Ал шӑлли илсе, Марье тарне шӑлать. Ҫук, ывӑннӑ, ӗшеннӗ тата чирленӗ ҫыннӑн ыйхи тарӑн, вӑл хускалмасть те.
Акӑ Марье тумланать те ҫамрӑклӑха хӑваласа ҫитме васканӑн пӳртрен тухать. Халь тытайӑн-ши вӗсене?! Эх!.. Ҫамрӑклӑх — пурнӑҫ никӗсӗ. Ӑна тӗрӗс мар, тарӑн хывмарӑн пулсан, пурнӑҫ — ҫурт тайӑлать, пурнӑҫ — ҫурт ҫӗрет, йӑтӑнать. Сахал ҫынсем тӳрлетме пултараҫҫӗ ӑна. Вӑйлисем кӑна.
— Е кӗҫӗр, е нихӑҫан та, — пашӑлтатаҫҫӗ Марье тутисем.
Таврӑнма вӑл шуҫӑм ҫути палӑра пуҫласан тин таврӑнать. Ҫунат пур тейӗн унӑн, уррисем те ҫӗре перӗнмеҫҫӗ. Ӑшӑ ҫӗре васкакан, е хӑй киленнӗ йӑвине ҫуркунне таврӑнакан кайӑкла вӗҫет Марье. Ӑна тӗнче те унпа пӗрле савӑннӑн туйӑнать. Уншӑн мар-им шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ ытла та ҫуттӑн, кӑварланса кайсах ҫунать; уяшӑн мар-им Алтӑр ҫӑлтӑр ӳпӗнсе ҫӗр ҫине ҫынсем валли телей тӑкать? Ҫав телей ҫулла сывлӑм, халь ура айӗнчи пӑр кантӑкӗсем. Мӗнле вӗсем темӗнле ҫӗнӗ кӗвӗлле кӑнчӑртатаҫҫӗ! Унӑн телейне курса мар-им ыйхаран вӑраннӑ йӑмрасем темскер пӑшӑлтатаҫҫӗ?..
…Пӗр Микулай мучи ҫеҫ кӑмӑлсӑр. Юлашки вӑхӑтра темӗншен ир енне вӗри апат ҫисе килнипе аптракан пулчӗ. Ӑнмасть тип ҫӑкӑр, вӗри апатах кирлӗ. Хӑйшӗн хурал тӑма пӗр-пӗр дежурнӑй хӗре хӑварать те килне таврӑнать. Мӗн тӑвӑн пӗрре хӑнӑхнӑ йӑлапа? Эмелпе те иртмест вӑл. Карчӑкӗ те, ирех тӑрса, ӑна валли мӗн те пулин пӗҫерсе лартать: яшка-и, пӑтӑ-и, е ҫӑмарта, е чей вӗретет.
Ват ҫын урисем таканлӑ мар. Ҫырма урлӑ каҫнӑ чух вӑл икӗ хутчен шуса ӳкрӗ, пилӗкне ыраттарчӗ, чӗркуҫҫине шӑйӑрса пӑрахрӗ. Тарӑхрӗ мучи. Туя вӗҫне сӑнӑ тӑхӑнтарни пулӑшмасть-мӗн. Карчӑкӗ ӑшаласа панӑ ҫӑмартана ҫисен ҫеҫ унӑн кӑмӑлӗ ҫаврӑнса кайрӗ.
Пӳртрен тухсан пӗр хушӑ ҫурхи ҫанталӑкпа киленсе тӑчӗ.
Кӳршӗсен хапха алӑке шартлатрӗ. — Кам вара ку? Павел ӗҫе каять-ши? — кӑсӑкланчӗ мучи. Яланах иртен-ҫӳренсене сӑнама хӑнӑхнӑ йӑлипе карта хушӑкӗнчен тинкерчӗ.
— Анна? Вӑл пӳртре. Кам вара ку? Утти ҫӗре те тивмест. Марье? Ҫав кӑна ялта икӗ аллине ҫунатлантарса утать.
Хуралҫӑн пилӗкӗпе чӗркуҫҫийӗ те, чӗри те ыратса кайрӗ. Вӑл сӑнӑллӑ туйине лӑр ҫине качлаттарса лартрӗ, — сасӑпах ятлаҫса илчӗ:
— Эй-яй-яй. Ҫав хӗсӗр ӗнешӗн мӗнешкел арҫын пӗтет. Шел Матвейча. Хӗрарӑма шан та — сыхлама ан ман. Ҫавах-ши? Тен, пӗр-пӗр майра? Пӗл хальхи ҫамрӑксене. Хӗресӗм те ҫав… Хӑйсемех пыраҫҫӗ. Эх, пӑсӑлса кайрӗ самана…
7. Улах тапхӑрӗ…
1
Василий Иванович ӑс ларса хӑварни сӗвӗрӗличчен тесе, Павел киле ҫитсенех апрель уйӑхӗн ӗҫ планне тума ларчӗ. Анчах мӗнрен пуҫламалла, малашне мӗне тӗпе хумалла — ӑна вӑл пӗлмерӗ.
Акана тухасси те инҫе мар. Тепрер вунӑ кунтан сӑрт ҫамкисем типсе ҫитмелле. Ӑшӑ пулманни ҫеҫ чарса тӑрать. Ҫанталӑк хӑйӗннех илет ҫав: хӗрӗх каҫпа хӗрӗх ир шӑнтмасӑр акана тухаймӑн, теҫҫӗ. Кашни коммунистӑн пӗр-пӗр ответлӑ ӗҫ пулмалла. Виссарион Маркович ун пирки шухӑшламан та курӑнать. Апла пулсан, каммунистсене ҫур акине тухиччен кашнинех пӗр-пӗр уйрӑм ӗҫ хушмалла.
Урамри юрӑ Павел шухӑшне сирсе ячӗ. Питех те хӗн ҫуркунне каччӑ пуҫҫӑн пусӑрӑнса ӗҫлеме.
Пӳрте паян хутман, ҫапах пӑчӑ пек туйӑнать. Вӑл васкасах чӳречесен иккӗмӗш хутне илме тытӑнчӗ. Ултӑ ҫул каялла ҫӑнӑх шывӗпе сӗрсе ҫыпӑҫтарнӑ хаҫатсем хӗвелпе саралса кайнӑ, хытса ларнӑ. Уйӑрнӑ чухне вӗсем ҫатӑртатса сӗвӗнеҫҫӗ, тӗпренсе чӳрече ҫытарӗсем ҫине тӑкӑнаҫҫӗ.
Уй енчи чӳречесене кӑларсан, Марье килчӗ. Хальхинче вӑл алӑка шаккамасӑрах уҫрӗ, ҫунакан куҫӗсемпе каччӑ ҫине савӑнса пӑхрӗ.
— Ан ҫиллен, Павел, эп сансӑрӑн пурӑнма пултараймастӑп. — Тӗпелелле иртрӗ те вӑтанмасӑрах чӳрече каррисене антарчӗ, кӑйран пальтине хывса ҫакрӗ.
Мӗн калатӑр ӗнтӗ хӗрарӑм хӑюлӑхӗнчен тӗлӗннӗ каччӑ? Мӗнле сӑмахпа ӳпкелетӗр?
— Марье, сана чирлӗ упӑшкуна пӑрахса килме намӑс мар-и? — аптранӑ енне персе ячӗ Павел.
— Эй, ун чирӗ-качки. Тытса пӑрахать те иртсе каять. Пӗрремӗш хут мар. Эмел панӑ ӑна. Халь ыран ирччен туйми ҫывӑрать, — тавӑрчӗ Марье. Илӗртӳллӗ куҫӗсемпе каччӑ ҫине тӗмсӗлсе пӑхрӗ. — Чунсӑрсем эсир, арҫынсем. Пӗлейместӗр хӗрарӑм шухӑшне. Пӗлсен вунӑ хут ӑслӑрах пулмалла.
Марье иртӗхӳлӗхӗ Павела ҫӳҫентерсе ячӗ. Те савӑнмалла вӑл килнӗшӗн, те хурланмалла?
…Ялта ҫутӑсем сӳнсе пычӗҫ. Уй хӗрринчи ҫуттӑн мӗншӗн тӑлӑха юлмалла? Ҫуркунне ял ҫыннисем ҫутӑпа ларма юратмаҫҫӗ. Ҫӗр ытла та кӗске. Каҫ та анчахрах пулнӑн туйӑнать, — ав ӗнтӗ Микулай мучисен автанӗ ҫур ҫӗр ҫитнине пӗлтерсе авӑтса ячӗ.