Выбрать главу

— Кам сӑмах илет? — сиксе тӑчӗ Володя. Хӗрелнӗ куҫ шуррисемпе вӑл стена тӑрӑх лартнӑ пукансем ҫине ларса тухнӑ каччӑсемпе хӗрсене тинкерет. Ав, Петӗр ҫӗлӗкне ҫавӑрса ларать, унпа юнашар Верук дояркӑ, тӑпӑл-тӑпӑл пӗчӗк кӗлеткеллӗ те пӗчӗк пит-куҫлӑскер. Вӑл хӑй ӑҫта ларнине те манса кайнӑ; юратупа тулнӑ симӗс куҫне Александр Петрович ҫинчен илмест. Унӑн ҫумӗнчи Анна темӗнле кӑмӑлсӑртарах пек, пуҫне усса шухӑша путнӑ.

Чӗнмеҫҫӗ ҫамрӑксем. Шарламаҫҫӗ. Володя хӑй тӗплӗн пуху ирттернӗ чухне вӗсене чарма та ҫук, пӗри те тепри калаҫаҫҫӗ. Халь хӑна вӑтантарать пуль.

Ав, Петӗр ҫӗкленчӗ. Пӗр икӗ ҫул каялла йӑрӑччӗ вӑл, юлашки ҫулсенче утти те улшӑнчӗ: сумлӑ, хӑй хакне пӗлекен, хӑй вӑйне шанакан арҫын утти. Ӗҫ улӑштарать этеме. Петӗршӗн кану кунӗ ҫук. Ялти кашни килтех унӑн алли тунӑ япалана тупма пулать: турчка-и, ҫатма тимӗрри-и, шыв курки-и — сахал-и тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр япала. Ҫурлине те вӑлах шӑллать, ҫавине те вӑлах туптать. Ҫавӑнпа ун ячӗ те пур: ҫынсем хисеплеҫҫӗ ӑна.

Акӑ, вӑл сӗтел умне ҫитсе тӑчӗ, васкамасӑр кашнин ҫинех пӑхса ҫаврӑнчӗ, йӑвалать хӑй ҫӗлӗкне, ҫӗлӗкрен сӑмах туртса кӑларас пек.

— Мӗн чӗнместӗр, ачасем? Е сире райком секретарӗн сӑмахӗсем хумхатмаҫҫӗ? Вӑн, вӑл выговор парас, тет, Володьӑна комсомол организаци секретарӗнчен кӑларас, тет. Мӗнле, килӗшетӗр-и? Эп комитет членӗ. Эп хирӗҫ. Мӗн пур ҫитменлӗхшӗн ма Баранова айӑпламал-ла? Ӑҫтан пӗр Володя пурне те туса ҫитертӗр? Клубне те вӑлах уҫать, вӑлах вӑйӑ йӗркелет, драмӑ кружокне ертсе пырать, вӑлах воскресник ирттерет. Ӑҫта клуб заведующийӗ? Марье мӗн тӑвать? Библиотекара кӗнеке парать те ӗҫ укҫи илсе пурӑнать. Ӑна ма райком курмасть? Хӑратӑр ҫав Трофим Матвеевичран. Хӑратӑр, Александр Петрович. Вӑл туххӑмрах тӗк татса ярать. Мана мӗн? Эп кунта Трофим Матвеевич пулсан та ҫаплах калатӑп, мана, ӗҫлетӗп пулсан, колхозникрен никам та кӑларас ҫук. Икӗ алла пӗр ӗҫ… Пӗрре кӑлтӑк шырама тытӑнсан, темӗн те тупма пулать. Улах пирки мӗншӗн Володьӑна айӑпламалла? Унта вӑл ҫынсене пӗлтерӳ ҫапса пуҫтармасть. Кӗтеруксен хапхине ӑна, саккун пулсан… Мӗн вӑл улах? Райком секретарӗ тӗрӗс каларӗ: кивӗ пурнӑҫ юлашки. Ҫав юлашкине хам тутанса пӑхнӑран калатӑп. Пӗррерӗн пӗрре кайрӑм та, питӗрсе лартрӗҫ. Киле каймалла, ӑҫтан тухас? Ҫенӗк урай хӑмине илсе ҫӗре сикрӗм ҫеҫ, кашкӑр капкӑнне ҫаклантӑм. Мӗн ку? Хулиганщинӑ, терӗ райком секретарӗ. Вӑл та тӗрӗс. Халь ак Володьӑна улахшӑн та выговор парасшӑн. Эп хирӗҫ. Ӗҫессе вӑл шыва кайнӑ пирки ӗҫнӗ. Ун ӗнтӗ комсорг тесе, пӗлсе тӑнӑ ҫӗртех шӑнса пӑсӑлмалла. Ман шутпа, Володьӑна выговор пама та, комсомол организаци секретарӗнчен кӑларма та сӑлтавсем ҫителӗксӗр, Эп хирӗҫ, — Пӗтер хӑй вырӑнне кайса ларчӗ.

— Тӗрӗс, — терӗ Анна.

— Володьӑна суйличчен ҫулталӑкра икӗ пухуран ытла пулман, — хушса хучӗ Санька.

— Ике ҫул каялла колхозӗпе те вӑтӑр комсомолец ҫеҫ пулнӑ, халь ҫитмӗлтен иртрӗ, — чӑтаймасть Володя.

— Пурринчен мӗн усси? Ҫурри те пухӑва ҫӳреҫҫӗ, — касса татать Завьялов.

Павел, комсомолецсем лӑплансан, сӑмах пачӗ. Ларнӑ чухне вӑл ҫамрӑксене сӑнарӗ. Пурне те паллама та хӗн. Парторгӑн кашнинех пӗлмелле: вӗсем — парти тӗрекӗ, партие пулӑшакансем. Ҫук, калаҫӑва Володя тавра ҫеҫ яма юрамасть, умра тӑракан ӗҫсене кӑтартмалла, кашни ҫамрӑках колхоз ӗҫӗшӗн хӑйӗн ответлӑхне туйтӑр.

— Пирӗн ҫитменлӗхсене курма пӗлнипе пӗрлех, ҫитӗнӳсене те курма вӗренмелле, — пуҫларӗ Павел — Юлашки вӑхӑтра ҫынсем районти организацисенче вӑрманпромхозран каялла таврӑна пуҫларӗҫ. Акӑ, вакун росторанта официантра ӗҫленӗ Ҫимӳн каллех трактор ҫине ларчӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, питех те тупӑшлӑ вырӑн пулнӑ-мӗн. Анчах этем пӗрре ҫӗре юратнӑ пулсан, чунӗ: ун патнех туртать. Ку ҫын улшӑннине пӗлтермест-и? Е тата акӑ, Аннанах илер. Вӑтам шкул пӗтернисенчен вӑл колхозра чи малтан ӗҫлеме пуҫларӗ. Кӑҫал хӑй тӗллӗн техникумран вӗренсе тухать. Ку таранччен ялта хӑй : тӗллӗн вӗренни пулнӑ-и? Пулман. Ҫак тӗслӗх пирӗн этемсем улшӑнни ҫинчен каламасть-и? Халь ӗне ферминче ҫеҫ вӑтам шкул пӗтернӗ ултӑ хӗр ӗҫлет. Колхоз начар чухне вӗренме условисем пулман. Халь пур теме юрать Кала-ха, Вася, эс малалла вӗренес теместӗн-и? — ыйтрӗ Павел Гайкӑ Ваҫҫинчен. — Аннӳ чирленӗ, пӑхакан пулман, ҫавӑнпа парахнӑ. Вӗренес текенсем ялта сахал мар. Малалла каҫхи вӑтам шкул уҫас вӑхӑт ҫитрӗ.

— Вӑт ку тӗрӗс, — терӗ Верук дояркӑ.

— Хӗлле ӗҫ те сахал, — хушса хучӗ Санька.

— Шоферсен курсне уҫмалла, — персе ячӗ Гайкӑ Ваҫҫи.

— Шофер сана… Вакун ресторана Ҫимун вырӑнне официанта кай, — йӗплесе илчӗ ӑна Петӗр.

— Ан хумханӑр, кам мӗне вӗренес тенине шута илӗпӗр. Шоферсен курсне те ДОСААФ комитечӗ ҫумӗнче йӗркелеме пулать. Ял хуҫалӑх училищине те комсомол комитечӗ урлӑ механизаторсем пулма вӗренме яратпӑр. Ун чух улаха каяс текенсем те сахал пулӗҫ. Улах та, ман шутпа, пӑсӑк япалах мар. Анчах унта пирӗн, комсомолӗсен, пуҫ пулмалла. Мӗншӗн, пуҫтарӑнса, Шолоховӑн «Уҫнӑ ҫеремне» вуласа сӳтсе явас мар?