Выбрать главу

Павел чӗресӗр. Павел чӗнмест. Чӗнсен кайма та пулать, упӑшкинчен, ҫынсенчен вӑрттӑн. Района кайсан та каҫа юлма пулать, вара каччӑ патне кӗнине кам куртӑр?

Трофим Матвеевич вӑранать. Ах, мӗнле пытарас пулать унран шухӑшсене? Мӗнле упрас пулать вӑрттӑнлӑ-ха? Чӗрере пӗри пулсан, теприн валли вырӑн ҫук.

Васкать Марье. Выльӑхӗсем патне тухать, апат пӗҫерсе лартса парать те, тӑмасть килте, пускилсем патне те пулин каҫать. Унпа ҫеҫ ларса апат ҫиес марччӗ, унӑн куҫӗсене ҫеҫ курас марччӗ.

Упӑшкин ӑна ӑнланма вахӑт та, чӗре те ҫук. Вӑл ирех ӗҫе тухса каять. Манать пурин ҫинчен те. Унӑн каллех колхоз, каллех ӗҫ. Марьен те килте пӗр самант та ларас килмест. Ирех утать вӑл библиотекӑна. Кашни кунах, кашни каҫах ҫапла.

Ӗмӗтӗн вӗҫӗ-хӗрри те ҫук. Тӗл пулчӗ вӑл Павела. Кӑнтӑрлахи апата кайнӑ чух. Колхоз правленийӗ патӗнчи тӑкӑрлӑкран тухрӗ, вара анкарти хыҫӗсемпе тимӗрҫӗ лаҫҫи патне утрӗ. Кунта урамри пек мар, типӗ. Карта хыҫӗнчен пӑрӑнчӗ ҫеҫ — умра Павел та. Иккӗшӗ те тӑпах чаранчӗҫ, иккӗшӗ те хӗрелчӗҫ, иккӗшӗ те пӗр харӑсах, ним калама аптӑраса: «Сывӑ-и?» — терӗҫ.

Каччӑ ал пачӗ. Алли вӗри, ывӑҫ тупанӗсем кӑшӑрка, унран кӑштах мазут шӑрши ҫапать.

— Ма библиотекӑна кӗместӗн? — ыйтрӗ Марье. — Ман сана курас килет.

Павел пӗр хушӑ шарламарӗ. Унӑн хура куҫӗсем ӑна ҫупӑрларӗҫ, Марье каччӑн куҫ шӑрҫийӗ ҫинче самантлӑха, тӗкӗр ҫинчи пек, хӑй сӑнне курчӗ.

— Ӑнлан, Марье, пире тӗл пулма юрамасть… Ҫырлах хӑвӑн шӑпуна. Ан ман, эс председатель арӑмӗ. Сан хыҫран пин куҫ сӑнать. Эс йӑнӑш турӑн пулсан, упӑшкун ячӗ каять. Хытар чунна. Иртет вӑл…

Аҫа ҫапнӑ пек туйӑнчӗҫ ҫав сӑмахсем… Вӑл нимӗн калама аптрарӗ. Каллех хӑйӗн сӑнне каччӑ куҫ шӑрҫийӗ ҫинче курасшӑн пулчӗ. Вӗсем ҫук, вӗсем куҫ хупаххипе витӗннӗ.

— Ухмах, — пӑшӑлтатрӗ Марье.— Эп сана хам виличчен юрататӑп. Мана хам ят та, упӑшка ячӗ те кирлӗ мар. Мана эс, эс кирлӗ.

Тапса тухрӗ куҫҫуль. Шӑлчӗ ӑна тутӑр вӗҫӗпе. Хӑйне часах алла илеймерӗ.

— Мана ҫӑмӑл тетӗн-и? — хуравларӗ Павел, — Сана та эп час-часах аса илетӗп.

Марье каччӑ хӑйӗнчен уйрӑлса каясран хӑранӑн, хӗрӳллӗн, кӗвӗҫҫине пытармасӑр айӑплама тӑрӑшрӗ. Хӑй мӗн каланине хӑй те Лайӑх ас тумарӗ. Сӑмахсем пӗтсен ҫеҫ каччӑ ури айне пӑхрӗ.

Карта хӗрринче пӗр пӗччен тӑлӑх вӗлтрен ҫеҫки тухса ларнӑ. Икӗ ҫулҫӑллӑ. Хытанка та начарскер. Ытла та ир, васкаса тухнӑ. Акӑ, каччӑ ӑна аттипе таптарӗ. Хӑй сисмесӗр, хӑй курмасӑр таптарӗ.

— Мӗн тӑватӑн? — пӑшӑлтатрӗ Марье. — Ан тапта ҫеҫкене.

Каччӑ ӑнланмасӑр шартах сикрӗ.

— Сыв пул, ав, Петӗр килет. Куҫусене шӑл, атту макӑрни паллӑ.

Павел правлени еннелле утрӗ. Тепӗр кунхине вӑл каллех апат ҫиме унтанах кайрӗ. Павел курӑнмарӗ. Вӗлтрен ҫеҫки кӑсӑклантарчӗ ӑна.

Унӑн юратавӗ ытла та хӗрӳллӗ те пӗҫертекен вӗлтрен пек туйӑнчӗ. Анчах ӑна каччӑ таптарӗ.

Марье ҫав вырӑнта пӗшкӗнсе ларчӗ. Тӑлӑх вӗлтрен ҫеҫки хӑйӗн икӗ ҫулҫипе ҫӗр ҫумӗнчен самаях ҫӗкленнӗ. Ҫӗркаҫ пӑт-пат ӳккеленӗ ҫумӑрпа ҫулҫисем, те тасалнӑ.

Каллех шанчӑк ҫуралчӗ чӗрере.

8

Ирхине колхоз правленине кӗрсе тухнӑ хыҫҫӑн Павел тырӑ кӗлечӗсем патне кайрӗ. Трофим Матвеевич килменччӗ-ха. Васкаса тӑнипе татах вӗрӗлсе кайнӑ, терӗҫ.

Трактористсем Павела кӗтсе, конюхсем пурӑнакан ҫурта пухӑнса ларнӑ. Кунта сывламалла мар махоркӑ тӗтӗмӗпе лаша тарӗ тата тикӗт шӑрши тӑрать. Стена ҫумне ҫапнӑ пысӑк йывӑҫ пӑтасем ҫинче тикӗтленӗ чӗн пӑявлӑ хӑмӑтсем, урхалӑхпа хырӑмсалӑхсем, шуҫпа хитрелетнӗ йӗвенсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Хӑмасенчен ҫапса тунӑ нарсем ҫинче килте тӗртсе тунӑ ула-чӑла ҫи виттисем, аҫамсем тата фуфайкӑсем выртаҫҫӗ. Пуҫелӗкӗсене куҫарса хумалла, чусран ҫапса тунӑ. Плиталлӑ кӑмака умне ҫапнӑ хӗҫ тимӗр ҫинче ҫӗр улми хупписем тата турпас ҫӳпписем выртаҫҫӗ. Урайне ҫулталӑк ҫуманпа пӗрех. Пӳрт ӑшчикки ытла та ҫара: унта плакатсем те, картинӑсем те ҫук.

— Шӑнса кайрӑр-им? — сӑмах хушрӗ Павел, пурне те ал панӑ хыҫҫӑн.

— Петӗр ҫук. Мӗн тӑвас унсӑрӑн, — хуравларӗ Элекҫи.

— Часах килеймест пуль-ха. Ӗнер, вӑл арӑмне лавккаран пӗр литр илтерсе килтерчӗ, — хушса хучӗ Гришка.

— Кайрӑмӑр, — чӗнчӗ вӗсене Павел.

Сеялкӑсем — чусран ҫапса тунӑ сарайӗнче. Кӗркунне ыраш акса пӗтернӗ хыҫҫӑн юсасан, вӗсене никам та тӗкӗнмен. Вӑрлӑха пӑрахакан шеҫтернисем тутӑхса кайнӑ, ураписен сӑррисем кайса пӗтнӗ.

— Солидолпа сӗрмелле пулнӑ хӑть, ҫапла пӑхаҫҫӗ-и техникӑна? — ятлаҫрӗ Павел.

— Хуҫи шарламасан, тарҫи хускалмасть, — тавӑрчӗ Володя.

Теллӗн-теллӗн хӑмисене илнӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте шыв кӳленнӗ сарайӗнче тӗттӗм. Хӑма хушӑкӗсемпе уҫӑ алӑкран ҫеҫ ҫутӑ кӗрет. Ҫанталӑкӗ те паян кӗркуннехи пек тӗттӗм, тӳпе сӑра шӑналӑкпа витӗннӗ. Аялах аннӑ пӗлӗтсем хускалми тӑраҫҫӗ.