Александр Петрович Завьялов хӗлле ВЛКСМ Центральнӑй Комитечӗ парнине, сехет пама килсен, ҫапла каларӗ:
— Куратӑр-и, юлташсем, пирӗн ҫӗршывра ҫынсем епле ӳсеҫҫӗ! Кам пулнӑ Владимир Баранов? Никам пӗлмен этем. Халь вӑл кам? Республикипех паллӑ кукурузовод. Кам ҫын тунӑ ӑна? Эпир, пилӗк орден илме тивӗҫ пулнӑ комсомол пӑхса ҫитӗнтернӗ. Ҫапла вӑл пирӗн совет ҫӗршывӗнчи чӑнлӑх…
Унтанпа ак ҫур ҫул та иртмерӗ. Каллех секретарь ялта. Халь ӗнтӗ ӑна калаҫмаллӑх сӑлтав тупӑнчӗ. Кам тупса пачӗ? Кӗтерук. Володя улах тӑшманӗ пулнине такам та пӗлет. Улаха кайиччен клуба каять вӑл. Анчах ларакана ӑҫтан чаратӑн? Пӗр пленумра Володьӑна улах пиркиех критикленӗччӗ.
Володя ҫулне пӗр-икӗ метр сарлакӑш шыв картларӗ. Вӑл пӑр ҫинчен асӑрханса сикрӗ. Ура шунипе лайӑхах тапса яраймарӗ, кӗрлекен шыв варрине анса тачӗ. Те шыв юхӑме ҫапниле, те кӗлетке шайлавне тытаймарӗ, ура тепре шуса кайрӗ те шыва тӑсӑлса ӳкрӗ.
Пиччӗшӗпе инкӗшӗ те килӗнче пулмарӗҫ. Пӳрте питӗрсех хӑварнӑ. Ултӑ ҫулхи Хветюк ӑна чӳречерен ашшӗ вӑрмана, амӑшӗ больницӑна ача илсе килме кайни ҫинчен пӗлтерчӗ.
— Тупнӑ ача ҫуратмалли вӑхӑт, — ятлаҫрӗ Володя.
Вӑл шӑнсах кайрӗ, шӑлла шӑл тивми пулчӗ. Пӗлӗтсем ӑшӗнчен тухса, кӑшт йӑл пӑхнӑ хӗвел ӑшши те ӑна хӑйӗнчен мӑшкӑлласа кулнӑ пек ҫеҫ туйӑнчӗ.
Мунча кӗчӗ. Лапка тӑрне пӗрре хутмалӑх хурӑн вутти ҫурса купаланӑ, чӗлнӗ хӑйӑсем те пур. Анчах мӗнпе чӗртетӗн? Хветюкран шӑрпӑк ыйтрӗ. Ачана шанса парса хӑвараҫҫӗ-и?
Пӗлсех мӗнле шӑнса вилетӗн. Сарайӗнчен лум кайса илчӗ. Ҫенӗк алакне питӗрнӗ ҫӑраҫҫине тӑпсипех туртса кӑларчӗ те пӳрте кӗчӗ. Пӗччен тунсӑхланса ҫитлӗ Хветюк тӳрех ун латне тепӗртетсе пычӗ.
— Какуй санпа халь, вилетӗп шӑнса, — ҫӳҫенсе илчӗ вӑл пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе. Васкасах тумтирӗсене хывма пуҫларӗ. Аллисем те итлемеҫҫӗ. Кӗҫех ҫап-ҫара тӑрса юлчӗ. Урайне хывса пӑрахнӑ кӗпи-йӑмне кӑмака умӗнче ларакан таз ҫине лӑрма пуҫларӗ. Хветюк ӑна урайӗнчен е брюкине, е кӗпине иле-иле пачӗ. Хӗрсе ӗҫленӗ вӑхӑтра пӳрте палламан хӗрарӑм кӗрсе тӑнине те сисмен иккен вӗсем. Володьӑн кӑмака хыҫне тарса кӗме лекрӗ.
— Мӗ-ӗ-ен э-эс ыйт-м-м-а-сӑрак кӗ-ӗретӗн? — шӑлӗсене шаклаттарчӗ вӑл.
Хӗрарӑм та ӑна кая юлса асӑрхарӗ пулас, ҫухӑрса ярса кил хушшинелле тухса вӑркӑнчӗ. Таҫтан тупӑннӑ йытӑ туллама та пуҫларӗ пулмалла: вӑл шари! шари! ҫухӑра-ҫухӑра ячӗ. Пиччӗшӗ таврӑнчӗ-мӗн, сасси ҫенӗкрен илтӗнет, йытӑ ҫеҫ ҫаплипех чарӑнмасӑр хамлатса вӗрет.
— Калап вӗт Володя тесе. Ай, артист. Мӗн эс тарланӑ лашалла пӑсланатӑн? Уртса яр хуть мӗн те пулин, атту хӗрарӑм кӗме вӑтанать.
—Ш-шыва кайрӑм, М-мулкач ҫырми пуҫӗнче, — пӗлтерчӗ каччӑ.
— Хамах куратӑп. Уйпа ҫаврӑнмалла пулнӑ. Ме, тӑхӑн, — тӗпелти кашта ҫинчен кӗпе-йӗм туртса антарса пачӗ пиччӗшӗ.
Ҫӳллӗ те сарлака кӗлеткеллӗ Колькӑн тумтирӗсем хытанка Володьӑна пушӑ та, вӑрӑм та пулчӗҫ. Ҫанӑ вӗҫӗсене тавӑрма лекрӗ, анса ларакан брюкине чӗн пиҫиххипе туртса ҫыхрӗ.
— Ме, анне валли ревматизмран сӑтӑрма денатурат илнӗччӗ. Пырса параймарӑм. Халь лӑпах сан валли пулчӗ. Хӑвӑртрах урусене йӑвала, — тыттарчӗ вӑл «яд» тесе ҫырнӑ кӗленчене. — Эккей, аллусем чӑх вӑрланӑ евӗр чӗтреҫҫӗ. Вырт, хамах сӑтӑратӑп.
Володьӑн вилнӗ ҫыннӑнни пек кӑвакарса кайнӑ, хур шатри тапса тухнӑ ӳтне хӗрлӗ тес ҫала пуҫларӗ.
— Тултан сӑтӑрнӑ, халь шала кирлӗ. Ӗҫ ҫакнах атту ӳпкӳне ларать, — хушрӗ вӑл. — Кӑшт шыв хушам-ха, атту ҫӑварна ҫунтарса ярӑн. Эрех ман ҫук, ху пӗлетӗн, унпа аташмастӑп.
— Эп сӑмакун илсе килтӗм, — илтӗнчӗ алӑк патӗнчи хӗрарӑм сасси. — Ӗне яма вырӑн тупса паран пуль тетӗп, Николай Ехимович.
Вӑрман хуралҫи хальхинче шарламарӗ. Шӑлне шаккакан Володя шывпа хутӑштарнӑ шупка кӑвак тӗслӗ шӗвеке пӗр-икӗ ҫӑвар сыпсанах кӗҫ ҫеҫ хӑсса ямарӗ.
— Ӗҫейместӗп. Краҫҫын шӑрши кӗрет.
— Эппин сӑмакун ӗҫ. Ӗҫ тума ҫын патне ӗҫкӗпе килмеҫҫӗ. Ҫулла пур пӗрех юмансен кутне кӑпкалатма тивет.
— Ара, ара, унсӑр епле тата, — сӗтел ҫине литр кӗленчи кӑларса лартрӗ сӑхман тӑхӑннӑ, пӗр аллӑсене ҫывхаракан хӗрарӑм. — Ашшипех халь те, паян ҫеҫ юхтартӑм… Эп, Николай Ехимович, ӗҫлеме хӗрачана яратӑп…
— Хӑш ялтан эс?
— Ара, Хапӑссем пулнӑ. Халь Ҫавалкас. Мирун Хветучӗн пӳртне илтӗмӗр те, пӑсасси тесе куҫсах килтӗмӗр.
Колька шӑллӗне тултарса пачӗ.
— Эс мӗн пӗчӗк ачалла асӑрхамасӑр ҫӳретӗн? Анне лайӑхах пуль-ха?
— Аванах. Эп сан пата ӗҫпе килнӗччӗ. Колхоз валли йывӑҫ кирлӗ.
— Юр ирӗлсе пӗтсен ҫеҫ касмалла пулать.