Выбрать главу

— Ҫуркунне…

Нумай улшӑнчӗ Лена Ҫавалкаса килнӗренпе. Хӑйне те ирӗклӗрех, пӗр шухӑшсӑртарах кӑтартма: тӑрӑшрӗ, анчах ӑшри ҫирӗплӗх пӗтме мар татах та вӑйланса пычӗ. Ҫуркунне.

Анна ӑна Павел ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Вӑрттӑн сӑна пуҫларӗ Лена йӗкӗте. Йӑрӑс та ҫӳллӗ кӗлетке. Тыткалама хӑйне ял каччисем пек тыткалать. Анна каласа панӑ тӑрӑх, вӑл темӗнле уйрӑмрах, лайӑхрах пулмалла пек. Клубран пӗрле хӑпарнӑччӗ. Ун чухне Лена ун пирки ҫапла шухӑшларӗ: тӳрккесрех. Акӑ фермӑна Завьяловпа пӗрле пынӑ кун. Лена куҫӗсем пирки калани асрах. Уҫӑмлӑ, ӑшра мӗн пуррине пытарма пӗлмест, тесе шухӑшларӗ. Акӑ, паянхи тӗл пулу. Ачасемшӗн каҫсах кайрӗ. Хӑй ӗҫне аван пӗлет, хӑй ӗҫне тата юратать. Тата… Тата куҫӗсем ытти каччӑсеннинчен урӑхларах: пысӑк та хура вӗсем. Фермӑра тӗл пулнӑ чух ӑшшӑн пӑхнӑн туйӑнатчӗҫ, паян темӗнле ҫирӗпрех…

Ҫуркунне…

Чӳрече хушӑкӗсенчен кӗрекен вӑш-вӑш ҫил сӗтел ҫинчи лампӑ ҫутине вылятать. Сиксе ташласах ҫунать хӑю. Кашта ҫинчи автан шарлаттарсах авӑтса ярать. Конюх Илюш лашисене шӑварма ҫитрӗ, юрӑ юрлать — сӑмахӗсене уйӑрма ҫук. Чӗнет юрӑ чун савнине, чӗнет чечек шӑршисемпе тулнӑ пахчана, симӗсленекен уя, шап-шурӑ ҫӗмӗртлӗ Ҫавал ҫыранне тухма чӗнет. Анчах халлӗхе пахча та чечексӗр, уй та хура, ҫӗмӗртсем те папаккисене ҫеҫ кӑлараҫҫӗ.

Хаш сывлать Лена.

Умра ҫав-ҫавах малалла уҫӑлман кӗнеке страници.

4

Каҫалапа Павел пӑтне Володя пырса кӗчӗ.

— Бригадира, агронома лартнӑ ятпа саламлатӑп, — алӑ тытрӗ вӑл.

— Тавах. Ларура ма пулмарӑн?

— Завьялов чӗнсе илчӗ. Кӑштах калаҫмаллисем тупӑнчӗҫ…

Володя Павел кӗнекисене ухтарма тытӑнчӗ. Пӗр хушӑ чӗнмерӗҫ.

— Кичем сан патра, Павел. Улах сезонне хупрӑмӑр ӗнтӗ, вӑййа тухайман-ха, каяр мар-и клуба? — тет Володя. — Тен, хӗр тупса, авланса ярӑпӑр…

— Авлан, — кӗскен ответлет ӑна Павел.

— Парторг тапранмасть-ҫке…

— Эп ватӑлнӑ ӗнтӗ. Кам хӗр патӑр мана?

— Эп ҫитӗнсех ҫитеймен, — шӳтлет Володя. — Иксӗмӗр те эпир пӗр каткари шыв. Хӗрарӑма мӗнрен тунине-пӗлетпӗр. Макар Нагульнов калашле, хӗрарӑм арҫынсемшӗн опиумпа пӗрех.

— Мӗншӗн опиум? — тӗпчет Павел. Вӑл Володя мӗнле те пулсан ҫӗнӗ хыпар пӗлтерессе кӗтет, — хӑй пирки мӗн те пулин каламӗ-ши?

— Малтанах ман юмаха итле, вара ҫавнашкал ӑссӑр ыйтусем пама пӑрахӑн. Так… Итле… Арҫынна тӗнче пуҫланса кайсанах пӗччен кичем пулнӑ, тет. Вара вӑл турӑ патне каять. Турӑ шухӑшлать-шухӑшлать те хӗрарӑм туса пама шут тытать. Анчах мӗнрен тумалла? Пӗтӗм япалине арҫынна тунӑ чух пӗтернӗ. Ирӗксӗрех туррӑн пур ҫӗртен те тӗрлӗ япала илме лекет. Хайхискер хӗвелӗн виҫӗ пайӑркине, уҫӑлтарса яракан шыв хӑватне, мамӑк ҫемҫелӗхне, пыл шерпетне, хур акӑшсен тӑпӑлккалӑхне, кӑвакарчӑнӑн йӑвашлӑхне, хир качаки куҫӗсен илӗртӗвне, пӑшин хумханӑвне илет те пӑтратать. Ытла те шерпет пек пылак ан пултӑр тесе, тилӗн чеелӗхне, мулкач хӑравҫӑлӑхне, чакакӑн сӳпӗлтилӗхне, вӑрман кушакӗн хаярлӑхне, ҫилӗн улшӑнӑвне, ҫумӑр пӗлӗчӗсен макравлӑхне хушать те пӗтӗм ҫутҫанталӑкӑн хӑрушлӑхне вӗрсе кӗртсе чун парать. Ҫапла майлаштарать вӑл хӗрарӑма. Илсе тухса парать вара ӑна арҫынна, унтан ҫапла калать: — Лайӑх упра, лайӑх усра, кунашкаллине урӑх кураймӑн, тет. Тӗрӗс мар-и юмах? — пӗтерет юмахне Володя, вара иккӗшӗ те харӑҫ ахӑлтатса кулма тапратаҫҫӗ.

— Халӑх сӑмахӗнче тӗрӗслӗх пур, — килӗшет Павел. Володьӑн иксӗлми шӳт. Вӑл юптарма тытӑнсан, хӑй хуна ҫеҫ тӑратса лар. Анчах Володя сӑмах виҫине пӗлет, вӑхӑтра чарӑнать.

— Итле-ха, Павел, шӳчӗ тарам, мана пӗр шухӑш канӑҫ памасть. Ҫавӑнпа килнӗ те эп. Эс пире ялти рабочи клас тетӗн. Эп килӗшетӗп. Так. Таҫта та ҫынсем коммунизмла ӗҫ бригади тӑваҫҫӗ, эпир ҫеҫ теме кӗтетпӗр. Ыран пуху пухар та, обязательствӑ илер. Эпир мӗнрен кая? Сан кӗҫ аслӑ пӗлӳ пулать, виҫӗ тракторист аттестатпа, ыттисене каҫхи шкула хатӗрлеме пулать. Эп хам пӗлӳ илесшӗнех ҫунмастӑп, маншӑн ӗҫ пултӑр. Енчен эс начар ӗҫлетӗн пулсан, хӑв ҫураличчен кахаллу ҫут тӗнче курсан, мӗне кирлӗ вӑл аттестат? Трофим Матвеевич калашле, пирӗн ахаль те вӗреннӗ ҫын нумай, ӑслисем сахал. Ячӗ те пирӗн — ӗҫ бригади. Вӗренӳ бригади мар. Атту шухӑшласа кӑлараҫҫӗ халь тем те пӗр, хитре шухӑшах пӑсса яраҫҫӗ, кайран ҫав шухӑш урӑх енне пӑрӑннине курсан, хӑсас килет.

Павел урай тӑрӑх каллӗ-маллӗ кумать.

— Тӗрӗс, Володя. Эп кунта ҫӗнӗ ҫын-ха, ҫавӑнпа ҫак шухӑша эсир пуҫарса каласса кӗтнӗ. Пирӗн пуҫаруҫӑсем пулмалла. Эпир — колхоз механизаторӗсем. Пирӗн йывӑр ӗҫсене ҫӑмӑллатмалла. Эпир ӗҫлекен ӗҫ ытла та пӗр енлӗ: тырӑ акатпӑр, тырӑ выратпӑр, ака тӑватпӑр, фермӑсенче вара ҫаплипех витрепе шыв йӑтаҫҫӗ, кӗреҫепе тислӗк хыраҫҫӗ. Икӗ ҫӗр ҫул каялла та ҫапла пулнӑ, халь те ҫавах. Эпир хӗрарӑмсем, хӗрсем тертленни ҫине пӑхса тӑратпӑр. Пире мӗн? Уйра пухса кӗртнӗ, икӗ алла — кӗсьене. Ҫулталӑкра тракторист миҫе уйӑх ӗҫлет? Кӑшт-кашт хӗлле, апрельпе май уйӑхӗнче. Унтан — тырӑ пиҫсе ҫитсен. Эс кукурузӑ кӑпкалатан, пухса кӗртен. Ыттисем ыраш акаҫҫӗ, кӗрхи ҫӗртме тӑваҫҫӗ. Тракторпа ҫулталӑкра тӑватӑ уйӑхран ытла ӗҫлейместӗн те. Комбайнерсем тата? Вӗсен тырӑ вырсан ӗҫӗ пӗтет. Механизаторсене фермӑна куҫармалла. Фермӑна.