— Хытса ларнӑ чӑмӑрккисене ҫӗмӗрӗр, — вӗрентрӗ Павел.
Калчасем лайӑх хӗл каҫнӑ. Тавралӑх сарӑлса выртакан симӗс тӗс куҫа лапкать, чуна савӑнтарать.
Каччӑ шофертан кӗреҫе илсе, айлӑмри калчана, пӗр пӗчӗк ывӑс пек тӑприпех касса кӑларса, кабинӑна кӗртсе хучӗ.
— Кунпа мӗн тӑватӑн? — тӗлӗнчӗ шофер.
— Ӑшӑ пӳртре чӗрӗлнине тӗрӗслесе пӑхатӑп.
Сапса пӗтернӗ халӑх хумхана пуҫларӗ: ытти машинӑсем темшӗн часах ҫитмерӗҫ.
— Вӗсем тӳрӗрен кайса лекрӗҫ пулас, — терӗ шофер.
Чӑнах та, Алтан ҫырминче виҫӗ автомашинӑ тӑрать. Малти кӗрсе ларнӑ. Шоферсем аптракан халӑх мар, вӗсем Элекҫие чӗннӗ, лешӗ вӗсене Павел ҫитнӗ ҫӗре пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне каҫара-каҫара ячӗ.
Павел, хӑй плугне «туса пӗтӗртӗмех-ши?» — тенӗ пек, ӑна тепӗр хут пӑхма тимӗрҫӗ лаҫҫи патне утрӗ. Ҫитеймерӗ унта: хӑй тракторӗ патӗнче темӗнле ача хӗрсех ҫунашка тапса туртни кӑсӑклантарчӗ ӑна. Ҫывхарсан, кӗпе ҫуса ҫакмалли шап-шурӑ кантрапа гусеницӑн икӗ трактне сӗтӗрнине асӑрхарӗ. Трактчӗсене улӑштарнӑ хыҫҫӑн, вӗсене вӑл арман кӗлетне кайса пӑрахма мансах кайнӑ.
— Кусемпе мӗн тӑватӑн? — ыйтрӗ Павел.
Каччӑ ҫине машӑр симӗс куҫ тӗлӗнсе тата хӑраса пӑхса илчӗҫ. Шкул ачи ҫӑм алсишпе сӑмсине шӑлчӗ, чӗлхине ҫӑтса янӑ пек, каллех Павел ҫине тинкерчӗ.
— Кам хушрӗ-ха сана кусене сӗтӗрме? — ҫине тӑчӗ Павел.
Ача куҫӗпе ҫӗрелле пӑхса хуравларӗ:
— Шкултан хушнӑ. Тимӗр пухатпӑр.
— Ыйтса илмелле. Кам пухтарать сире?
Елена Егоровна. Ав, тимӗрҫӗ лаҫҫи патӗнче тӑрать вӑл, — тӗллесе кӑтартрӗ ача.
— Кам вӑл Елена Егоровна?
— Вожатӑй.
Трактчӗсем кивӗ ӗнтӗ, парса яма та юрать, анчах чармасан, вӗсем кирлӗ детальсене те илсе кайма пултараҫҫӗ. Тата плугшӑн хӑйсен те тимӗр пухса памалла.
— Кам ачи эс?
— Элекҫин.
— Мӗнле Элекҫин?
— Тракторист Элекҫин, — хӑюланчӗ ача.
Апла эппин, — куллине пытарчӗ Павел. — Ну, кӳр, сана пулӑшам. Малашне ыйтмасӑр ан ил, Ку вӑл колхоз япали, — тесе, ҫӗклерӗ Павел трактсене.
Тимӗрҫӗ лаҫҫи патӗнче, хурт ҫӑвӑр янӑпа пӗрех шавлӑ: шкул ачисем пӗр ҫӗре тӗрлӗрен тимӗр татӑкӗсем купалаҫҫӗ. Кунта кивӗ витресем те, хуҫӑк сенӗкпе татӑк кӗреҫесем, плуг тӗренӗсемпе сӳре шӑлӗсем, куса тӑран шинисем, тутӑхса кайнӑ пичке кӑшӑлӗсем, тӗрлӗрен ӑпӑр-тапӑр. Тимӗр кӑшӑлӗ тавра шкул ачисем кӗпӗрленнӗ, варринче Петӗрпе темӗнле ҫӳллӗ хӗрарӑм тӑраҫҫӗ.
— Сӳре шӑлӗ тетӗн эс. Эп унран фермӑсем валли вӑрам пӑта тӑватӑп. Кӗреҫи сашулка тума каять. Сенӗкне илӗр, тарама. Кӗске татӑк кӗсӗкӗсене илӗр, харама, ыттисем хама кирлӗ. Атту куҫ кӗрет ҫарататӑр, — янрать Петӗр.
— Хыт кукар эс, Петӗр. Тимӗр-тӑмӑрӗ тепловоз тума каять, — тавӑрать Павел еннелле ҫурӑмпа тӑракан хӗрарӑм шӑнкӑрав пек уҫӑ сассипе. — Ну-и Плюшкин эс, Петӗр.
Сассине Павел таҫта илтнӗ, анчах ҫийӗнчех аса илеймест.
— Какой такой плюшкӑ? — янрать Петӗр. Вӑл Павела асӑрхать, вара ҫӑмӑллӑн сывласа ярать. — Ак, парторг та ҫитрӗ. Павел, кала-ха ҫаксене витӗмлӗ сӑмах. Куҫ кӗретех ҫаратаҫҫӗ вӗт!
Хӗрарӑм вӑштах ҫаврӑнчӗ.
Павел каллех кӑвак куҫсене асӑрхарӗ.
— Павел? — тӗлӗнсе пӑхрӗ Лена, унтан хӑвӑрттӑн калаҫма пикенчӗ.
— Кур-ха эс, Павел, ҫак хыт кукара. Тӑн пар та эс ӑна, хӑвӑн шкул умӗнчи парӑмна ан манса кай. Кислородпа ацетилен илнине мантӑр-и? Илсе тухса кайрӑр та, пырса пӑхмастӑр? Володя пӗр суеҫ, хӑйне валли япала кивҫен илес тесен, Ҫавалкаса Казбек тӑвне илсе килсе лартма шантарать, парторгӗ те тусӗнчен ӳксе юлмасть.
— Здравствуйте, — нимӗн пулман пекех сывлӑх сунчӗ те хӗре Павел, ун ҫине тинкерчӗ. Икӗ куҫ харши варринче кантӑр вӑрри пысӑкӑш тур палли пур иккен унӑн. Вӑр ҫаврака та илемлӗ янах. Куҫӗсем кӑна мар хӳхӗм иккен Ленӑн.
— Судья мар та, татса парӑпӑр, — терӗ Павел. — Петӗр хӑйне кирлине илсе юлтӑр, ыттисене илсе кайӑр.
— Во! — савӑнчӗ Петӗр. — Тӗрӗс решени.
Вӑл васкасах тимӗрсене суйла-суйла ачасен пуҫӗ урлӑ ывӑта пуҫларӗ.
— Сирӗн критикӑна, Елена Егоровна, йышӑнатӑп, хам айӑпа каҫарма хатӗр. Ачасене халех тракторпа паллаштарма пултаратӑп. Пыратӑр-и, ачасем? — ыйтрӗ Павел.
Шӑпӑрт тӑракан вӗлле кӗрлесе кайрӗ. Тимӗр купи патӗнче тӑракан ачасем Павела сырса илчӗҫ.
— Сводить туса кӑтарт!
— Кабинӑра ярӑнтар, — кӗрлеҫҫӗ вӗсем.
Павел хӑйне сырса илнӗ ачасене трактор ҫинчен каласа пачӗ, моторне тапратса кӑтартрӗ, анчах радиатора шыв яман пирки нумай ӗҫлеттермерӗ. Ыйту хыҫҫӑн ыйту тӑкрӗҫ ачасем:
— Лачакана путать-и?
— Миҫе сеялкӑ, миҫе тӗренлӗ плуга туртать?
— Сакӑр вунӑ лашана харӑс кӑкарса турттарсан, лашасем е трактор вӑйлӑрах?