Выбрать главу

— Райкома обком бюровӗнче итлесшӗн. Материалсем хатӗрлемелле пулать.

— Планпа пӑхманччӗ пулас.

— Отделта ҫапла йышӑнчӗҫ. Ӗҫсем, ӗҫсем хушаҫҫӗ итлеме. Ӑҫта анса пыратӑр? Ӑҫта? Района сив чир ернӗ темелле. Икӗ ҫул обязӑтельствӑсене тултарать, ялавсем илет, кӑҫал мӗн тӑватӑр? Заведующи бригадӑ ярасшӑнччӗ, анчах пӗтӗм ответлӑха хам ҫине илтӗм. Пӗрле вӗреннӗ, пӗрлех ӗҫлетпӗр. Мӗншӗн ҫынна валли шӑтӑк алтас? Эпир гуманистсем… — тавӑрчӗ инструктор.

Владимир Сергеевич ял хуҫалӑх пайӗнче шӑпах вӗсен районӗпе ӗҫлет. Час-часах пулать вӑл кунта. Килни хӑрушах та мар, анчах бюрона хатӗрленесси ҫӑмӑл мар.

Райком секретарӗ чӗнменнине кура Владимир Сергеевич пӗчченех калаҫрӗ:

— Ытти районсемпе танлаштарсан, тӳсмелле мар контраст. Вӗсем хӑпараҫҫӗ, эпир анатпӑр. Районтах виҫӗ-тӑватӑ колхоз малта пыраҫҫӗ ӗнтӗ, анчах ыттисем хӳрере ҫапкаланаҫҫӗ. Философсем пек каласан, форми ҫавах, содержанийӗ урӑх. Хирӗҫ-тӑру пур кунта, ҫав хирӗҫ-тӑрӑва татса памалла, — шӳтлеме пӑхрӗ инструктор.

— Ҫур аки ирттериччен кӗтмеллеччӗ хӑть, ун чух хирӗҫ-тӑрӑвне часах татса панӑ пулӑттӑмӑр, — кулӑрах тавӑрчӗ Василий Иванович.

— Йывӑр самантра та шӳтлени лайӑх. Эсир ытлашши чӑрмавлӑсран ӑн хӑрӑр. Малтан колхозсенче пуласшӑн эп, ҫынсенчен ыйтмаллисем пур, калаҫкалас тата. Кайран пӗрле хатӗрленме пуҫлӑпӑр.

Ытти чух «эҫпе» калаҫакан инструктор «эсир» теме пуҫлани, вӑл темле сиввӗнреххӗн тыткалани Василий Ивановича шухӑша ячӗ. Тен, «эсир» тесе вӑл пӗтӗм райкома шута илсе каларӗ. Тен, обком бюровне ыйту лартасси район ҫак юлашки икӗ уйӑхра сӗтпе аш-пӑш илессине чакарнинче ҫеҫ мар? Тата мӗн пур-ши урӑх?

2

Юратать ирхи кӳлӗме Василий Иванович.

Райкомра никам та ҫук, шӑпах. Сайра-хутра кӑна колхоз председателӗсем, пӗр-пӗр питех те кирлӗ ыйту сиксе тухсан, шӑнкравлаҫҫӗ. Ҫывӑрса каннӑ пуҫ уҫӑ, шухӑш кал-кал ӗҫлет.

Ҫак сехетсенче бюрон, райкомӑн ӗҫ планӗ ҫуралать, ҫак сехетсенче Василий Иванович тухса кӑлаҫма хатӗрленет е доклад ҫырать. Анчах паян пуҫа нимӗнле уҫӑмлӑх та килмест. Шухӑшсем аякра, ҫырма хӑнӑхнӑран кӑна ҫырать райком секретарӗ. Пысӑк тетрадь листи ҫине вӗтӗ-вӗтӗ саспаллисем шӑрҫаланса выртаҫҫӗ. Этем — хӑйне евӗрлӗ виҫе.

Ҫав виҫене пӑтпа, сарлакӑшпа е ҫӳллӗшпе кӑтартса параймӑн, ҫулпа та шутласа кӑлараймӑн.

Пурнӑҫ та — виҫе. Ҫав виҫе аркансанӑх этем хӑй картӗнчен тухать, пурнӑҫ та арканать. Ҫын ҫуралсанах обществӑпа ҫыхӑнать, унсӑрӑн пурӑнаймасть.

Пӗтӗм ҫут тӗнче тата унти япаласем виҫепе тытӑнса тӑраҫҫӗ. Вӗсен пуҫламӑшӗ, аталанӑвӗ хирӗҫ-тӑруран пуҫланнине никам та хирӗҫлеймӗ. Ҫав хирӗҫ-тӑру та виҫеллӗ. Пӗр енӗ вӑйлӑрах, сулмаклӑрах пулсан, тепӗр енӗ шар тӳсет.

Виҫен улшӑну ҫук мар. Улшӑну — сисӗнӳсӗр те, сисӗнӳллӗ те. Вӑл е хуллен, е хӑвӑрт пулса иртет. Эволюцисӗр революци пулмасть, теҫҫӗ философсем…

— Мӗн тума ҫыратӑп эпӗ ун ҫинчен? — хуллен кулса ячӗ Василий Иванович. — Хама хам лӑплантарма-и?

Юрать, шӑпах тетрадь варри пулчӗ, ҫырнине тӑпӑлтарса илсе чӑр-чар ҫеҫ чӗрсе тӑкрӗ. Сасартӑк туртас килсе кайрӗ. Пӑрахни тӑватӑ ҫул, тепре чух хумханма тытӑнсан, е калас шухӑша ҫавӑрса калаймасан, тӗтӗм шӑрши аса килет.

— Этем, — сасӑпах мӑкӑртатрӗ райком секретарӗ. Ҫын вӑл хурлӑх килсен ҫеҫ тарӑнрах шухӑшлама пуҫлать. Ҫӗнтерӳ ҫынна ӳсӗртет: таврарине курма пӑрахатӑн, малалла та хӑвна ырӑ ятпа асӑнтарас килет.

Шухӑшсем паян сапаланчӑк, Владимир Сергеевич аса килчӗ. Икӗ ҫул ҫурӑ каялла ӑна Володя тесе кӑна чӗнетчӗ Василий Иванович. Володя… Палланӑ вӗсем пӗр-пӗрне унчченех. Партин аслӑ шкулне вӗренме кӗнӗ чух паллашнӑ. Пӗрле экзамен тытнӑ. Кайран, вӗренме пуҫӑнсан, группӑсем ҫеҫ урӑх пулнӑ. Ытлашши юлташланман. Туслашман. Курсан сывлӑх суннӑ, тӗл пулман чух аса илмен. Пулать-ҫке пурнӑҫра ҫавнашкал: ҫыннине те, унӑн биографине те аван пӗлетӗн, анчах вӑл сана ҫав тери кирлине туймастӑн. Урӑх туссем, урӑх юлташсем пуртан ҫапла-и вӑл?

Малтан Владимир Сергеевич пӗр районта ВЛКСМ райкомӗнче ӗҫленӗ, кайран ВЛКСМТӗп Комитечӗн шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Комсомол обкомӗнче икӗ ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн, каллех — вӗренме. Кӗпепех ҫуралнӑ пулас вӑл, ӑмсанмаллах телейлӗ. Ултӑ ҫул комсомолпа парти шучӗпе вӗреннӗ, пилӗк ҫул ҫурӑ ӗҫлет.

Володя хӑйне хӑй нумай пӗлекен ҫын вырӑнне хунине, час-часах хӑй пӗлӗвӗпе мухтанма юратнине кам пӗлмен пуль парти шкулӗнче вӗрӗннӗ чух? Унпа туслашаканах пулман: ахальтен мар пулӗ тӑватӑ ҫулта тӑватӑ пӳлӗме ҫитрӗ, тӗрлӗ ҫынсемпе пурӑнчӗ вӑл. Ун чухне пысӑк кӑшӑллӑ чакӑр куҫлӑхпа ҫӳретчӗ. Вӗренекенсем тӑрӑхланӑ тӑрӑх, куҫлӑхӗ ахаль кантӑкран ҫеҫ пулнӑ-мӗн. «Хӑйне мӑнаҫлӑрах кӑтартма тӑхӑнать», тетчӗҫ. Шӳтленине, хӑйӗнчен кӑштах юлташла тӑрӑхланине чӑтма пултараймастчӗ. Шкулта пурте пӗр танах — вӑл парти райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ-и, парти обкомӗн инструкторӗ-и, райӗҫтӑвком председателӗ-и е райком инструкторӗ. Анчах Володя хӑйне уйрӑмрах кӑтартма тӑрӑшатчӗ. Пуху пулать-и — вӑл калаҫать. Пӗр ҫӗнӗ шухӑш пуласчӗ хӑйӗн! Трибунӑ умӗнчен: «Ҫитет!» тесе, хӑваласа та яркалатчӗҫ. Калаҫасса та вӑл зал енне пӑхса мар, президиумра ларакансем енне кӗлеткипе ҫурмалла ҫаврӑнса тӑрса калаҫатчӗ. Халь кӳршӗ районта секретарьте ӗҫлекен Борис Горелов шӳтленӗ тӑрӑх, Владимир Сергеевич калаҫма тухсан, трибунӑ та ыйту палли пек авӑнать имӗш. Василий Иванович ӑна чӗререн шеллетчӗ, унпа пӗрре ҫеҫ мар калаҫса пӑхнӑччӗ.