Тен, халӗ ӑна тарӑхнипе ҫеҫ иртнисем аса килеҫҫӗ. «Тата мӗншӗн тарӑхмалла-ха ӑна? Бюрона ыйту лартма хатӗрленнӗшӗн-и?» Владимир Сергеевич вырӑнӗнче те-пӗр инструктор пулнӑ пулсан та ҫавнах тунӑ пулӗччӗ.
Хӑйсен районне ӑна ҫирӗплетсе панине пӗлсенех, Василий Иванович малтан хирӗҫлеме те шухӑшласа пӑхнӑччӗ. Кайран аллипе сулчӗ ҫеҫ: ӗҫлетӗр. Опытлӑраххине панӑ пулсан авантарах пулмаллаччӗ ӗнтӗ. Халь хӑвӑн вӑю, хӑвӑн пӗлӗвне ытларах шанмалла. Тепре чухне обком секретарӗсемшӗн, пай заведующийӗсемшӗн инструктор пӗлтерни те хаклӑ. Ун тӑрӑхах вӗсем райкомӑн ӗҫ меслетне, пӗтӗм ӗҫне хаклама пултараҫҫӗ.. Ҫапах та райком секретарӗ те чӗлхесӗр мар: хӑйӗн ӗҫне такам курмалла та кӑтартма пултарать. Ҫитменнине Василий Иванович КПСС обкомӗн членӗ.
Иртнӗ ҫулта, район лайӑх та кал-кал пынӑ чух, Владимир Сергеевич сайра-хутра ҫеҫ килетчӗ. Кӑҫал йӑлӑхтаракан хӑна евӗрлех: тухма та пӗлмест.
Паян ӗҫлесси пулмарӗ.
Сакӑр сехет ҫурӑра Владимир Сергеевич ҫитсе кӗчӗ. Вӗсем темӗнле ютшӑннӑ пек пӗр-пӗрне пусӑрӑнчӑклӑн сывлӑх сунчӗҫ. Василий Иванович ҫеҫ хӑй кӑмӑлсӑрланнине палӑртмасӑр, инструкторӑн яланах пӑр пек сивӗ аллине ҫирӗппӗн тытса чӑмӑртарӗ.
— «Восток» колхозран-и? Мӗн ҫӗнни пур унта? — чӑтаймарӗ Василий Иванович.
— Мӗнех калас?. Эп хам шухӑша пӗлтерме халех васкам мар-ха. Тӗрлӗрен вӗсем, — калаҫӑва аяккалла пӑрма тӑрӑшрӗ Владимир Сергеевич. Сасси ун ҫӗтсе ларнӑ, хӑйӑлтатса тухать. Халь ҫеҫ райком секретарӗ унӑн урисем ҫине пӑхса илнӗччӗ: сап-сарӑ туфлисем ытла та пылчӑкланнӑ курӑнать, ӑна вӑл ҫуса тасатнӑ, ботинкӑ пичӗ ҫинчи шыв йӗпи те ҫухалман. Брюки вӗҫӗсене тӑм хыта-хыта ларнӑ.
«Апла вӑл колхоза та ҫак тумпах кайнӑ», — шухӑшларӗ Василий Иванович.
— Ыррине калама та пултаратӑп, — секретарь хӑй ҫине тимлесех пӑхнине сисрӗ Владимир Сергеевич. — Пӗлетӗн-и, мӗн килӗшрӗ мана?
—Ҫук.
— Улӑма хуҫа пек тыткалани. «Родинӑрӑ» улӑм ури тӗпӗсене, тиесе тухса, пресласа хураҫҫӗ. Ҫитес хӗлте айне сарма каять, выльӑхсене ҫитерме те.
— «Родинӑра» ҫеҫ мар, районӗпех ҫапла. Кивӗ улӑм ури тӗлӗсене ҫунтарса янашӑн виҫӗ председателе бюрона та чӗнме лекрӗ. Тата мӗн?
— Тислӗке пӑхма вӗренсе ҫитнӗ теме те юрать. Кашни фермӑрах навозохранилище пур. Хире кӑларнисене те компостланӑ.
— Ҫапла. Анчах ӑна пур хуҫалӑхсенче те йӗркене кӗртеймерӗмӗр-ха, пайтах тар юхтарма тивет. Тата мӗн лайӑххи пур?
— Урӑх темех асӑрхамарӑм.
— Паллах, пӗр колхозра пулнипех район сӑн-сӑпатне курма йывӑр. Тен, ытти колхозсене те каятӑр? Паллашӑр лайӑхрах. Обком умне тӗрӗс мар информаци тӑратма ырӑ мар, — тесе, Василий Иванович инструкторӑн сӑн-питне сӑнарӗ. Курмарӗ нимех те. Владимир Сергеевич симӗс куҫӗпе секретаре йӑпӑрт пӑхса илчӗ те маччаналла тартрӗ.
— Справкӑна эп обьективлӑ ҫырма тӑрӑшӑп. Эп альтруист. Манӑн сана хура сӑрпа сӑрлама е район пурнӑҫне тӗрӗс мар кӑтартса пама нимӗнле интерес те ҫук. Ытти колхозсене те каймаллаччӗ. Анчах гландӑсем шыҫса тухрӗҫ. Сурчӑк та ҫӑтаймастӑп. Ӗнер пӗр-икӗ хутчен кӗрсе лартӑм. Эп хӑшпӗр колхоз председателӗсемпе парти организаци секретарӗсене кунта чӗнтересшӗн. Пирӗн тӗллев бюрона хатӗрленмелле ҫеҫ мар, колхозсене те пулӑшмалла — тесе, Владимир Сергеевич пукан илсех секретаре хирӗҫ ларчӗ.
— Шел. Эсир ботинкӑпах килнӗ. Пылчӑкран пуян эпир. Кирлӗ пулсан, эл килтен атӑ илсе килсе пама хушӑп. Пирӗн урасем пӗрех пуль.
— Хӗрӗх пӗрремӗш размер тӑхӑнатӑп.
— Апла пулсан, шӑпах.
Чирчертен хытӑ хӑракан инструктор ал тупанӗпе ҫамкине сӑтӑрчӗ, сурчӑкне ҫӑта-ҫӑта янахӗ айне хыпаларӗ.
— Температурӑ, — ассӑн сывларӗ вӑл. — Эпир, парти работникӗсем, чирпе-чӗрпе те ӗҫлеме хӑнӑхнӑ. Шухӑшланӑ-и эс, Вася, хӑҫан та пулсан парти ӗҫӗ пирки? Мана час-часах ҫак шухӑш канӑҫ памасть, уҫал сӑмахне эпир пуринчен те ытларах илтетпӗр, кашни ҫитменлӗхшенех пире лекет, анчах никамах та ӑшӑ сӑмах каламасть. Хама эп альтруист тетӗп, чӑнахах та хамшӑн тӑрӑшман. Сирӗн ранон ҫитӗнӗвӗшӗн кӑштах ырлаҫҫӗ пулӗ, теттӗм.