Выбрать главу

Павел Володьӑна колхоз правленинче тӗл пулчӗ.

— Тепӗр хут салам, комсорг. Улах рыцарӗ. Эп сана сӑмахпа ҫеҫ мыскараҫӑ тесе. Эс ӗҫпе те кая мар-мӗн. Завьялов мана култарса тӑнран ячӗ. Калӑп: эс ир енне ытла та туйми ҫывӑратӑн. Ӑҫта пулнӑ ку, тетӗп. Вӑл пур, улах тапхӑрне хупма кайнӑ-мӗн, — ахӑрчӗ каччӑ кӗнӗ-кӗменех.

Володя кӑмӑлсӑрланчӗ, хӑйӗн чӗрӗ куҫӗпе Павела кӳренӳллӗн пӑхрӗ.

— Юлташ та чӗнтӗрлӗ кӗпесен юлашки хыпарӗпе усӑ курать. Завьялова ӑна мӗн? Кашни уйӑхри взнос вӑхӑтра пухӑнтӑр та, Тоня Пуговкина сыв пултӑр. Вара шӑл йӗрмелӗх ҫитрӗ.

— Тӑхта-ха, эс ӳсӗр-ҫке. Сан патна пыма ҫук, эрех шӑрши ҫапать. Мӗн эс, Кӗтерук ҫине тарӑхса-и?

Шыва кӗрсе ӳкрӗм. Шӑнса пӑсӑласран пичче сиплерӗ.

— Тата икӗ сехетрен пуху, эс ӳсӗр. Капла ҫамрӑксен куҫӗ умне епле тухатӑн? Ҫитменнине, Завьялов пулать.

Сана вӑл ахаль те хытӑ тарӑхнӑ.

— Тарӑхнипе лав туртаймӑн. Эп унччен урӑлатӑп. Медпункта кайса нашатырлӑ спирт шӑршла.

— Юрӗ, — сасартӑк килӗшрӗ Володя.

— Тӑхта, йывӑҫ пирки мӗн хыпар?

Пур. Лесхозран решени ҫеҫ кирлӗ тата укҫа куҫарса памалла. Прыгуновпа ҫураҫ, ытти пурте пулать…

5

Пуху ирттерес вӑхӑт та ҫитрӗ, анчах комсомолецсем ҫаплипех ӳрӗк-сӳрӗк килкелеҫҫӗ-ха. Колхоз правленинчен коммунистсем калаҫкаласа тухаҫҫӗ, вӗсен пухӑвӗ пӗтрӗ курӑнать. Пысӑк чикарккӑ мӑкӑрлантаракан Хапас Хветӗрӗ, пӗртен-пӗр аллипе хӗҫ тытнӑ пек сулкаласа, Виктор Андреевичпа тем пирки тавлашать. Уйрӑм сӑмахӗсем ун клуб ратнех вӗҫсе ҫитеҫҫӗ, анчах мӗн пирки сӑмах пынине ӑнланса илме ҫук.

Клуб умӗнче тӑракан ҫамрӑксем патне Павел ҫитрӗ.

— Комсомолецсен дисциплинӑ ҫук, — пӗлтерчӗ ӑна Александр Петрович. — Парти организацин вӗсемпе вирлех ӗҫлеме тивет.

— Ытти чух йӗркеллех пулаканччӗ, — тавӑрчӗ Павел, тӳрре тухма тӑрӑшнӑ пек. — Ҫул япӑх тесе лараҫҫӗ ӗнтӗ. Комитет ларӑвне ирттерес те, ыран бригадӑсенче уйрӑм пухӑпӑр.

— Кунпа килӗшме пулать, — ҫураҫрӗ Завьялов. Комитет членӗсем тата тепӗр вунӑ комсомолец библиотекӑна кӗрсе ларчӗҫ. Комитет ларӑвне уҫсан, Володя Александр Петровича самах пачӗ.

— Эп колхозӑн пур участокӗсенче те пулаймарӑм, ҫапах та ҫакнашкал вывод тума пулать: чӑн-чан ҫӗкленӳ палӑрмасть. Ҫур аки ирттерме вӑрлӑх ҫитмест. Тракторсем пирки Кадышев каланине шанатӑп: вӗсем юсавлах пуль. Фермӑри ӗҫсем те мухтамалла мар. Сысна ферминче уйрӑммӑнах япӑх. Каплах ӗҫлесен, кам сире ырӑ сӑмах калӗ?Ытти колхозсенче фермӑсем те, уй-хир бригадисем те коммунизмла ӗҫлессишӗн кӗрешеҫҫӗ. Ҫавалкасра шӑпах. Камӑн ҫакна пуҫармалла? Обкомран, райкомран килессе кӗтетӗр-и? Ӑҫта сирӗн пуҫарулӑх?

Александр Петровичӑн сасси хӗрӳ, илемлӗ. Аллисемпе вӑл сӑвӑ вулакан артистпа пӗрех хӑлаҫланать, пӳрнисем ун пӗрре чӑмӑртанаҫҫӗ, тепре сарӑлса каяҫҫӗ.

— Чи малтанах комсомол организаци секретарӗн пуҫаруллӑ пулмалла. Вӑл пур, ҫынсене ыр ӗҫ тума ҫӗклес: чухне, вӗсен алӑкӗсене тӑпӑлтарса йӑмрасем тӑрне ҫакса лартать, улах тапхӑрне хупать. Мӗн вӑл? Вӑтӑрмӗш ҫулсенчи хулиганщинӑ! Пуху умӗн ӗҫсе ӳсӗрӗлет, член укҫи ҫур ҫул маларах илсе хурать. Ху лайӑх производственник пулнипе мухтанма кирлӗ мар. Комсомол, кирек кам пулсан та, хӑй уставне пӑсма ирӗк памасть. Устав маншӑн та, ВЛКСМ райкомӗн секретарӗшӗн те, Владимир Барановшӑн та, пур комсомолецсемшӗн те — пӗрре. Улах ларасси вӑл, ялта агитациллӗ ӗҫ начар пулнинчен килет. Куншӑн кам айӑплӑ? Каллех Баранов. Вуланӑ-и вӑл ку таранччен пӗр лекци? Вуламан. Пулӑ яланах пуҫӗнчен ҫӗрет. Кирлӗ-и пире чире кайнӑ ӑслӑ этем? Кирлӗ мар. Комсомол уставне пӑснӑшӑн, хӗрарӑмпа вӑрҫнӑшӑн тата ӗҫке ернӗшӗн эп Баранов юлташа строгий выговор пама сӗнетӗп. Шухӑшласа пӑхӑр, паянтан вӑл сирӗн пуҫлӑх пулса юлма пултарать-и?

Комсомол райкомӗн секретарӗ Санька ҫумне пырсак ларчӗ, ӑна хӑлхинчен тем пӑшӑлтатса пӗлтерчӗ. Ҫӗтӗк кӗтессинче чавсипе пуҫне тӗревлесе ларакан Володя Александр Петрович бригадира ҫапла каларӗ тесе шухӑшларӗ: «Эп халь пӳҫарса патӑм, ытти йӑлтах сирӗнтен килет. Ӑна комсоргран та кӑлармалла, строгий выговор та памалла».

— Ертсе пыр комитета — илтрӗ вӑл Завьялов сассине.