— Ҫуркунне, — терӗ вӑл ҫине-ҫинех ҫӑтса. — Ҫуркунне. Нухрат айлӑмӗнче ыраш калчи кӑҫал. Унта халь икӗ метр тарӑнӑш шӑпӑл-шапӑлах шыв картланнӑ. Татса ямалла, Павел. Эп хам бригадир чух лашасемпех ӑштараканччӗ, кӗреҫесемпе тухаканччӗ. Ҫывӑрать Матвейчӑ, ҫывӑрать. Пӗтет ҫирӗм гектар, ахалех пӗтет, — ассӑн сывларӗ вӑл. Павел чӗнменнине кура каллех калаҫа пуҫларӗ: — Ҫил арманӗ уйне кӑҫал тислӗк мар, ҫара улӑмах кӑларса купаларӗҫ. Ав, кур, — тӗллесе кӑтартрӗ вӑл анаҫри сӑрталла, — икӗ эрне кӗтетӗп, ҫаплах хӗрме пуҫламасть. Ҫӗреймест акана тухиччен. Эп хам бригадир чухне сӗт бидонӗсемпе пилӗк-ултӑ така хуранӗ шыв вӗретсе кайса яраканччӗ. Халь Санька ӑша та илмест. Ҫамрӑкрах вӑл, пӗлеймест. Анна хыҫҫӑн чупсах пӗтелеймемт ача. Павел, сан трактору йывӑр, наряд парасса ан кӗт-ха, ачам, кайса пусӑрӑнтар паянах. Таптамасӑр купаларӗҫ вӗт, аҫа ҫапманскерсем, Прыгунов тухса та курмарӗ. Чун ыратать, пӗтет тислӗк ахалех. Кур-ха, — ҫанӑран туртрӗ вӑл йӗкӗте. — Атя-ха ҫырма хӗррине. Куртӑн-и?
Кунта юр ирӗлнипе кӑвакарса кайнӑ, катӑкӑн-катӑкӑн хытса ларнӑ кӗл выртать.
— Фермӑсенче вунӑ кӑмака, икӗ запарник ҫунтаратпӑр, унтан тухса тӑкатпӑр. Мӗнешкел удобрени сая каять. Ҫӗр улми анине тӑксан, улми пуҫ пек пулать. Кашни ҫулах эп, ытти бригадӑсемпе танлаштарсан, аллӑ- утмӑл центнер ытларах ҫӗр улми кӑлӑрнӑ. Мӗнле? Кӗлпе. Халь ҫилпе вӗҫтеретпӗр те шывпа юхтаратпӑр. Хума вырӑн тупаймаҫҫӗ. Кулӑшла. Эп ӑна колхозниксен кӗлетне пухнӑ, Халь? Эй, — аллипе сулчӗ вӑл, — чӗре ҫеҫ ыратать. Прыгунов пысӑк ӗҫсен масштабне юратать:
Кунашкалли енне ҫаврӑнса та пӑхмасть. Эх, тет, колхоза эрех завочӗ лартма ирӗк парсан, икӗ ҫултах малта пыракансене хуса ҫитсе иртсе каймалла та, тет. Куртӑн-и еплерех шутлать. Форменнӑ капиталист.
— Эс, Федор Васильевич, ҫын ҫитменлӗхӗсене куратӑн, вӑл аван-ха, хӑв пӗр фермӑна та йӗркелейместӗн, — чӑтаймарӗ Павел. Каччӑ фермӑ заведующийӗ ҫилленессе кӗтрӗ, анчах лешӗ лӑпкӑн ҫеҫ хуравларӗ:
— Мӗн пӗлетӗп эп сыснасемпе? Ячӗшӗн ҫеҫ мар-и? Чун тур туртмасть кунта…
— Чун туртмасан та япӑхтарсах ямалла-мар.
— Хуҫи ҫаврӑнса пӑхмасан тарҫи мӗн тутӑр? Пире Трофим Матвеевич «сӑрӑ хуртсем» тет, урӑх сӑмахӗ те ҫук тейӗн. Ӑна ирӗк парсан, паянах сысна фермине пӗтерме хатӗр. Тупӑшсӑр, тет.
— Кӑна эс ытлашши калатӑн. Сысна ашӗсӗр епле обязательствӑна пурнӑҫламалла?
— Эй, пурӑнсан куратӑн… Кӗҫӗн ҫынна та усал хуньамӑшӗ виҫӗ кун тӳсет. Кайран ҫӳп шӑтӑкӗнчен ирттермест.
— Манӑн алӑк патӗнче тӑрас хавасӑм ҫук-ха. Ахаль лариччен айта, хӗрсене пулӑшар.
Павел, лаҫҫа кӗрсен, витресем илчӗ, пӗверен ӑсса хӑпарса, кормозапарникри вӗри шывпа хутӑштарса лӗплентерчӗ. Витресем йӑтса витенелле утрӗ. Федор Васильевич, манӑн вӑхӑт ҫук тесе, общежитине кӗчӗ.
Юсама тытӑннӑ клеткӑсене те, сарма пуҫӑннӑ урайне те сарса пӗтереймен. Василий Иванович. килсе кайсанах Трофим Матвеевич юсассине чарса лартнӑ. Имӗш виҫӗ пус тӑман сыснасемшӗн аллӑ тенкӗлӗх хӑмасем сая каяҫҫӗ.
Хӗрсем пӳлӗм каштисене, чӳрече ҫытарӗсене, пӳлӗм пӗренисене сӗреҫҫӗ. Илемленет вите, тасалса, ҫутӑ сӑн кӗрет.
— Акӑ сире шыв, — лартрӗ витрисене Павел, Татах кайса ӑсса килчӗ.
— Ҫакӑн пек заведующи пулсан, — терӗ пӗчӗк Лисук. — Кил, Павел, пирӗн пата.
— Пӗчӗкреххине шыра, — кулчӗ вӑрӑм та ҫинҫе пӳллӗ Елуҫ.
— Хам пӗчӗкки те ҫитӗ, — тавӑрчӗ Лисук. Хӑй паксӑрлӑхӗнчен вӑтанса хӗрелчӗ, анчах ыттисене систерес мар тесе, ахӑлтатсах кулса ячӗ.
— Ун чаплӑраххисем пур терӗҫ-ха, — тавӑрчӗ Елуҫ. Халь Павел хӑй хӗрелнине туйрӗ. Неушлӗ ун патне Марье пынине пӗлеҫҫӗ? Е ахаль кӑна тӗртсе илеҫҫӗ-ши?
— Чӗлхӳсем пек хивре кастарса ӗҫлӗр. Ҫунӑ хыҫҫӑн акшарпа шуратӑр. Ыран обком секретарӗ килӗт, — чеен кулса суйрӗ Павел.
— Калатпӑр кам та пулсан килет пуль, тесе. Федор Васильевич та кӑшкӑркалать, — килӗшрӗ Лисук.
Ырӑ мар турӗ-ха Павел. Капла ҫынсене такам килет тесе хӑратса ӗҫлеттерни тӗрӗс меслет мар. Шӳтлерӗ ҫеҫ те, анчах ҫав шӳтре тӗрӗслӗх пулма пултарассине вӑл чӗрене те хывмарӗ. Тепӗр темиҫе кунтанах вара Шупашкартан самаях пысӑк хӑна персе ҫитрӗ.
Ҫула май Павел фермӑри ӗҫсене, ҫынсене тишкӗрме хӑтланчӗ. Федор Васильевич канӑҫ памарӗ ӑна. Павел ӑна тахҫанах ас тӑвать. Миҫе ҫул ӗҫленӗ-ши вӑл бригадирта? Ҫирӗм ҫулах пуль. Яланах ӑна ырӑ ятпа асӑнатчӗҫ. Ун бригади турпас пек пучахлӑ тырӑсем ӳстеретчӗҫ. Кайран ав, председателе те лартрӗҫ… Лавӗ йывӑртарах пулчӗ пуль, туртаймарӗ. Хутла сахал вӗреннӗ, колхоз та бригадӑ мар, кунта пин тӗрлӗ ҫын. Йывӑр ҫулсенче те колхозран пӑрахса кайман. Халь те ытлашши вӑйлах пурӑнмасть пулас. Нухрат айлӑмӗнче капланнӑ шыв, ҫӗрмен тислӗк ҫинчен калани аса килчӗ. Ҫӗре юратать этем, ҫӗре. Апла ӑна ҫӗр патне тавӑрмалла. Эс те ҫав, парторг, сан этем чунне курмалла, эс пур, ҫын мӗне юратнине те пӗлместӗн. Апла пулсан, ҫынсемпе ӑҫтан йӗркеллӗ ӗҫлетӗн? — вӑрҫрӗ вӑл хӑй ӑшӗнче..