Выбрать главу

— Эпир сире васкатмастпӑр та, — тавӑрчӗ райком секретарӗ.

— Епле васкатмастӑр? — тӗлӗнчӗ Авдеев.

Анчах ӑна хуравласси пулмарӗ, помощник Василий Ивановича обком инструкторӗ чӗнни ҫинчен пӗлтерчӗ Владимир Сергеевич, хӗрелсе кайнӑскер, пирус тӗтӗмӗпе тулса ларнӑ пӳлӗмре утса ҫӳрет. Туртма пӑрахнӑ ҫынна ку тӳрех сисӗнет, темӗнле ырӑ мар, анчах Василий Иванович хӑй кӑмӑлсӑрланнине кӑтартмарӗ. Сӗтел умӗнчи уйрӑм пукан ҫинче ларакан аш-какай комбиначӗн директорне Доброхотова асӑрхарӗ вӑл. Директор аялисемпе пуҫне тӗревлесе ларать. Унӑн пӳрнисем кӳпшеке питне путарса кӗнӗ. Акӑ вӑл пуҫне ҫӗклерӗ пӳрнисем вырӑнӗнчи шап-шур йӗрсем каллех кӗрен тӗспе витӗнчӗҫ. Вӑл та хаштах сывласа ҫӗкленчӗ, анчах, калаҫу пӗтменнине туйса пулас, каллех йывӑррӑн ларчӗ, каллех арбуз пек ҫаврака пуҫне аллипе тӗревлерӗ.

— Василий Иванович, эсир ахалех хӑратӑр. Эп тӳрех ҫапла сарӑнтарма пултаратӑп: бюрора района итлеме кирлӗ те мар. Мана заведующи ҫапла каларӗ: начарах пулсан, материал хатӗрле, начар мар-тӑк — хӑвӑн ирӗкӳ. Райкомӑн ҫине тӑни ҫеҫ ҫук. Тата… Тата хӑвӑр резервсене пӗлместӗр. «Ҫавал» колхоз Май уявне миҫе центнер аш парать тетӗр?

— Вӑтӑртан ытла параймасть, — тавӑрчӗ Василий Иванович.

Вӑл инструктор ҫине тинкерчӗ. Чирли чӑпласах чирлӗ пулас: сасси татах та ҫӗтсе ларнӑ, куҫ хупахӗ тӑртаннӑ.

Ҫапла, вӑтӑр. Анчах центнер мар, тоннӑ. Ӑнланатӑн-и, вӑтӑр тоннӑ. Райком шутланӑ тӑрӑх, колхозсем пӗрремӗш майччен утмӑл тоннӑран ытла параймаҫҫӗ. Паян чӗннӗ пилӗк колхоза илсен кӑна ҫӗр тоннӑ пулать. Леш, леш мӑйӑхли, мӗнле хушаматлӑччӗ вӑл? — сӗтел патӗнчи хучӗсем патне пычӗ Владимир Сергеевич.

— Иван Евдокимович Шубин-и?

— Во-во. Шубинӑн чӗртме хупни кӑна ик ҫӗр сысна.

— Вӗсем тӑватшар пӑтран ытла мар. Ҫӑвӑрсене патшалӑха пани преступлени пулать.

— Каллех сан хӑвӑн юрру. Ак, Александр Михайловичпа калаҫрӑмӑр. Вӗсене вӑл йышӑнать, «Заготскотра» пӗр уйӑх хушши усраса чӗртме пулать.

— Заготскочӗ ахаль те ҫавнашкал ҫӑвӑрсемпе тулса ларнӑ.

— Паян ик ҫӗр пуҫ пусма ӑсатрӑмӑр, — хутшӑнчӗ калаҫӑва Доброхотов.

— Пӗлмесӗр калаҫмастӑп эп, — сиввӗнреххӗн касса татрӗ Владимир Сергеевич.

— Шубин ҫеҫ мар, ыттисем те ҫав виҫепе парас ҫук. Ку таран ӳстернине сахал апат единици пӗтерсех чӗртме пулать.

— Эсир ан хӗрӳленӗр, — пӳлчӗ секретаре инструктор. — Кашниех хӑй шухӑшне хӳтӗлеме пултарать, вӑл — ун ирӗкӗ. Анчах парти интересӗсене кирек камӑн та хӑй интересӗсенчен ҫӳлерех хумалла. Ҫул начарри, виҫи сахалли ҫине йӑвантарни вӑл кивӗ юрӑ, мещенсен кӗвви вӑл. Парти паян пиртен аш ыйтать. Колхозсенче ҫителӗксӗр пулсан, колхозниксен пур. Пӗлместӗп, мӗншӗн ҫывӑрать райком, мӗншӗн консерватизм тыткӑнӗнче ларать?

«Тен, эп чӑнласах пурнӑҫран юлтӑм пулӗ?» — ӑшӗнче иккӗленчӗ Василий Иванович. — Тен, вӗсем ҫавнашкал кӑтарту илнӗ? Мур пӗлет-и?» Анчах вӑл хӑй шухӑшӗ вӗҫне тухаймарӗ, хӳтӗленме шут тытрӗ:

— Пире лейборист тесе те айӑплама пултаратӑр. Тен, эп пурне те ӑнланмастӑп? Парти виҫӗ ҫул каяллах колхозниксене ял хуҫалӑх продукчӗсем парассинчен хӑтарнӑ. Апла эпир вӑл политикӑна пӑсатпӑр.

— Пачах та пӑсмастпӑр. Хӑйӗнчен ытлашшине колхоз ячӗпе сутать. Александр Михайлович ак, пире пулӑшрӗ те. Паянхи куна Май уявӗ ячӗпе ик ҫӗр тоннӑ аш йышӑннӑ тесе, квитанци ҫырса пачӗ. Ашӗ вӑл пур, ҫул пулсанах пырса кӗрет. Сан, Василий Иванович, ӗҫӳ те ҫак кӑна: район ҫур ҫул планне тултарчӗ тесе, «Советская Чувашия» хаҫата шӑнкӑравламалла, — тыттарчӗ вӑл ӑна квитанци. Унӑн сӑн-питӗнче мӑн кӑмӑллӑх хытса ларчӗ, пуҫне каҫӑртса маччана тинкерчӗ. Пӗр-пӗр пысӑк ҫапӑҫура тӑшманӑн темиҫе генералне тыткӑна илнӗ тейӗн. Аллисене брюки кӗсйине чиксе, ҫӗнтерӳллӗн утса ҫӳрерӗ.

— Ҫиреплӗх ҫук райкомӑн, — мӑкӑртатрӗ вӑл.

Василий Иванович, квитанцие хӑвӑрт пӑхса тухса, сӗтел ҫине ывӑтрӗ, комбинат директорӗ умне пырса тӑчӗ.

— Александр Михайлович! Пуҫ пур ҫинченех ал пусрӑр-и? Мӗншӗн паман выльӑхсемшӗн суя квитанци ҫыратӑр? Кам хушнипе?

Доброхотов хӑйне такам ҫапасран хӑранӑ пек сиксе тӑчӗ.

— Эп, Василий Иванович, нимӗн те ӑнланмастӑп. Ҫыртӑм, хамах ал пусрӑм. Ашӗ вӑл халь парӑнмасан та, тепрер икӗ эрнерен парӑнать. Обком ыйтать те, райком хирӗҫ мар пуль терӗм, — хуравларӗ директор.

— Инструктор обком мар вӑл, — касса татрӗ секретарь.