Выбрать главу

— Калатӑп вӗт сана, — каллех хул пуҫҫинчен ҫапса илчӗ Трофим Матвеевич. Вӑл парторг хирӗҫлеме пуҫласса туйрӗ пулас, ҫавӑнпа сӑмаха пӑрса яма тӑрӑшрӗ. — Паратпӑр, Владимир Сергеевич. Лашине вӑтӑр пуҫ мар, хӗрӗх те паратпӑр. Халь колхозра уса кӳменнисем — лашасемпе арҫынсем кӑна, — кулса ячӗ вал. — Кӑҫал пушшех хӑрамалли ҫук. Халь тракторсем пур, Тракторисчӗсем тата мӗнле! — куҫне хӗсрӗ вӑл Павела. — Кӑҫал эпир, Владимир Сергеевич, хӑшне-пӗрне хӑрӑмпах хуратса яратпӑр. Кӑтартатпӑр ак упасем хӑш шӑтӑкра хӗл каҫнине. Кукурузӑ тӗшши туса илетпӗр. Обязательствӑна пурнӑҫлатпӑр. Обкома та пӗлтерме пултаратпӑр. «Ҫавал» колхоз маяксен шутне кӗчӗ пулсан хам председательтен тухмасӑр та тухас ҫук.

— Ӗненетӗп, Матвеевич. Ыр сӑмаххушӑн тавтапуҫ. Кун пирки эп обком секретарьне те пӗлтерме тӑрӑшӑп.

— Палкатпӑр пӗр виҫе, хамӑр апат ҫимен, — сасартӑк хыпаланса ӳкрӗ колхоз председятелӗ. — Эп иртенпех апат ҫимен. Павел та выҫах ӗнтӗ. Эх, эс, хусах, сана ман столовӑн уҫса парас штоль? Хатӗрленӗр. Пурте апата каятпӑр. Ухмахӑн пӗр юрӑ, теҫҫӗ: ҫур аки те аш, сӗт те ҫӑмарта. Тӗнче вӗсемпе тытӑнса тӑрать-и? Айтӑр, хатӗрленӗр, каяр, — васкатрӗ вӑл.

Ҫанталӑк уяра кайнӑ.

Анакан хӗвел хӑйӗн шевлисене хӗрхенӳсӗр тӑкать. Тӳпери, сурӑх кӗтӗвӗ пек, кӑтра пӗлӗтсем хӗвел йӗпписенчен хӑранӑн йӑлтах тухӑҫалла пухӑнни. Ҫил кӑнтӑр енчен вӗрет. Кӗҫӗр шӑнтмасть пулас.

— Ҫуркунне! — ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ Трофим Матвеевич тула тухсанах. — Ҫӗр шӑрши кӗрет. Пӗлместӗп, эсир мӗнле-тӗр, анчах ҫуркуннене эп ытларах юрататӑп. Пурӑнас килет, — ача пекех савӑнчӗ вӑл, Павелпа Владимир Сергеевича хулӗсенчен ҫавӑтса.

4

— Ангинӑ, тетӗн? Ӑна самантрах юсатпӑр. Эсир, интеллигентсем, ытларах эмелсемпе сипленетӗр. Пирӗн мӗн, эмелӗ те иккех: вӗри мунча та эрех. Кайса ҫӑвӑнатӑн та, киле ҫитсен, пӑрӑҫ эрехӗ ӗҫетӗн, унтан — утиял ӑшне. Ирхине ӗмӗрте чирлесе курман ҫын пекех сывӑ тӑратан, — текех калаҫрӗ Трофим Матвеевич сӗтел ҫине кӗленчесем лартнӑ май.

Председатель паянхи улшӑнӑвӗнчен Павел тӗлӗнсех кайрӗ. Темӗнле савӑнӑҫлӑ вӑл. Пӗчӗк хура куҫӗсем ытти чухнехи пек шӑтарса пӑхмаҫҫӗ, вӗсенче хавхалану ҫулӑмӗ палӑрать. Унӑн кашни хусканӑвӗ вырӑнлӑ, чӗлхи те ҫӗпӗҫ. Кӗҫӗр вӑл хӑй рольне лайӑх вӗренсе ҫитнӗ артистпа пӗрех.

— Ларӑр, лӑрар, хӑнасем, тӗпелелле иртерсем, тетчӗ ӗлӗк пирӗн атте. Ларӑр, обкомран хӑна тек-тек килес ҫук. Ялта пурнать тесе, ан айӑплӑр: эпир хула ҫынни валли деликатессем те тупӑпӑр, — пырса лартрӗ Трофим Матвеевич ҫӗчӗрен те ҫӗнӗ турелккесем. Вӗсенче севрюга, пӗрчӗллӗ вӑлча, шпротсем пулчӗҫ. — Юрататӑп пулла, уйрӑмах эрех пулсан, — шӳтлерӗ вӑл. — Хӑнана свежи пулӑ яшки ҫитермеллеччӗ. Ҫавал пирӗн пулӑллӑ, анчах хам тытма ӑста мар. Лавккара тытнипе те ҫырлахӑр.

Ҫитсӑпа карнӑ кухньӑра Марье ӗҫлени курӑнать. Вучахра ҫунакан вут унӑн хӗрелсе кайнӑ пичӗпе кӗлеткине ҫутатать. Унӑн хусканӑвӗсем вӑр-вар, ҫаврӑнӑҫуллӑ. Унта та, кунта та ӗлкӗрет: ӗҫне те ӗҫлет, хӑнасене те тухса сӑмах хушать.

Павел кӗрсессӗнех хӑйне аванах мар туйрӗ, анчах Марье сӑнран пачах та улшӑнмасӑр Владимир Сергеевича та, ӑна та ал парсан, лӑпланчӗ, пальтине хывса ҫакрӗ.

Трофим Матвеевичсем ҫур пӳртӗнче ҫеҫ пурӑнаҫҫӑ пулин те, ӑна та пӗчӗк теме ҫук. Кунта кухньӑсӑр пуҫне тата икӗ пӳлӗм. Хуҫи вӗсене тӳрех чи пысӑк пӳлӗмне илсе кайрӗ. Кунта виҫӗ чӳрече: иккӗшӗ урамалла, пӗри картишнелле тухать. Ҫаврака юман сӗтел шӑпах урай варринче. Ун тавра таянмалли ҫемҫе пукансем. Чӳрече умӗнче урапа ҫавӑрмалли ҫӗвӗ машини, кӗтесре — сарӑлса кайнӑ фикус. Ҫывӑрмалли пӳлӗме пысӑк тӗкӗрлӗ юман шифоньер картлать. Унпа юнашарах сарлака та лутра тумбочкӑ. Варринчи этажӗ ҫинче ҫич-сакӑр кӗнеке, журналсемпе хаҫатсен тӗрки, тӑрринче — радиоприемник. Урайне алӑк патӗнчен пуҫласах хаклӑ кавир сарнӑ. Павел чи малтан килнӗ чух вӑл ҫукчӗ, халь ахӑртнех, хаклӑ хӑна ятне сарнӑ пулас. Начар мар пурӑнать председатель.

Каччӑ обком инструкторӗ ҫумӗнче хӑйне вӑтанчӑклӑрах тыткаларӗ.

— Телейлӗ эс, Павел Сергеевич. Трофим Матвеевичпа ҫулталӑк ӗҫлесен, мӗнле паха опыт туянатӑн. Ҫамрӑкшӑн яланах кам та пулсан идеал пулмалла. Вӑл сан пур. Ӗҫлетӗн, опыт туянатӑн, кайран парти ӗҫне те куҫма юрать. Эсир ял хуҫалӑх институтӗнче вӗренетпӗр терӗр, пире шӑпах ял хуҫалӑх спедиалисчӗсем кирлӗ, — куҫлӑхне васкамасӑр ал тутрипе шӑлма тытӑнчӗ Владимир Сергеевич.