Выбрать главу

— Тупрӑн танлаштармалли, — кулса ячӗ Павел, ҫенӗк алӑкне уҫса.

— Тӑхта. Ман сана ярас килмест. Эх, май пулсан, иккӗшне те кӗҫӗрех хуса ямалла та санпа юлмалла. Чунӑм, — каллех ҫупӑрларӗ вӑл. — Ыран, каҫ пулсан, сан пата хамах пыратӑп.

— Кӗр, кӗр, тем шутлӗҫ тата, — Марьене алӑ пачӗ Павел.

Киле таврӑнсӑн та ыйхӑ килмерӗ. Пӗтӗм пӳрт ӑшчикки кичем пек туйӑнчӗ ӑна. Кивелерех панӑ чӳрече каррисем те, ҫулсем иртнипе сарӑхса ларнӑ чӑрӑш хӑмаран сарнӑ мачча та, кӗнекесен шкафӗ те — пурте хуҫана кӗтсе: эс пӗччен, эс тӑлӑх, тесе кӑшкӑрнӑн туйӑнчӗҫ. Хутман кӑмака татах та сивлеккӗн курӑнчӗ.

— Ҫулласӑр куҫмалла марччӗ. Йӑлӑхтарать пӗччен пурнӑҫ, йӑлӑхтарать. Пӳрчӗ те ӗнтӗ, председатель пӳрчӗпе танлаштарсан… Тупмалли юмахри ҫурӑк ҫамка Ваҫҫинка ҫеҫ. Ҫапах май уявне хатӗрленме тивет. Диван-кравать туянас, пӗренесене шпалерпа ҫыпӑҫтарас. Ҫынсем кӗрсен, Павел ашшӗ ҫуртне япӑхтарса янӑ, тейӗҫ. Районтан килсен те кӗрсе тухӗҫ. Кӗтмен хӑна хапхара, хуҫи-тарҫи ыйхӑра, тенӗ пек те пулса тухма пултарӗ, — шухӑшларӗ вӑл хывӑнса.

Пӗччен пурнӑҫ ытла та кичем. Кунта санӑн, Павел, иккӗленме юрамасть. Юратупа шӳтлемеҫҫӗ. Сан хӑвна кӗҫӗрех, халех татса калас пулать. Тем тесен те, ҫын ҫемйине ҫӗмӗрме кирлӗ мар. Ку вӑл юрату мар, вӑхӑтлӑх йӑпану кӑна.

Пур юратакана та юратупа хуравлаймастӑн. Тепре курсан, Марьене татсах калатӑп: ҫитет.

Лена? Мӗнех, аван хӗр пулма кирлӗ. Анчах пӗлмест вӑл ӑна. Куҫне ас тӑвать вара. Ҫапла, ас тӑвать. Фермӑра чух хӑй тӗлсӗр персе янӑ сӑмахсене ас турӗ Павел.

— Куҫусем те ҫав сирӗн…

Каччӑ каллех инструктора аса илчӗ. Нумай вуланӑскер, нумай пӗлекенскер пулас. Тем килӗшмест ун хӑтланӑвӗнче. Эрех туррине Бахуса ырласа ӗҫни-и? Е…

— Ир-ха мана ҫынсене хаклама. Пӗрре тӗл пулни — тӗкӗр ҫине пӑхни мар. Халь ҫывӑрас пулать сан, Павел. Хӗрӗнкӗ эс, хӗрӗнкӗ, — сасӑпах калаҫрӗ каччӑ.

5

Колхозсенчен таврӑнсан, обком инструкторӗ колхоз председателӗсемпе парти организаци секретарӗсене райкомӑн иккӗмӗш секретарӗн пӳлӗмӗнче йышӑнчӗ. Василий Иванович ӑна чӑрмантарма шухӑшламарӗ: тӗпчетӗр, пӗлтӗр. Вӑл Владимир Сергеевич пурри ҫинчен манса кайсах хӑй ӗҫне турӗ: колхозсемпе ҫыхӑнчӗ, ҫитес плеиум валли доклад хатӗрлерӗ. Анчах кӑнтӑрла лӑпкӑн ӗҫлеме майӗ ҫук, ҫынсем киле пуҫларӗҫ. Помощник ирхи почтӑпа килнӗ хутсене кӗртсе пачӗ. Вӗсене пахса пӗтерчӗ кӑна, пӳлӗме Ильич ячӗпе хисепленекен колхоз председателӗ Иван Евдокимович Шубин кӗчӗ. Вӑл кӑвакрах шевиот костюмпа, хура ҫӳҫне каялла янӑ. Сӑнран пӑхсан, ӑна хӗрӗхсенче ҫеҫ теме пулать. Хура мӑйӑхӗ кӑна кӑшт ватӑлтарать.

— Ырӑ кун пултӑр, Василий Иванович, — пырса ал пачӗ вӑл. Ыйтмасӑрах секретарь сӗтелӗ умӗнче ларакан пукан ҫине йывӑррӑн ларчӗ, юн тымарӗсем палӑрса тӑракан сылтӑм аллине сӗтел ҫине хучӗ.

Райком секретарӗ пӗлет: Шубин райкома сӑлтавсӑрах килмест. Анчах паян мӗн тата?

— Мӗнле шутлатӑн, Василий Иванович, эп преступник-и? — ялкӑштарчӗ вӑл тилӗрнӗ куҫне. Чӑтаймарӗ, татах ыйтрӗ: — Мӗн чӗнместӗн? Кала эс: эп преступник-и?

— Сана мӗншӗн айӑпламалла, пӗлместӗп. Ӗҫӳ ку таранччен кал-кал пыратчӗ. Тен, ҫемьере шӑв-шав кӑлартӑн? — хурав ҫине хуравпах тавӑрчӗ секретарь.

— Эп хам ҫемье пирки ӗмӗрте те райкома ура ярса пусас ҫук. Унашкал ыйтупа камӑн вӑхӑт ытлашши — вӑл ҫӳретӗр. Турра шӗкӗр, халиччен арӑма пӳрнепе тӗкӗнмен. Юптару яратӑн, Василий Иванович, юптару. Юнашар пӳлӗмре Владимир Сергеевич республикӑ прокурорӗ пек ҫӗмӗрттерет. Ҫын аллипе кӑвар туртма шутларӑн-и, Василий Иванович? Эп сана унашкал ҫын мар тесе.

— Нимӗн те ӑнланмастӑп, Иван Евдокимович. Секретарь лӑпкӑлӑхӗ колхоз председательне татах тилӗртсе ячӗ:

— Ӑҫтан эп Мӑй уявӗ тӗлне вӑтӑр тоннӑ аш пама пултаратӑп? Виҫӗ ҫӗр сысна вӑл. Чӗртме хупни те халь икӗ ҫӗр кӑна. Вӗсем те кашни тӑватӑ пӑтран мала мар. Кунашкал виҫепе пани мӗн усси? Вӗсем халь кашни талӑкра икшер кӗрепенкке хутшӑнаҫҫӗ. Уйӑхра кашни пӑт ҫурӑ аш парать. Тата икӗ уйӑхсӑр тем каласан та, такам ятласан та памастӑп. Эс, тет, Май уявне хирӗҫ пыратӑн. Эп коммунист мар-и? Капиталист-и эп Май уявне хирӗҫ пыма? Ыранах виҫӗ вӑкӑр ӑсататпӑр, ӗнер искусствӑлла майпа пӗтӗлентермелли пункт йӗркелерӗмӗр. Лашасем пур тепӗр вунӑ пуҫ. Ҫичӗ тоннӑ пулать. Урӑх халлӗхе нимӗн те ҫук. Трофим Матвеевич пек колхозниксен выльӑхӗсене илсе памастӑп. Ята яман, ямастӑп та. Владимир Сергеевич ун пирки тӳрех каларӗ: резервсемпе усӑ курма пӗлместӗн, тет. Мана унашкал резерв кирлӗ мар. Хӑть выговор парӑр, хӑть председательтен кӑларӑр. Кунашкал председательте ӗҫлессинчен — конюха каятӑп, — ура ҫине тӑчӗ Иван Евдокимович.

— Лар, лар. Мӗн хуранти шыв пекех вӗретӗн? — хул пуҫҫинчен пусса лартрӗ ӑна Василий Иванович. — Мана эс ахалех хутшӑнтаратӑн, ҫын аллипе кӑвар туртма хӑнӑхман. Калас пулсан, сана хамах калатӑп. Ас тӑватӑн-и мартри актив пухӑвне? Баранов ҫӑмарта илсе пани ҫинчен каларӗ. Ҫавӑнтапах эп канӑҫа ҫухатрӑм. Районти виҫ-тӑватӑ колхозра выльӑх сутӑн илсе патшалӑха парасси йӑлана кӗчӗ. Шанмастӑп эп: «Р» облаҫӗ пӗр ҫултах аш илессине виҫӗ хут ӳстернине. Пӗр ӗне виҫӗ пӑру пӑрулаймасть. Хаҫатсем те вӗсем ҫинчен анчах ҫыраҫҫӗ, халӑх ҫӗкленӗвӗ, халӑх юхӑмӗ, теҫҫӗ. Шутласан, халӑх ҫӗкленӗвне хирӗҫ кайма юрамасть. Прыгунов мӗнтен пуҫласа ячӗ? 1957 ҫулта планран ирттерсе аш панишӗн патшалӑх укҫа хушса тӳлетчӗ. Кӑҫал хӑй каланӑ тӑрӑх, ҫав ҫулта «Ҫавӑл» колхоз ик ҫӗр пин енне преми илнӗ. Ҫав преми аташтарса ячӗ. Юрать-ха, ӑна пӑрахӑҫларӗҫ, анчах выльӑх илсе парасси йӑлана кӗрсе юлчӗ. Ӑнлан эс мана, Иван Евдокимович, хам та ӗнтӗ иккӗмӗш уйӑх мӗн тумаллине пӗлместӗп. Ху шухӑшна ҫапла тӳррӗн пӗлтерекенӗ те эс пӗрремӗш председатель. Хама ҫавӑнпа ҫеҫ ятлатӑп: каярах ӑнланса илтӗм. Сутӑн илсе парасси ҫине шанса, хӑш-пӗр колхозсем выльӑха пӑхми пулчӗҫ. Прыгуновӑн сысна ферми начар. Пӗр эрне каялла «Сельская жизнь» хаҫатран корреспондент килчӗ. Республикӑра такам каланӑ ӑна, тӳрех, «Ҫавал» колхоза каясшӑн. Эп ӑна тӳррипех, нимӗн пытармасӑр каласа патӑм. Ан тив, ҫырать пулсан ҫыртӑр тесех, ҫавах айӑпа пӗрре каҫармалла. Вӑл пур, хул пуҫҫипе кӑна сиктерсе илчӗ. «Сирӗн патри вӑл мӗн, ытти облаҫсенче колхозсене колхозниксемех туртса пыраҫҫӗ», — терӗ. Неушлӗ ҫаплах? — тетӗп. «Ҫаплах», — терӗ вӑл. Ун хыҫҫӑн обком секретарӗ патне ҫырса ятӑм, паян-ыранах илет пуль. Ҫитес пленумра ятарласах ҫак ыйтӑва ҫӗклесшӗн. Хальтерех хамӑр йӑнӑша тӳрлетнине мӗн ҫиттӗр?