Хура халатлӑ (ӗҫленӗ чух урӑх тӑхӑнмалли те пур иккен) хӗрсем васкамасӑр, аллинчи кӗреҫисене тӑратса хӑварса, силос ҫуни патне пухӑна пуҫларӗҫ. Александр Петрович чылайӑшӗсене паллать пулас, ятран чӗнсе ал ларать, шӳтлет.
— Эс, Лена, наряда вӗҫле. Ыттисем ӗҫ пӗтерӗр те — общежитине. Александр Петрович лекци вуласа парать, Верук тата ӑҫта?
— Тарчӗ. Эпир килнине курсанах тарчӗ, — пӗлтерчӗ Лена.
Хӗрсем ахӑлтатса кулса ячӗҫ.
— Ват чӗкеҫ, — кулчӗ Виктор Андреевич та. — Ытти чух хӑҫан килет тесе тӑнран ярать. Халь тарать.
— Лекторӗ те лайӑхскер: хӗр пуҫне ҫавӑрать те, килсе курмасть, — хушса хучӗ Лена.
Каллех хӗрсем кулса ячӗҫ. Виктор Андреевичпа Лена сӑмахӗсем райкомол секретарьне те хӗпертеттерчӗҫ курӑнать, куҫӗсем хаваслӑхпа ялкӑша пуҫларӗҫ.
— Эс пымастӑн-и? — ҫанӑран туртрӗ Виктор Андреевич Павела.
— Мӗншӗн пымастӑп? — тавӑрчӗ ӑна каччӑ.
— Акӑ хӑш фермӑран тытӑнмалла. Эп паян пухура калаҫу пуҫаратӑп. Мӗншӗн вӗсем коммунизмла ӗҫ ферми ятне илме тивӗҫлӗ мар? — хӑлхаран пӑшӑлтатрӗ Александр Петрович.
— Эпӗ сысна ферминченех пуҫласшӑн, — парӑнмарӗ Павел.
— Райӑна ан култарӑр. Корреспондентсем пӗлсен, фельетон хыҫҫӑн фельетон ҫырӗҫ.
— Мӗн эсир пӑшӑл пӑтти пӗҫеретӗр? Ҫиме мана та чӗнӗр. Каллех юрату вӑрттӑнлӑхӗ пулӗ-ха, — чарӑнсах тӑчӗ маларах кайнӑ заведующи. — Хӗрсемпе ӗҫлесси ачасем, чӗр тамӑк. Каҫхине улах каччисем аптратаҫҫӗ. Хӑть пӑшалпа хурал тӑр. Кашни уйӑхрах пӗр дояркӑ качча каять. Туйне чӗнесчӗ хӑть. Ҫук вӗт, чӗнмеҫҫӗ.
— Эпир те санне икӗ хӗр вӑрласшӑн, — кулса тавӑрчӗ Павел.
— Мотри, сире, — кулчӗ Виктор Андреевич.
Хӑнасене пуринчен ытла пӑру вити килӗшрӗ. Чылаях пысӑк ҫурта икӗ пая пайланӑ. Пӗринче пӑрусем йӑлтах ирӗкре. Урайне улӑм сарса панӑ. Тепринче клеткӑсем. Унта ҫамрӑкрах пӑрусене вырнаҫтарнӑ. Икӗ пӳлӗмӗнче е сулхӑнрах.
— Анна пуҫарӑвӗ, — пӗлтерчӗ Виктор Андреевич. — Пӑрусене «Караваево» совхоз меслечӗпе сивӗре ҫитӗнтеретпӗр. Пӗлтӗр виҫӗ кӑмака пулнӑ, талӑкра икшер хутнӑ. Кӑҫал пӗр кӑмака та ҫук. Вӑтӑр кубометр вутӑ перекетенет, утмӑл пӑру вилӗмрен ҫӑлӑнать.
— Мӗншӗн утмӑл? — тӗлӗнчӗ Павел.
— Пӗлтӗр утмӑл пуҫ пӗтрӗ, кӑҫал пӗрре те катӑлман. Паратиф та илеймест, ӳпке те шыҫмасть, шӑршӑ та ҫук. Хам та тӗлӗнетӗп: хӗлле тулта вӑтӑр пилӗк градус сивӗ, витере пилӗк-ултӑ градус ӑшӑ. Пӑру сӑмсисенчен пӑс кӑна йӑсӑрланать, ҫппах нимӗн те мар. Тӗпӗртетеҫҫӗ кӑна. Вӑт чӗкеҫ, — йӑваларӗ вӑл пӑру мӑйнӗ, унтан ӑна ыталасах илчӗ, ачашласа лӑпкарӗ. Пӗчӗк хӗрлӗ вӑкӑр фермӑ заведующинчен ютшӑнмасӑр мӑйне тӑсса, ҫурӑмне авӑнтарса тӑчӗ. — Халь пурнатпӑр, — пӗчӗк ачапа калаҫнӑ пек калаҫрӗ вӑл пӑрупа.
Ҫурхи хӗвелпе ялкӑшакан кил хушшине тухрӗҫ.
— Паян ҫичӗ, сехетре парти пухӑвӗ. Сан пата чӗнме ямастӑн. Пыр, — терӗ Павел Виктор Андреевича.
— Матвеевич чирлӗ. Унсӑрах ирттерес терӗн-и?
— Вӑл сываласса кӗтсе тӑрсан… ӗҫсем нумай.
— Сан ирӗк ӗнтӗ. Пирӗн председатель унашкал хуҫаланаканнине юратсах каймасть.
— Юратасса ҫеҫ пӑхса тӑрсан… Валяй, валяй, парторг. Тӗрӗс тӑватӑн, — хутшӑнчӗ Александр Петрович.
Павел тӳрех колхоз правленине каймарӗ. Вӑл каллех сысна фермине таврӑнчӗ.
Кормокухня алӑкӗнчен пӑс явӑнса пӗтӗрӗнет, ҫурт хыпса кайнӑ тейӗн. Таврана пӗҫернӗ ҫӗр улми шӑрши тапса тухнӑ. Пӑс ӑшӗнче сысна пӑхакӑнсене палласа илме те ҫук, Федор Васильевич сасси ҫеҫ илтӗнет:
— Пӗр чанӗ пиҫнӗ. Хупӑр. Вутта ахалех ҫунтаратӑр.
— Эй, кам пур, тухӑр-ха, — чӗнчӗ Павел.
Федор Васильевич васкамасӑр пӑс ӑшӗнчен мӗкӗлтетсе тухрӗ, алӑк енне ҫаврӑнса кӑшкӑрчӗ:
— Вите тусанӗсене тасатӑр. Атту, леш, районтан килни, хитре плащне йӑлтах вараласа пӗтернӗ.
Павел енне ҫаврӑнса ҫапла каларӗ:
— Эс те ун пиркиех килтӗн пулӗ-ха.
— Ҫапла. Йӗрке ҫукрах фермӑра.
— Сысна пур ҫӗрте — пылчӑк ӗнтӗ. Ӗмӗртен, авалтан. Витене райком ҫурчӗ пек таваймастпӑр, — тесе, шыв пичкиллӗ ҫуна ҫине кайса ларчӗ вӑл. Кӗсйинчен шӑл тасатмалли порошок курупки туртса кӑларса хӑрах аллипе чикарккӑ ҫавӑрма пуҫларӗ. Павел ӑна кӑсӑкланса сӑнарӗ. Федор Васильевичӑн кашни хусканӑвӗнче ӗҫе тӑвас килменни курӑнать. Ӑна ниепле те Виктор Андреевичпа танлаштарма ҫук. Епле ялкӑшаҫҫӗ лешӗн куҫӗсем выльӑха курсанах, епле ачашлаҫҫӗ! Ак ку? Пысӑк уйрӑмлӑх. Акӑ вӑл чикарккине ҫавӑрса хыпрӗ. Чӗркуҫҫисем хушшине шӑрпӑк курупкине хӗстерсе хӑрах аллипех чӗртрӗ. Кӗҫех ҫӑварӗнчен кӑвак тӗтӗм палкаса тухрӗ.