӑнланаҫҫӗ вӑйари ҫамрӑксем?

Чӳрече уҫса яр, Занавескӑ карса яр. Чун савнине курас-тӑк Хапха умне тухса лар.

Тем ӑса илнӗн, Марье сасартӑк тумланма пуҫлать. Упӑшки патне пырса тӑрать. Сывлӑшӗ халь ҫӑмӑлланнӑ, кӑкӑрӗ лӑпкӑн ана-ана хӑпарать. Кӑвакарнӑ пичӗ те шуралнӑ. Ҫамки ҫинче кӑна темиҫе тар пӗрчи, мӗн пур тӳссе ирттернӗ хурлӑх куҫҫулӗ пек, типмесӗр ялтӑртатать. Сӑмси ҫине аннӑ сенӗк пек йӗр татах та касӑлса тарӑнланнӑ.