Выбрать главу

— Кунта сире пулӑшаймӑп.

— Юрӗ, — сасартӑк килӗшрӗ Александр Петрович. — Ку Ҫурҫӗр полюсӗнче лариччен колхоз хуҫалӑхне пӑхар. Манпа пӗрле пымӑр-ши?

— Хаваслансах, — килӗшрӗ Павел. — Ӑҫтан пуҫлатпӑр? Эп хам та ҫӗнӗ ҫын вӗт. — Фермӑсене каяр.

Малтан сысна ферминче пулчӗҫ. Хром аттине пакӑлчак таран вараланӑ, макентошне хуратса пӗтернӗ Александр Петрович хӑй шухӑшне пӗлтерчӗ:

— Сыснасене сысналла пӑхаҫҫӗ…

— Кӗҫех этемлех пӑхма пуҫлатпӑр. Кӑҫал ҫӗнӗ вите тӑватпӑр, сысна пӑхакансем каммунизмла ӗҫ ферми ятне илессишӗн кӗрешӗве тухаҫҫӗ, — хуравларӗ Павел.

— Ан тӗлӗнтер, — кулса ячӗ Александр Петрович. — Хӑвӑр шухӑшласан та ҫынна ан пӗлтерӗр. Атту Ҫавалкас чӑххисем кулса вилме пултараҫҫӗ. Мӗнле коммунизмла ӗҫ пултӑр ҫак фермӑра?

— Вӗсенчен пуҫлатпӑр тем тесен те. Куртӑн-и: хӗрсем епле салхуллӑ? Хӑйсен вӑйне ӗненмеҫҫӗ, ҫапах та пирӗн ӗнентермелле. Пирӗн фермӑ ҫине отачах та пӑхакан ҫук теҫҫӗ. Кунта эпир хамӑр айӑплӑ…

Комсомол райкомӗн секретарӗ шарламарӗ. Ӗне ферми ӑна йӑлтах савӑнтарса ячӗ. Общежитинче таса, вырӑнесене тирптерлӗ пуҫтарса хунӑ, хитре ҫи виттисемпе витнӗ. Стенасене хитре хутпа ҫыпӑҫтарнӑ.

Фермӑ завадующийӗн пӳлӗмӗнчен шап-шурӑ халат тӑхӑннӑ Лена тухрӗ. Павел пӗр самантлӑха ку хӗр ачана ӑҫта курнӑ тесе шухӑшласа тӑчӗ.

— Дояркӑ-секретаре, дояркӑ-пионервожатӑя салам, — терӗ Александр Петрович, хӗре ал парса.

Павел та вара тӳрех тавҫӑрса илчӗ: Гайкӑ Ваҫҫи ҫырусем ҫыракан хӗр-мӗн ку.

— Хӑнасене те салам — тавӑрчӗ хӗр. Павела вӑл хӑй ал пачӗ, куҫран тӳре пӑхса, ҫапла хуравласа хучӗ:

— Ҫӗнӗ шӑпӑр фермӑри ҫӳп-ҫапсене те шӑлма тытӑнасшӑн мар-и?

Павел куҫӗ умне ВЛКСМ комитечӗ малта пыракан дояркӑна панӑ вымпел курӑнчӗ, унӑн айне Ленӑн сӑн ӳкерчӗкне кӗртсе лартнӑ.

— Эсир хуҫалӑхри чи лайӑх дояркӑ иккен, — тӗлӗнчӗ Павел.

— Лайӑххи-качки… Ӗнесем ир пӑруларӗҫ. Малта Анна пыратчӗ те, ветеринари наукин фельдшерӗ пулса тӑчӗ. Ҫулла ак, мана иккӗшӗ-виҫҫӗшӗ хӑваласа ҫитеҫҫӗ.

— Эс ан ҫиттер. Комсомол путевкипе кайнине ан ман.

— Ҫавӑнпа вӑл ӑмӑрту: пӗри — малта, тепри — кайра.

Аслӑк ҫинче авӑн ҫапмаҫҫӗ. Хуҫа пӳрчӗ тӑрӑх витине те пӗлме пулать, тетчӗҫ. Тен, витисем урӑхларах? Кайса курар мар-и? — сӑмаха урӑх енне пӑрса ячӗ Александр Петрович.

— Мана курни — фермӑна курни пулмасть, — кулса тавӑрчӗ хӗр.

Заведующи пӳлӗмӗнчен халатсем илсе тухрӗ вӑл, вӗсене сӗтел ҫине хучӗ.

— Тӑхӑнӑр та, кайма пултаратпӑр. Виктор Андреевич та унтах пулма кирлӗ.

Александр Петрович халатне макинтош ҫинчен тӑхӑнчӗ. Лена ҫанӑ вӗҫӗсене ҫыхса ячӗ, аркисене юсаса тӳрлетрӗ.

Павел та тӑхӑнма хӑтланса пӑхрӗ, анчах юракан халат тупӑнмарӗ.

— Сирӗн валли икӗ халатран пӗр халат ҫӗлетмелле. Юрӑхли тупаяс ҫук, ҫаплипех айтӑр, — терӗ Лена.

Александр Петрович тӗкӗр ӳмне пырса пӑхрӗ, ҫӑврӑнкаларӗ, шӗлепкине хывса тепӗр хут тӑхӑнчӗ.

— Врач пулас пулнӑ. Халат ытла та килӗшет, — терӗ вӑл.

«Ҫынна тумтир мар, ӗҫ килӗшет», — кӑшт ҫеҫ персе ямарӗ Павел.

— Эсир ахаль те пӗр хӗрӗн врачӗ, — тавӑрчӗ Лена. Ӗне вити ҫырма хӗрнех тухать. Алӑк умне цементланӑ, таса. Уҫӑ алӑкран дояркӑсен сасси илтӗнет. Вите варринче ҫатан кӑрманлӑ ҫуна. Таврана силос шӑрши сарӑлнӑ. Цементланӑ урайне пӑчкӑ кӗрпи сапса тухнӑ. Ӗнесем айне саракан улӑма вакланӑ, ӑна та пӑчкӑ кӗрпипе хутӑштарнӑ. Таса та самӑр ӗнесем тапранмасӑр апат ҫиеҫҫӗ.

Ҫуна креслин вӗренӗсене хытаракан Виктор Андреевич пуҫне ҫӗклерӗ. Ҫывӑхран ҫеҫ куракан куҫӗпе витене кӗнӗ ҫынсем ҫине вӑл чылайччен пӑхрӗ. Палласа илчӗ пулас, ҫӗкленчӗ.

— Сӗт-ҫу корольне мухтав! — катаранах кӑшкӑрчӗ Александр Петрович.

— Ырра пулсан лайӑхчӗ, хӑнасем час-часах килме пикенчӗҫ, — хуравларӗ заведующи, пурне те ал парса.

Вӑл-хура халатпа. Така тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗкне ҫамки ҫинех антарса лартнӑ. Сухалне таса хырнӑ. Мӑйӑхӗ сарӑрах, сухӑр тӗслӗ. Сарлака пит-куҫлӑ, янах шӑммисем чӗкеҫ ҫуначӗсем пек сарлака. Сарӑ куҫ шӑрҫиллӗ куҫӗ тӳлек, ҫын ҫине сӑнаса тата ӑслӑн пӑхать.

— Кайӑксем килсен — ҫуркунне, хӑнасем килсен ӗҫкӗ пулать, — кулчӗ Павел. — Эпир ӗҫкӗ ыйтмастпӑр, хуҫалӑхне ҫеҫ кӑтарт.

— Парторг, ав, килнӗ-килменех ӗҫкӗ ыйтать. Тем, фермӑсем енне ҫаврӑнсах пӑхасшӑн мар-ха вӑл, ӗҫпе те мӗшӗлтетсе тытӑнать, — куларах тавӑрчӗ Виктор Андреевич.

— Васкасан — халӑха култаран.

— Васкасси пирки, Павел, эпир иксӗмӗр калаҫӑпӑр-ха, эс тарас ҫук, атту пирӗн пата Александр Петрович сайра килет. Комсомол секретарьне сирен фермӑна ярса патӑмӑр тесе ытларах районта ларать. Килсен те хӗрсен пуҫне ҫавӑрса каять те, кайран мана тӑнран яраҫҫӗ. Хӑйсен те пӗр юрӑ кӑна: юрату ҫинчен лекци вулаканни хӑҫан килет те хӑҫан килет. Ӑҫтан-ха эп комсомол райкомӗн секретарьне хушма пултарӑп? Эс коммунист, унран аслӑрах, чӗн, теҫҫӗ. Вӗсен юратӑвӗшен коммунист айӑплӑ-и? Эй, чӗкеҫсем! — кӑшкӑрчӗ вӑл витен леш пуҫӗнче кӗпӗрленсе тӑнӑ хӗрсене. — Килӗр-ха, ӗҫ пур.