Выбрать главу

— Тӗрӗс, — калаҫӑва хутшӑнчӗ кухньӑран тухнӑ кил хуҫи — Райкома ҫамрӑклатас пулать. Атту унта вӑӑне парса ӗҫлекенӗ те Василий Иванович кӑна. Парти ра-ботникӗ тени райкомра эрнере пӗр кунран ытла ан тӑтӑр. Колхозсенче ҫӳретӗр.

— Килӗшетӗп, — куҫлӑхне тӑхӑнчӗ обком инструкторӗ.— Килӗшетӗп. Эп хам шухӑша вӗҫлеймерӗм-ха. Мухтасата мар, йӑпӑлтатса та мар, тӗрӗсне калатӑп. Санӑн, парторг, Трофим Матвеевичран вӗренмелле. Санӑн кумир пултӑр вӑл. Эпир ҫынна пӗрре пӑхсах пӗлетпӗр. Эп ҫакӑнта сӗтел хушшинче ларсах, Трофим Матвеевича нихӑҫан курман пулсан та, ун пирки ҫапла каланӑ пулӑттӑм: ылтӑн ҫын, хуҫалӑх ҫынни, чаплӑ организатор. Мӗнле пӗлет, тейӗн? Ак ҫак закускӑсенченех. Севрюга районта пур-и? Кунта мар, Шупашкарта та ҫук. Апла пулсан ӑна вӑл урӑх ҫӗртен тупнӑ е малтанах хатӗрлесе хунӑ. Ҫапла пулмалла чӑн-чӑн хуҫалӑх ҫыннин. Пӗчӗк тӗслӗх, тейӗр. Ҫав пӗчӗк тӗслӗхренех шултри курӑнать.

— Эсир ытлашши мухтатӑр вара, — вӑтаннӑ пек пулчӗ Трофим Матвеевич. — Шыв хурчӗ темех мар-ҫке.

Марье кӑлпассипе ӑшаланӑ ҫӑмарта турилккесемпе пырса лартрӗ.

— Хӑнана калаҫма ҫеҫ чӗнмеҫҫӗ, чӗнтӗн пулсан, ӗҫтереҫҫӗ, — тӗксе илчӗ вӑл упӑшкине.

— Каҫарӑр, мансах кайнӑ, — черккене эрех яма пуҫларӗ Трофим Матвеевич.

— Кунашкал хаклӑ хӑнасемшӗн эпӗ те ӗҫетӗп, — Павел ҫумне пырса ларчӗ Марье.

— Вӑт ку тӗрӗс, хамарла, — ырласа илчӗ Владимир Сергеевич.

— Эсир килнӗ ятпа, сирӗн сывлӑхшӑн, Владимир Сергеевич, — ыр сунчӗ Прыгунов.

— Тавтапуҫ. Эп сирӗн сывлӑхшӑн ӳпӗнтерем, — кулса ячӗ Владимир Сергеевич, ура ҫине тӑрса.

Павел хӑйне мӗнле тыткаламаллине те пӗлмерӗ. Темшӗн-ҫке унӑн асне ҫав кӗрсе юлнӑ: парти ӗҫӗнче ӗҫлекен ҫынсем — чи таса ҫынсем. Ӗҫкӗпе те ашкӑнмаҫҫӗ, сӑн-сӑпатне те нихӑҫан вараламаҫҫӗ. Малтан вӑл Владимир Сергеевич ячӗшӗн ҫеҫ тытса лартать пуль терӗ. Лешӗ шалтах ӗҫсе ячӗ те ҫӑкӑр татӑкӗ хуҫса илсе шӑршларӗ.

— Чӑн та, лайӑх эмел ку, Трофим Матвеевич, — ырларӗ инструктор. Павел черккине ҫаплипех тытса ларнине асӑрхарӗ те ӑна сӑмах хушрӗ:

— Мӗншӗн ӗҫместӗр? Вӑт, парторг. Санӑн халӑхран юлма мар, малта пымалла. Ҫавна ҫеҫ ас ту: ӗҫ, анчах ан ӳсӗрӗл тата ҫынсем ан сисчӗр. Эп ҫынна ӗҫнӗшӗн мар, ӗҫме пӗлменшӗн ятлатӑп.

— Хӑнӑхман, — ҫӳҫенсе илчӗ каччӑ сӑмсине эрех шӑрши пырса ҫапнипе. Ҫапах ӗҫрӗ те, чыхӑнса кайрӗ.

— Вӑт, пулчӗ те, — ырласа илчӗ инструктор.

— Хӑнӑхать. Халь ҫамрӑк-ха. Пурнӑҫ пуртӑ аври тӑршшӗ мар. Пуҫӗ пулсан, ҫӳҫӗ те шӑтать, — кулса ячӗ Трофим Матвеевич.

— Ҫи, ҫи, — хистерӗ ӑна Марье.

Пурте сасартӑк ун ҫинчен калаҫни, ун ҫине пӑхни ӑна самантлӑха вӑтантарса ячӗ. Вӑл хуҫсӑ тытнӑ аллинчи ҫӑкӑр татӑкне те асӑрхамарӗ, ҫӗнӗрен хуҫса илчӗ. Сӗтелтен катара ларма кирлӗ пулман: шап-шурӑ ҫи витти ҫине хытса ҫитеймен ҫӑмарта шурри, ҫу тумларӗ. Павел татах та вӑтанса кайрӗ: Марье курчӗ вӗт-ха. Кӗҫех лӑпланчӗ: ахаль ҫеҫ пурте ун ҫине пӑхнӑн туйӑнать-мӗн.

— Юрататӑп йӳҫӗтнӗ пан улмине… Юрататӑп пуҫлӑ купӑстана, — вӑхӑтӑн-вӑхатӑн сӑмах хушкаларӗ Владимир Сергеевич.

Тата шаккарӗҫ.

Хӑнасем те, кил хуҫисем те хӑйсене ирӗклӗрех тыткала пуҫларӗҫ. Трофим Матвеевич Владимир Сергеевич енне ҫаврӑнса ларчӗ:

— Йӑлӑхтармастӑп пулсассӑн, итлӗр. Акӑ мӗн каласшӑн сире: пирӗн пӗтӗм ӳсӗм кадрсенчен килет. Эп политикӑ ҫынни мар, йӑнӑшма та пултаратӑп. Пире турлетесси сирӗн ӗҫ. Такӑнакана ал пама хушнӑ. Района пӗтӗмпе вӑтӑр пинсен шучӗпе сакӑр ҫын ярса пачӗҫ. Кам юлчӗ вӗсенчен? Пӗр эп кӑна. Ыттисем ӑҫта? Е кӑларса ҫапрӗҫ, е хӑйсем тухса тарчӗҫ. Хула ҫыннисем, — йӗрӗнчӗклӗн кулса илчӗ Трофим Матвеевич… Е арӑмӗсем килмерӗҫ, е хӑйсене ял пурнӑҫӗ килӗшмерӗ. Пирӗн, чӑн та, урамсем асфальтлӑ мар, таҫта та пылчӑк. Анчах пылчӑк ҫинче тыр ӳсет вӗт-ха, мур илесчӗ. Эпир, ҫӗр ҫыннисем, ҫӗртен уйрӑлаймастпӑр, вӗсен ури вараланать имӗш.

— Тепрер ҫирӗм ҫултан ял та хула пекех пулать, — хирӗҫлерӗ Владимир Сергеевич.

— ПуЛать, — килӗшрӗ унпа Трофим Матвеевич. — Ӑна камӑн тумалла? Пирӗн. Вӗсем чӑтаймарӗҫ, пыршисем татӑлса каясран хӑрарӗҫ, пӳсӗр тухасран сехӗрленчӗҫ. Мӗншен ҫапла пулса тухрӗ? Эпир председателе суйласа лартасси ҫине компанилле ӗҫ тесе пӑхрӑмӑр. Кам лекет ал айне — ӑна яраҫҫӗ. Тӗрӗс мар-им? Райком ытти ӗҫсене те ҫавнашкалах тума пикенет. Тырӑ пиҫнӗ-тӗк — тырӑ вырмалла, патшалӑха памалла, ҫӗр улми пулнӑ-тӑк — кӑлармалла. Ӗҫ ҫине ӗҫ, ҫынсем ҫинчен вара йӑлтах манса каятӑн.

— Эсир кунта йӑнӑшатӑр, — хирӗҫлерӗ Владимир Сергеевич, — парти ӗҫӗ вӑл — ҫынсемпе ӗҫлесси. Чи малти вырӑнта ҫын пулмалла. Ун пирки сирӗн районта маннӑ пулсан кӑна.