Выбрать главу

Павел каласа панине Лена та тимлесех итлерӗ.

— Паянлӑха ҫитет. Сирӗн халь каникул, ыран татах каласа парӑп. Тӑхӑр сехетре килӗр, — пӗтерчӗ Павел.

— Чӑнласах килетпӗр, — тавӑрчӗ Лена. Унтан вӑл ачасене тимӗр-хӑмӑра шкула йӑтма хушрӗ. Пӗр хушӑ сӑмах чӗнмесӗр тӑрсан, йӗкӗте ҫапла каларӗ:

— Санран, Павел, начар мар пионервожатӑй пулма пултарать.

Каларӗ те кулса ячӗ.

«Е ниҫта кайса кӗми ҫамрӑклӑх вӑйӗ вӗрет, е шухӑшсӑрскер», — шухӑшларӗ Павел, ачасем хыҫҫӑн утакан Ленӑна сӑнаса.

Кӑнтӑрлахи апата вӑл каллех фермӑсем патӗнчек турӗрен кайма тухрӗ. Пӗве урлӑ каҫса ҫӳле хӑпарчӗ, типсе ҫитнӗ ҫеремпе килнелле утрӗ. Тем ҫӗклентерчӗ пуҫа. Ҫурхи шывпа тулса шавлакан ҫырма леш енче Марье ӑна хирӗҫех утать. Аллинчи сеткине кӗнекесем тултарнӑ. Ҫӳхе косынки вӗҫне ҫил хӑмпӑҫлантарса вӗҫтерет. Вӑл Павела малтанах асӑрханӑ пулас, аллине ҫӗклесех тем кӑшкӑрать. Илтӗнмест ун сасси, шыв сиккин шавӗнче ҫухалать. Каччӑ та самантлӑха тӑчӗ. Марье ҫыран хӗрнех пычӗ те аллипе ун енне сӗлтрӗ.

Фермӑран тухнӑ лав тӑпах чарӑнчӗ, лавҫи урапа ҫинчен ансах пӗр хушӑ вӗсем енне тинкерчӗ.

— Хӑрамасть, арҫури, — шухӑшларӗ Павел, малалла утса.

Вӑл ҫыран хӗррине пымарӗ.

Павел асне тулли шывпа кӗрлекен фермӑ патӗнчи ҫырма Марьерен ӗмӗрлӗхех уйӑракан ҫырма пек кӗрсе юлчӗ.

3

Ҫуркунне…

Ҫак сӑмаха Лена иккӗмӗш хут чунпа туять. Пӗр вӑрман варринчи поселокра ӳссе ҫитӗннӗскер иккӗмеш хут вӑл ял ӗҫченӗсен сывлӑшӗпе сывлать, вӗсен пурнӑҫӗпе пурӑнать. Амӑшӗ ӑна ҫаплипех вӑтам шкулта пионервожатӑйра ӗҫлет тесе шухӑшлать, хӗрӗ икӗ ҫул хушшинче пӗр эрнене кӑна канма килсе кайнӑшӑн пӑшӑрханать. Дояркӑра ӗҫленине те, хӑй ирӗкӗпех колхоза килнине те пӗлмест вӑл. Тата кирлех-ши пӗлтерме? Лена аслашшӗ Константин Васильевич Ивановпа пӗр вӑхӑтра Чӗмпӗр шкулӗнче вӗреннӗ, учителе тухнӑ. Ӑшшӗ врачра ӗҫленӗ. Анчах Лена ӑна ас тумасть. Амӑшӗ каласа панӑ тӑрӑх кӑна пӗлет. Вӑл ҫие юлнӑскер кӑна пулнӑ. 1938 ҫулта илсе кайнӑ та, таврӑнман урӑх. Упрать амӑшӗ унӑн виҫе ҫырӑвне, сайра хутра вуласа кӑтартать.

Юрать, 1956 ҫулта ашшӗн ырӑ ятне тавӑрчӗҫ. Ҫавӑнтанпа Лена ҫын куҫӗнчен вӑтанмасӑр пӑхать, хӑйне те ыттисемпе танах шутлать. Пулнӑ вӑхӑт — юлташсемех ӑна «эсерка» тесе те кӳрентеретчӗҫ. Унӑн амӑшӗ, Ҫӗрпӳ ҫывӑхӗнчи пӗр салара ӳссе ҫитеннӗ вырӑс хӗрарӑмӗ, чӑваша качча тухнӑ врач, хӑй те чавашла таса калаҫаканскер, нихӑҫан та кӗҫӗн хӗрне пуҫ усма вӗрентмен. Тен, ҫавӑнпах савӑнӑҫлӑ ӳснӗ Лена?

Ҫуркунне…

Кам малтан вӑранать-ши? Дояркӑ е автан? Е иккӗшӗ те пӗр харӑсах вӑранаҫҫӗ-ши?

Васкасах питне ҫӑвать те Лена, фермӑна васкать. Шӑнтман чухне ҫурхи пылчӑка ҫӑрса, шӑнтсан, тумках тӑрӑх кӑчӑр-кӑчӑр пӑрлӑ кӳлленчӗксем урлӑ сике-сике чупать. Фермӑри ӗҫе пӗтерсе шкула хыпаланать. Тӗлӗнеҫҫӗ тантӑшӗсем:

— Лена, санӑн икӗ чӗре пулӗ?

Чӗри ун пӗрре кӑна, анчах ывӑнманскер. Каҫсерен вӑл тӗксӗмрех ҫутӑ лампӑ умӗнче чаваланать: ҫуллахи семестрта виҫҫӗмӗш курсшӑн виҫӗ экзамен памалла.

Ҫуркунне…

Лена чӗрине кӑҫал тем пулчӗ. Итлесшӗн мар вӑл ӑса. Тепре чухне уҫса хунӑ страницӑ ҫинчех пӗр сехет иртсе каять. Шухӑшлать, шухашлать хӗр.

Ҫур ҫӗрте хваттер умӗнчи пӗве хӗррине ҫамрӑк юлан утҫӑ лашасене шӑварма хӑваласа килет. Юрлать, юрлать хӑй юррине. Час-часах сӑмахӗсене те илтме пулать, кӗвви те чунӑ хумхантараканскер. Тепӗр чухне сӑмахӗсене те ӑнланма хӗн, кӗвви те халиччен илтменскер. Илюш сӑмахне те, кеввине хӑех хурать, теҫҫӗ. Ҫакна ҫеҫ туять Лена: ҫав юрӑ-кӗвӗре ҫӑмӑл тунсӑхпа каччӑ йыхравӗ пур. Чӗнет юрӑ чун савнине, чӗнет чечек шӑршисемпе тулнӑ пахчана, симӗсленекен уя, Ҫавал ҫыранне тухма чӗнет.

Ленӑн пӳртрен тухса юрӑ чӗнекен асамлӑ вырӑнсене васкас килет. Кӑларать вара вӑл альбомне. Педучилищӗре вӗреннӗ юлташӗсем. Епле ун чухне нумайччӗ уншӑн ҫунакансем, хӑй ҫеҫ тахӑшне кӑмӑлламаллине, тахӑшне юратмаллине пӗлме иккӗленетчӗ. Парнеленӗ сӑн ӳкерчӗксем. Пӗр ӑльбомӗнче парнеленӗ сӑвӑсем. Хӑшне-пӗрне хӑйсемех те ҫырнӑ пулӗ, нумайӑшӗсем — поэтсен сӑввисем. Уҫать страницӑсене Лена, тӗлли-паллисер уҫать…

«Да, мне нравилась девушка в белом, А теперь я люблю в голубом…»

Кӑна Алеша, Лена шапах вун ҫичӗ ҫул тултарнӑ кунхине ҫырса панӑччӗ. Кулӑшла пулса тухрӗ ун чухне. Амӑшӗн парнине, ҫутӑ кӑвак платйине тӑхӑннӑччӗ Лена. Алешӑпа Таня килнӗччӗ. Алеша вара парне вырӑнне альбом ҫине ҫак сӑвва ҫырса панӑччӗ. Вуласа пама ыйтнӑччӗ унран хӗрсем. Юлашки йӗркисене илтсенех, Таня пӳлӗмрен тухса тарнӑччӗ. Каярахпа вӑл Ленӑна икӗ эрнене яхӑн ҫилленсе ҫӳрерӗ. Иртнӗ ҫул кӑна Лена Алеша ҫырса панӑ сӑвӑ Есенин сӑвви пулнине пӗлчӗ. Ытла та айван пулнӑ ҫав, сӑвӑшӑн та кӗвӗҫнӗ. Халь Алешӑпа Таня мӑшӑрлӑ ӗнтӗ, иккӗшӗ те шкулта ӗҫлеҫҫӗ.