— Безобрази ку, Трофим Матвеевич. Василий Иванович ҫав ача валли те путевкӑ тупса парайман. Хам пата шӑнкӑравламалла пулнӑ.
— Ҫитӗ пур вак-тӗвекшӗн пуҫа ҫӗмӗрсе. Чиркӳн халь авторитет ҫук. Вӑл путевкӑпах тӗнчене улӑштараймӑн. Пирӗн халӑх пупсене ӗмӗртен курайман, ӗмӗртен юратман… Ну, ҫитӗ, ӗҫрӗмӗр, — васкатрӗ кил хуҫи хӑнасене. — Ӗҫрӗмӗр, Павел, ӗҫрӗмӗр, Владимир Сергеевич.
— Эс калани тӗрӗс, Матвеевич, — черккине ӗҫсе лартрӗ Владимир Сергеевич. — Ҫапах та вӗсен ӗненекенсем умӗнче ят пур. Кунта кам айӑплӑ? Ман шутпа, пирӗн айӑп. Эпир вӗсене ҫемҫе алӑпа тытатпӑр. Юлашки вӑхӑтра ахаль те ӑнланмалла мар япала пулса пырать: те демократи, те анархи? Укӗтлетпӗр, пӗчӗк ачасем пек вӗрентетпӗр. Законсем ҫинчен йӑлтӑх манса кайрӑмӑр. Сталин вӑхӑтӗнче лайӑхчӗ: каланӑ пулсан, хирӗҫсе ан тӑр. Хирӗҫме ҫеҫ пӑх, — сасартӑк чышкине чӑмӑртарӗ вӑл. Унӑн ҫамки ҫине шултра тар пӗрчисем тапса тухрӗҫ, пичӗ ула-чӑлаланчӗ. Умӗнчи черккине пӗр хушӑ ҫавӑрса ларчӗ, унтан никампа шаккамасӑр, сӑмах хушмасӑр ӳпӗнтерчӗ.
— Ҫук уш, ун пек ӗмӗрех тӑсӑлас ҫук. Пулать вӑхӑт. Хӑйсемех ӑнланаҫҫӗ ҫӳлтисем, — пуҫне усрӗ вӑл. Унӑн пӗтӗм кӗлетки шӑм-шакки ҫемҫелсе кайнӑн туйӑнчӗ.
Трофим Матвеевич шӑпӑрт, шарламасӑр ларчӗ. Хӑна калаҫӑвӗ ӑна та килӗшсех каймарӗ курӑнать, анчах вӑл сӑнран нимӗн те палӑртмарӗ.
Марье сиксе тӑрса: «Эп татах ҫыртмаллисем хатӗрлем-ха», тесе, кухньӑна кӗчӗ.
Павел мӗн хушӑра ҫилленсе кайнине хӑй те сисмерӗ. Малтан унӑн ҫунакан куҫӗсем инструкторӑн чӑмӑртанӑ чышки ҫинчен каймарӗҫ, кайран ула-чӑлаланнӑ пичӗ ҫине куҫрӗҫ. Вара чӑтаймарӗ, сӗтел хушшинчен ҫӗкленчӗ. Ҫавна ҫеҫ аван ӑнланчӗ вӑл: ҫын, хӑй ӑҫта ӗҫленине пӑхмасӑрах, йӑнӑшать. Пичи пысӑк та тӑрри шӑтӑк, тесе ахаль калаҫҫӗ-и?
— Апла эсир кив йӗркесемшӗн?.. — васкамасӑр ыйтрӗ Павел. Вӑл сӗтел хушшинчен тухрӗ. Трофим Матвеевич ун патне пычӗ, каялла лартма пикенчӗ. Владимир Сергеевичӑн пичӗ шурса кайрӗ. Кулас килмесӗр кулса ячӗ. Кулли сивлек те ют тухрӗ.
— Парторг, ма апла хӗрӳлемелле? Эсир мана ытла та пӗр енлӗ ӑнланатӑр. Эп лайӑх пурнӑҫа хирӗҫ-и? Каҫар, шӑллӑм, каҫар.
— Лар та итле. Эппей, пӑхсан пӑхаттир, ытла та эс хӑвӑрт ӳсӗрӗлетӗн, — каяллах лартрӗ Павела Трофим Матвеевич. Вӑл каллех ӑна куҫ хӗсрӗ. — Пире эсир, ухмахсене, каҫарӑр. Пирӗн ӗҫ-и вӑл политикӑ? Эпир ҫӗр-шыва тыр паратпӑр та, аш-пӑш. Мӗн тӑвассине аслисем пирӗнсӗрех тӑвӗҫ. Ҫапла хӗрӳленмелле-и? Итлӗр ӑсла ҫынсем мӗн калаҫнине, — хӑй вырӑнне кайса ларчӗ предссдатель. — Марье, — чӗнчӗ вӑл, — ҫыртмаллисем хурсӑ пар. Хӑна чашӑкӗ тулли пултӑр.
Шӑпланчӗҫ. Трофим Матвеевичпа юнашар ларакан инструктор вилкӑна ҫавӑркаласа ларчӗ.
— Ҫамрӑк-ха эс, парторг. Ох, ҫамрӑк. Пурнӑҫа курман. Ӑна хаҫатсемпе кӗнекесем тӑрӑх ҫеҫ ӑнланатӑн, — пуҫларӗ каллех Владимир Сергеевич. — Эп сирӗн шутпа колхозсене хирӗҫ-и? Ҫук. Йӗрке пирки ҫеҫ каларӑм вӗт. Тен, тӗслӗх тӗрӗсех пулмарӗ пуль. Тен, каҫарӑр, эп сире тӗрӗслесе пӑхӑсшӑн пултӑм? Ун пек те пулма пултарать вӗт? — тӳррӗн Павел ҫине пӑхрӗ вӑл. — Парти ӗҫӗнче ӗҫлекенӗн хӗрӳленме кирлӗ мар. Ҫемҫе нервӑ — пирӗ тӑшман. Эс ҫамрӑк. Ҫавна яланах ас ту: ҫемҫе нервӑ тӑшман. Ҫитет пуль политикӑпа. Атту антагонизма кӗрсе кайрӑмӑр. Хӑнана килнӗ пулсан, ӗҫер. Ҫураҫса шаккар, Павел Сергеевич. Аттесен ячӗсем пӗрешкел пулнишӗн шаккар. Сывӑ пултӑр Бахус, — черккине Паве енне тӑсрӗ вӑл.
Трофим Матвеевич ӑна куҫӗпе паллӑ пачӗ. «Алӑ сул, мӗн тӑватӑн унпа ҫыхланса?» — терӗҫ ҫамка айӗнче пӑхакан икӗ хура шӑрҫа.
Каччӑ хӑйне алла илчӗ. Ҫапах та чӗре лӑпланаймӑрӗ, хӑвӑрт-хӑвӑрт тапрӗ, тӑнлавра сиксе тухасла юн тымарӗ картлатрӗ.
— Кайма вӑхӑт. Каҫ та пулчӗ. Эп, Трофим Матвеевич, правленине ирех пыратӑп, — каллех ҫӗкленчӗ каччӑ. Инструкторпа шакканӑ черккене каяллах лартрӗ.
— Лар, ӑҫта васкатӑн? — чӗререн ыйтанҫи турӗ Трофим Матвеевич, анчах хистемерӗ. — Кӑясах тесен, чарай мӑп. Ҫул куркине тыт.
Ӗҫме тиврӗ. Васкасах тумланчӗ. Владимир Сергеевич хӑех ун патне пычӗ, аллине тӑсрӗ.
— Йытӑпа кушак та вӑрҫса паллашаҫҫӗ. Эпир тавлашса паллашар, айӑпне Бахус ҫине йӑвантарар. Шупашкара пырсан-тусан, кӗрсе тух.
— Тавтапуҫ, — инструкторӑн сивӗ аллине чӑмӑртарӗ каччӑ.
— Тархасшӑн…
— Хӑнана ӑсатмасан, ыйхӑ тӑрать. Эпӗ те ҫу илме тухатӑп, — алӑк патне васкасах пычӗ Марье.
Ҫенӗке тухсанах, йӗкӗте ыталаса илчӗ.
— Павлик! Чӑтаймарӑн пулать ҫав этемпе тавлашмасӑр. Эх, эс те ҫав. Куртӑн-и: ман ҫине епле пӑхать вӑл? Хӑй Трофима итленҫи тӑвать те, мана куҫ хӗсет. Ҫӗленпе пӗрех. Куҫлӑхлӑ ҫӗлен пек.