Выбрать главу

— Йӑнӑшсан — тӳрлетӗр. Эп каласа пӗтермен-ха. Ярса пачӗҫ пӗр харӑс ҫакӑр ҫын. Кама улӑштармалла? Кам райкома тӗк майлӑ шӑлмасть, кам ҫивӗч чӗлхеллӗ — ҫав председательсене чи малтан хуса ячӗҫ. Кам хиреҫлӗ: кушак та тӗк майлӑ шӑлнине юратать. Мана та улӑштарасшӑн пулчӗҫ. Пухрӗҫ пуху. Районтан килнисем тухса калаҫрӗҫ. Прыгунов пултараймасть, Прыгунов — спекулянт, Прыгуновӑн аслӑ пӗлӳ те, диплом та ҫук. Шухӑшлатӑп: невушлӗ эп ҫав териех ӗҫлеме пӗлмен этем? Вӗсенне итлесен, тӗнчере эп чи юрӑхсӑрри. Мӗн тетӗр? Пӗр ҫич-сакӑр ҫын, мана кӑларас тесе, ал йӑтрӗҫ. Ыттисем хӑварас тесе сасӑларӗҫ.. Куҫҫуль тухрӗ хама шаннӑшӑн. Халӑх вӑл хурапа шурра час уйӑрать. Кам политики вӑл? Василий Ивановиччен райком секретарӗ пулнӑ Бугурков политики. Вӑл вӗт-ха парти ячӗпе ӗҫленӗ. Пӗр ҫын йӑнӑшӗ районта парти авторитетне хавшатма пултарать.

— Бугуркова тивӗҫлипех лекнӗ. Партирен те кӑларна, — хушса хучӗ инструкор.

— Уншӑн тавтапуҫ. Мана дипломсӑр, тет. Хӑй мӗн пӗтернӗ тетӗр? ЦПШран вӗренсе тухнӑ та вӑтӑр пиллӗкмӗш ҫулсенче ҫур ҫул вӗренмелли парти курсӗнче пулнӑ. ЦПШна эсир мӗн тетӗр? Центральная партийная школа тетӗр-и? Ҫук ҫав! Церковно-приходская школа вӑл, — ахӑлтатсах кулса ячӗ Трофим Матвеевич. — Халь вӑл пекарньӑ директорӗ. Куратӑп та — сывлӑх сунса, пуҫа таятӑп. Кам сана дипломсӑр ҫӑкӑр пӗҫерттерет, мӗншӗн сана пысӑк ӗҫех шанса панӑ, тетӗп. Е тата: ма яланах ҫӑкӑр питне ҫунтарса яратӑн, тетӗп. Вӑл шарламан пирки хамах хуравлатӑп: — Эсир, тетӗп, ҫунтарма вӗреннӗ, анчах пӗҫерме вӗренеймен.

— Вӑт, ҫынран кулма ырӑ мар, — асӑрхаттарчӗ Владимир Сергеевич.

— Уксах-суккӑртан кулма хушман, ватӑ-вӗтӗрен кулма каланӑ, — калаҫӑва малалла тӑсрӗ кил хуҫи. — Бугуркова кӑларчӗҫ те, Василий Иванович килчӗ. Эсир пирӗн зонӑна лекрӗр. Мӗн тетӗр? Ҫурхи ҫил вӗрсе ячӗ темелле. Шанӑҫ ҫуралчӗ. Пулман-и районта лайӑх ҫынсем? Пулнӑ. Вырӑнти ҫынсене председателе суйлассинчен пахи тата тӗрӗсси мӗн пур? Ильич ячӗпе хисепленекен колхоз председательне Иван Евдокимович Шубина Бугурков кӑларса ячӗ. Пӗрре кӑларнӑ ҫынна тепри пулсан тепӗр хут колхоз председательне вил те суйлаттарас ҫук. Василий Иванович ав Шубинах лартрӗ. Тӗрӗс турӗ. Шубин йӗплӗрех этем, ҫапах вӑл хӑй ӑсӗпе пурӑнать. Районти хӑш-пӗр начальниксене хӑй ӑсӗпе пурӑнакан председатель килӗшмест. Мӗн хушнине пурнӑҫла, вара эс ырӑ. Ҫак черккене, Владимир Сергеевич, сирӗншӗн тата Василий Ивановичшӑн йӑтатӑп. Тавтапуҫ сире мана вӑтӑр пинсен шучӗпе шанса янӑшӑн, — Владимир Сергеевичпа шаккарӗ вӑл.

Марье, Павел ҫумӗнчех лараканскер, темиҫе хут та качча урипе тӗрте-тӗрте илчӗ. Вӑл упӑшкин калаҫӑвне итленҫи турӗ, хӑй вара куҫне Павел ҫинчен илмерӗ. Каччӑ хӑйне сиввӗнрех тытма тӑрӑшрӗ.

— Трофим Матвеевич, эсир хӑть пире критиклерӗр. Пур кунта тӗрӗслӗх, пур. Ҫапах та хӑвӑр районпа ан виҫӗр. Сахал-и республикӑра вӑтӑр пинсен шучӗпе кайнӑ лайӑх председательсем? Кашни районтах тупма пулать. Парти ӑна питех те тӗрӗс турӗ. Ял хуҫалӑхне кадрсемпе ҫирӗплетме кирлӗ пулнӑ, — хӑйӑлтатрӗ Владимир Сергеевич.

Церковно-приходская школа тенӗрен Павела Арҫук Гени аса килчӗ. Хӑйне вӑл халь хӑюллӑрах туйрӗ. Ҫапах та ӑшра иккӗленсе тӑчӗ: каласа парас-ши, парас мар-ши? Халь каламасан, кайран пур пӗрех пурте пӗлеҫҫӗ, — ҫавӑнпа чӑтаймарӗ. Пытармарӗ хай пӗлнине пачах та. Арҫук Гени вӑтам шкулта вӗреннӗ чухнех туберкулезпа чирленӗ. Вӗренсе тухсан та чир иртмен. Юсанма кайма путка илес тесе комсомол райкамне те, комсомол обкомне те ҫыру ҫырнӑ, анчах ӑна никам та пулӑшман. Тарӑхнипе вал митрополит патне ҫыру ҫырать, лешӗ кӑнтӑрти пӗр санаторие сывалма кайма путевкӑ тата пин тенкӗ укҫа ярса парать имӗш. Тытать те тухса каять каччӑ. Владимир Сергеевич кӗсйинчен блокнот кӑларсах ҫырма пуҫларӗ. Трофим Матвеевич «анра» тенӗ пекле шӗвӗр пӳрнипе тӑнлавне тӗллесе кӑтартрӗ, Павела куҫ хӗсрӗ, пуҫӗпе сулларӗ, анчах хӗрсе кайнӑ каччӑ ӑна-кӑна ӑҫтан асӑрхатӑр?

— Айӑпӗ пирӗнте те пур. Начартарах пурӑнаҫҫӗ вӗсем. Колхозӑн пулӑшмалла пулнӑ, — пӗтерчӗ Павел хӑй сӑмахне.

Пӗр вӑхӑт пурте шӑп пулчӗҫ.

— Райком пӗлмест апла? — ыйтрӗ Владимир Сергеевич ҫырма чарӑнмасӑр.

— Куртӑр-и? Районта пӗр чиркӳ ҫеҫ. Пуп ӗҫлет, эпир пӑхса ларатпӑр, — хӑйӑлтатма пуҫларӗ Владимир Сергеевич. — Куншӑн чи малтан Василий Ивановича лекет. Вӑйлах лекет. Халь эпир ытларах хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе чакаланса, атеизмла пропагандӑна мантӑмӑр…

— Тупнӑ кулянмалли, — калаҫӑва сирсе ярасшӑн пулчӗ Трофим Матвеевич. — Эсӗ те ҫав, Павел, калаҫу тупрӑн. Ҫитӗ сире. Ыран калаҫӑпӑр, тытӑр. Атту, кукша ҫын пуҫ ҫӑвиччен туй иртсе кайнӑ, теҫҫӗ. Ӗҫӗр, пуҫ патне пытӑр хӑть.