— Каҫар, Павел, эп сысна пӑхма каймастӑп. Анчах шухӑшна ырлатӑп. Так. Шухӑшу лайӑх. Анчах электричествӑ ҫук. Хулара урамсене ҫутатма та ҫитет, пирӗн электросваркӑ тума та энерги ҫук.
— Кӑҫал пулать. Мускав та пӗр ҫулта, пӗр ҫул хушшинче ӳссе ларман.
— Пулать тенипех пулакан мар. Прыгунов вӑл тӑрӑх пӑхать те урлӑ утать.
— Тӑватпӑр, Володя. Хӑравҫа хӑйӗн хӑти те хӑяматӑн курӑннӑ тет. Эпир хӑрасах тӑмӑпӑр.
— Чи малтан водопровод кӗртмелле.
— Силос кӑларассине механизацилемелле… Калаҫсах иртсе каять ҫӗр.
Володя ҫывӑрма та Павел патнех юлать.
Тепӗр кун, ирхи апат тунӑ хыҫҫӑн, ун патне Элекҫипе Гришка ҫитрӗҫ. Иккӗшӗ те хӗрӗнкӗ, анчах хӑйсем ӑна палӑртасшӑн мар.
— Ир тӑракан куракӑн сӑмси шурӑ, теҫҫӗ. Эпир паян пыра йӗпетмелли тупрӑмӑр. Аш сӑра кӑпӑк пекех. Анне паян ҫеҫ сӗрчӗ, — пукан ҫине ларчӗ Элекҫи.
— Сӑран мӗн ун, хапи пур та, хӑвачӗ ҫук. Тула ҫеҫ чуптарать. Ҫавӑнпа ҫутти кӑмӑллӑрах. Сахал та, хӑватлӑ та, — сӗтел ҫине эрех кӗленчи кӑларса лартрӗ Гришка.
— Хамӑр ҫӗнӗ пуҫлӑха ҫӑвас терӗмӗр, — Павела куҫ хӗсрӗ Элекҫи.
— Хатӗрле стакансем, бригадир. Ҫур аки пуҫлансан, ҫутти ҫинчен мар, арӑму ҫинчен те манатӑн. Аса илӗн ун чух опытлӑ тракторист сӑмахне, — пуканне сӗтел ҫывӑхнерех шутарчӗ Гришка.
— Сума сунӑшӑн тавтапуҫ, атьсемӗр. Ҫумасан та чӑкӑлташмӑп. Эсир паян мункунне манса кайнӑ-им? — ыйтрӗ Павел.
— Эпир ялта пурӑнатпӑр вӗт, — сӗтел ҫывӑхнех куҫса ларчӗ Элекҫи те. — Ҫавӑнпа туяннӑ ку эрехе.
— Туяннӑшӑн ырлатӑп пуль тетӗр-и? Ҫук. Воскресник ҫинчен те манса кайрӑр. Эсир коммунистсем-ҫке. Эпир тухмасан, комсомолецсем кутӑнлашса тӑрсан, ял кулать пирӗнтен. Шавларӗҫ-шавларӗҫ те, хут ҫине ҫырса хунипех ирттерсе ячӗҫ, тейӗҫ. Акӑ сана парти организацин авторитетне чакармалли сӑлтав тупӑнчӗ те. Кӑна эс, Гришка, аяккарах пытар, — эрех кӗленчине илсе хуҫине пачӗ Павел.
— Эпир воскреснике кайма тухнӑ та, — иккӗшӗ те харӑсах персе ячӗҫ трактористсем. — Хӗрсен ӗҫлеме аванрах терӗмӗр. Чӗлхе те лайӑхрах ҫаврӑнкалӗ, терӗмӗр.
— Ӗҫлеме кам ӗҫсе каять?
— Ну, мӗн турткалашса тӑратӑн, — эрех кӗленчине аллинче ҫавӑркаларӗ Гришка. Унӑн куҫӗсем Павел ҫине иккӗленчӗклӗн пӑхрӗҫ: уҫмалла-ши, уҫмалла мар-ши? — Виссарион Маркович пыра йӗпетни урана йӗпетни мар, тетчӗ. Шӑнса пӑсӑлас хуйхӑ ҫук. Хальхи вӑхӑтра кӗрсе ларасси те часах. Тухтӑрсем пек каласан, профилактикӑ тумалла.
— Ҫук, Гришка, ӗҫки пирӗнтен тарчӗ. Май уявӗнче е ҫур аки пӗтерсен ӗҫӗпӗр. Халь мар. Атьӑр, — хыпалантарчӗ Павел хӑнасене — ир ӗҫекен ҫынна тӳсме пултараймастӑп.
— Кӑна эс ытлашши. Юлташсене хисеплемен пек пулать. Эпир ыр сунса, парнепе, эс пире хирӗҫ кӗреҫепе, — хутшӑнчӗ Элекҫи.
— Юлташлӑх ӗҫкӗре мар, ӗҫре ҫуралать. Ак, ҫур аки пӗтерсен… Бригадира лартрӗҫ тесе мӑнна хуни мар ку. Тракторист тупиччен сирӗнпе ӗҫлетӗп. Ӗҫлекен ҫын нушине ӗҫлекен ҫын пӗлмест-и? Халӗ эсир уйри шырлансем патне кайӑр, эп ялти ҫырма хӗррине йывӑҫ лартнӑ ҫӗре кайӑп. Сирӗн пата йывӑҫсем Володя тиесе пырать.
Хапха умӗнче сыв пуллашрӗҫ.
— Апла каҫчен тӑхтама лекет, — кӗсйинчи эрех кӗленчине тӳрлетрӗ. Гришка.
— Тӑхтама лекет, — ассӑн сывларӗ Элекҫи. — Ку бригадир, Виссар мар, шӑнӑрлӑ…
Ав, Ҫавал леш енне каякан ҫулпа прицеп кӑкарнӑ «Беларусь» шӑвать. Маттур Володя, вӑл авӑ Салукана кайса йывӑҫ тиесе килет.
«Ӗҫӗпе те, чӗлхипе те пултарать, — шухӑшларӗ Павел. Ӑсӗ те ҫителӗклӗ. Пур колхозниксем те ун пек пулсан, пурте унашкал умрине курса ӗҫлесен, колхоз мӗншӗн юлса пытӑр?»
Кӗреҫе йӑтнӑ ҫынсем Ҫавал хӗрринелле те, уялла та, яла касса каякан ҫырмасем еннелле утаҫӗ. Ҫак хусканӑва эрнипех лӑпланма памалла мар. Мункун ӗҫкине пусарса ларттӑр вӑл. Кӗҫӗр клубра — мункун сиенӗ ҫинчен лекци. Лекцине ахаль ҫын мар, Хыркасси чиркӗвӗнче пачӑшкӑра тӑнӑ, халь учительте ӗҫлекенскер вулать. Ун хыҫҫӑн — «Чудотворная» кинокартинӑ. Ӑна колхоз тӳлесех кӑтартать. Анаткасра шкул ачисем концерт параҫҫӗ. Пӗтӗм халӑх клуба пухӑнмалла кӗҫӗр. Пылсӑрашӑн мар ҫунтӑр этем, ыррӑн та лайӑххӑн кантӑр. Ҫапнӑ пӗлтерӳ ват ҫынсене те хускатрӗ. Ӗнер авӑ миҫе старикпе карчӑк Павелран: «Клубра мӗнле пуп тухса калаҫать вара?» — тесе, чарсах ыйта-ыйта пӗлчӗҫ. Вӗсене халиччен курман япала ытла та кӑсӑклантарать-мӗн. Тавтапуҫ Василий Ивановича. Унӑн шухӑшӗ вӑл. Пуп пулнӑ ҫынна лайах кӗтсе илме хушрӗ вӑл.