Выбрать главу

Павел паян трактористсене ятарласах сеялкӑпа акнӑ чух виҫене мӗнле лартмаллине вӗрентет. Пӗр йышши тырӑ акса пӗтернӗ хыҫҫӑн тепӗрне акма пуҫласан, пурин патне те ҫитейместӗн. Халь виҫе туса палӑртсан, тракторист кайран хӑех куҫарма пултарать.

Гришка пӗр пысӑк вут пуленки, Элекҫи тепӗр вут сыппи илсе пырса пӑрахрӗҫ. Павел сеялкӑ урапинчен тытса ҫӗклерӗ. — Хурӑр, — терӗ вӑл. Каччӑ вӑйӗнчен тӗлӗннӗ трактористсем сошниксем хушшипе сеялкӑ рами айне пуленкесем чиксе хучӗҫ. Урапасем халь ҫӗре перӗнмесӗрех ҫаврӑнма пултараҫҫӗ. Миҫе хут ҫаврӑннине шута илме Павел урапасене курӑспа ҫыхса паллӑ турӗ.

Ҫимун та, ытти трактористсем те ҫитрӗҫ, анчах Хапӑс Петӗрӗ ҫаплипех килмерӗ. Тырӑсӑр ӑҫтан виҫине лартма пӗлетӗн? Таҫтан тупӑннӑ Гайкӑ Ваҫҫине кладовщике чӗнме ячӗҫ. Ҫур сехет те иртрӗ, кладовщик ҫаплипех ҫук. Сеялкӑсене те вырнаҫтарса пӗтерчӗҫ: халь сошниксем айне сарса хума шӑналӑкпа тырӑ ҫеҫ кирлӗ. Кӗтсе тӑма юратман Павел каллех конюхсен пӳртне кӗчӗ. Кунта Санька ҫитсе ларнӑ-мӗн. Пӗчченех. Хуҫисем ҫаплах витере-ха: лашасене пӑтратса параҫҫӗ ӗнтӗ.

— Сан бригадӑн вити-и? — ыйтрӗ Павел.

Кӑтра ҫӳҫне ҫар карттусӗ айӗнчен сӳс тӑпки пек кӑларса янӑ каччӑ ҫийӗнчех хуравламарӗ, кӗсйинчен кӗмел портсигар кӑларса, ҫӑварне пирус хыпрӗ, чӗртсе ярса пӗр-йкӗ хут ӗмрӗ те:

— Кунта икӗ бригадӑн, — тесе хучӗ. — Ку пӳрте час-часах кӗретӗн-и?

— Кашни кунах, — Павел шухӑшне ӑнланмасӑр хуравларӗ вӑл.

Мӗнле эс ҫак тасамарлӑха чӑтатӑн? — урайне тӗллесе кӑтартрӗ Павел. — Ӗлӗк хурал пӳрчӗ пулнӑ, теҫҫӗ, халь ку унтан та япӑхрах…

— Эй, хӑнӑхманран вӑл. Кунта фермӑ мар вӗт. Унта хӗрарӑмсем. Кунта йӑлтах арҫынсем. Кама, Сидӑр мучине ҫутарас-им? Паян ҫусан, ыран каллех хуп-хура. Ир те, каҫ та ҫын туха пӗлмест, — сӳнсе ларнӑ пирусне ӗмме пуҫларӗ Санька.

— Ҫуса пӑхнӑ-и?

— Уйӑхра пӗрре наряд парсах Мӗтри карчӑкне ҫутаратӑп.

— Эс хӑйсене ҫутар. Вара вӗренеҫҫӗ. Черет туса пар: кашни виҫӗ кунта пӗрре ҫумалла. Кам таса мар урапа килет, ан та кӗртчӗр.

— Эп аслӑ конюх мар вӗт.

— Ку сана парти порученийӗ. Конюхсене ху ҫине ил. Хаҫатсем килсе пар. Клубран плакатсемпе картинӑсем илсе кил. Обществӑлла ҫурт майӗ пултӑр хӑть.

— Тытсан тума пулать, конешнӑ…

— Тӑвас пирки калаҫатпӑр та, — кулса ячӗ Павел. — Итле-ха, Санька, мӗн эс хӗрарӑмланса кая пуҫланӑ? Фермӑ ҫыннисене пӑтрататӑн? Вӗсем те хамӑр колхоз ӗҫнех тӑваҫҫӗ. Мӗне кирлӗ сана унашкал хӑтланма?

— Эп тӗрӗс тӑватӑп. Раз фермӑсем пирӗн ялта мар, пӗтӗм ҫыннисене ман бригадаран илмелле-и? Манӑн вара ҫур аки хӑть кампа ирттер Ҫур акийӗ те ытлах хӑратмасть: ал ӗҫӗ мӗн чухлӗ. Хӑмла, махоркӑ лартмалла, тислӗк сапаламалла. Ирӗксӗрех фермӑна тӗкӗнме тивет. Ытти бригадӑсенчен фермӑсенче виҫшер-тӑватшар ҫын кӑна, ман бригадӑран хӗрӗх. Конюхсене кӑларса пӑрах та, бухгалтер, председатель, кладовщик. Вӑт сана алла ҫын. Наряд мана та ытти бригадӑсемпе танах параҫҫӗ, — сӳннӗ пирусне чӗртме пикенчӗ Санька. Анчах чӗртеймерӗ, кӑмака умнелле вӑркӑнтарчӗ. — Кӑлараҫҫӗ «Прибой». Пӗр пируса туртса яма ҫур коробкӑ шӑрпӑк кирлӗ, — ятлаҫрӗ вӑл.

— Парячӗ пирки Трофим Матвеевича калӑп. Сахалтарах парӗ. Ҫапах ҫынсене ан хускат, ӗҫлеччӗр. Индивидуалист эс, Санька. Хӑвӑн ӗҫӳ пултӑр, ыттисемшӗн чуну ыратмасть, — каччӑ куҫӗнчен тӳррӗн пӑхрӗ Павел. — Ху тата комсомол организаци секретарӗн заместителӗ.

— Пуҫланчӗ мораль, — кӑмӑлсӑрланчӗ бригадир. Гайкӑ Ваҫҫи Петӗре чӗнсе килни ҫинчен пӗлтерчӗ.

— Тӗрӗслех, хӑлхана ыраттарсан та, чуна канӑҫтарать. Татӑлтӑмӑр апла, — алне тӑсрӗ Павел. — Конюхсене дежурствӑ валли график туса пар, фермӑ ҫинчен те ан ман. Эп кайрӑм.

— Манӑн та Петӗре курмалла. Лашасем валли сӗлӗ илмелле, — тесе, Санька та Павелпа пӗрлех тухрӗ.

— Кам права панӑ сире уҫма? Мал што трактористсем, кам утвет тытать сеялкӑсемшӗн? Эсир-и? Мана килсе лартса панӑ-тӑк — эп утветлӑ, — илтрӗ Павел кладовщик сассине.

— Кӗме юрамасан, питӗрмелле пулнӑ, — хуравларӗ Элекҫи.

— Каҫченех мухмӑрпа выртмаллаччӗ, вара сарайне мар, кӗлетне те кӗреттӗмӗрччӗ, — йӗкӗлтерӗ Володя.

Трактористсем Хапӑс Петӗрне хупӑрласа илнӗ. Вӑл вӗсем хушшинче тӑрать. Сарӑ воротниклӗ кӗске пальтийӗ урлӑ кирзӑ сумкӑ ҫакнӑ, хура сӑран ҫӗлӗкне чалӑшшӑн лартнӑ. Час касманнипе ҫӳҫӗ ӳссе кайнӑ, ӗнси хыҫӗнче ҫиветленсе явӑнма тытӑннӑ.

— Здравствуйте! — хыттӑн сывлӑх сунчӗ Павел. Кладовщик шартах сикрӗ, пуҫне Павел еннелле ҫавӑрчӗ.

— Здорово, — тавӑрчӗ вал хуллен. Ҫӗлӗкне тӳрлетрӗ, сумкине туртса юсарӗ.