Выбрать главу

Муталка хӗрринче хӑлӑх хӗвӗшет.

Ҫурхи шыв кунта яланах хастар: хӑвӑрт та чӑрсӑр.

Нимӗнпе те чарма ҫук пек туйӑнать ӑна: вӑл ҫырана ишӗлтерет, ҫулран ҫулах тарӑнлатса, сарса пырать. Ҫавах та кунта йывӑҫ лартма никам та шухӑшламан пулӗ ку таранччен. Колхозӑн ал ҫитмен, колхозниксем пирӗн ҫӗр мар, тенӗ пуль ҫав.

Ҫулла ҫырма типсе ларать. Шывӗ автан качине те йӗпетенмест. Ҫыранне вара кӑвакал курӑкӗ, шыв хупахӗ ӳссе ларать.

— Эхе, парторг, кая юлтӑн! — аякранах кӑшкӑрчӗ колхоз председателӗ.

Трофим Матвеевич ҫӗлӗкне пуҫ тӳпине хӑпартса лартнӑ. Кӗске сӑран тужуркине карта юпи ҫине хывса ҫӑкнӑ. Хӑй хӑмӑр ӑшӑ кӗпепе, галифепе, кирзӑ атӑла.

— Йӗкӗте нумайрах ҫывӑрсан та юрать, — Павел хутне кӗчӗ колхоз председателӗпе юнашарах шӑтӑк алтакан Санька.

— Кайри мала тухакан-ха, — тавӑрчӗ вӗсене Павел.

— Сан кӗлеткепе кая юлсан, ҫӗр те чӑтас ҫук, — сасартӑк пырса тӑчӗ тимӗрҫӗ Петӗрӗ. — Вӑрман енче ҫын сахалтарах, ҫавӑнпа пулӑшу ыйтма килтӗм, — терӗ вӑл.

— Тӑхтӑр, унталла анатпӑр. Килекен ҫынсене сирӗн пата ярса тӑрӑп, — хуравларӗ председатель.

Ҫынсем ҫырман икӗ енӗпех саланнӑ. Хӑшӗсем колхозниксен анкартисене те кӗрсе кайнӑ.

— Трофим Матвеевич, — кӑшкӑрать леш енчи ҫырантан Анна, — хуҫисем тухсан, пире ҫапса пӑрахаҫҫӗ.

— Ан хӑрӑр, — тавӑрать председатель. — Хам кунта, йывӑҫ лартамасан, анкарти картисем ҫеҫ мар, сарайӗсем те ҫырмана каяҫҫӗ. Хӑйсене кайса чӗн-ха, тухса алтчӑр.

— Вӗсен килӗнче комсомолец ҫук, — тавӑрать Анна.

— Ку колхоз воскресникӗ.

— Юрӗ эппин, — кӗреҫине лартсах чупать Анна. Павел пӗр пирус туртса ярас вӑхӑтрах икӗ шӑтӑк алтса пӗтерчӗ, виҫҫӗмӗшне пуҫларӗ.

Ҫырма икӗ енӗпех икшер рет лартма килӗшрӗҫ. Ҫырма хӗрнерех — йӑмрасемпе тирексем, шаларах — ҫӑкасемпе вӗренесене. Кунта йывӑҫ пӗр вунӑ сехет тӗлнелле ҫеҫ тиесе ҫитме палӑртнӑ, ҫавӑнпа ҫынсем, шӑтӑк алтса пӗтерме тӑрӑшрӗҫ.

— Кур-ха, ал тупанӗ хӑпарса та тухрӑ, — Павел патне пычӗ Трофим Матвеевич. — Ытла тур пилӗкленсе кӑйнӑ.

— Эсир хӑвӑр ан чавар, кӑтартусем пӑрса ҫӳрӗр, — кулчӗ Павел.

— Иксӗмӗр тухман пулсан, ҫакӑн чухлӗ ҫын тухатчӗ тетӗн-и? Кур-ха, мӗн чухлӗ халӑх! Унашкал ӗҫ ҫинче ҫеҫ пулать. Учительсем те юлман. Вӗсене Ҫавал хӗррипелле ятӑм. Тӳлӗк, Василий Иванович калашле, «Сизов ӗҫе» анчах ан пултӑр. Хуппа ҫыхмасан качакасемпе сурӑхсем пӗр йывӑҫне те хӑварас ҫук.

— Сизов мар, — кулчӗ Павел, — «Сизиф ӗҫӗ». Эсир калани тӗрӗс. Ял хушшинчисене ҫыхма тивет.

— Эп ҫӗтӗк михӗсем илме яратӑп. Витесем патӗнчи пӗве хӗрринче пӗлтӗрхи курӑс хупӗ тӗ сахал мар. «Сизиф ӗҫӗ» ан пултӑр, — кулӑпах тавӑрчӗ председатель. — Кам вал Сизиф? Тутар-и, туркӑ-и? — кӑсӑкланчӗ вӑл.

— Авалхи легендӑ паттӑрӗ вӑл. Турӑсене ҫиллентернӗшӗн Зевс ӑна ӗмӗр тӑршшепех ту тӑррине пысӑк чул хӑпартма хушнӑ. Лешӗ хӑпартса ҫитерме кӑна тӑрать — унӑн чулӗ аялалла кусса анса каять. Ӗмӗр тӑршшӗпех ҫапла, — хуравларӗ Павел.

— Тулӑксӑр ӗҫ, эппин. Эп тӗрӗс ӑнлантӑм-и?

— Тӗрӗс.

— Вӗреннин усси пурах. Манӑн тепре чух кӗнеке мар, хаҫат вулама та вӑхӑт ҫук… — тӗксӗмленчӗ Трофим Матвеевич. — Ну, эп кайрӑм. Йывӑҫсем ҫитнӗ ҫӗре ҫыхмалли те пулать.

Председатель кӑмӑллӑ пулин Павела хумхантарать. Унӑн сасартӑк Трофим Матвеевича пӗтӗмпех-пӗтӗмпех каласа кӑтартса, каҫару ыйтас килет. Нимӗн пытармасӑр. Ан тив, вӑл судья пултӑр, вӑл татса калатӑр. Анчах ҫӑвар уҫӑлмасть.

…Кӑнтӑрла иртсен йывӑҫ лартса пӗтерчӗҫ, ял варринчисене курӑс хупӗсемпе, ҫӗтӗк михӗсемпе ҫыха-ҫыха лартрӗҫ. Анчах ҫынсем саланма васкӑмарӗҫ, Муталка урамӗнчи йӑмрасем патӗнче кӗпӗрленсе тӑчӗҫ.

— Пӗлтӗр ку вӑхӑтра ҫур ял ӳсӗр, кӑҫал юрӑ та илтӗнмест, — калаҫма пуҫларӗ Санька.

— Эсӗ те урах та, кам ӗҫтер? — тӗксе илчӗ Петӗр.

— Маншӑн ан кулян, санӑн та пыр тӑваллах мар. Май уявне пур пӗрех тӑватӑп, — хӗрӳленчӗ Санька.

— Саншӑн хӗлӗпех Май уявӗ, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Трофим Матвеевич. Кӑнтӑрла ӳсӗр курсан, турех пилӗк ӗҫ кунӗ штрафлатӑп.

— Маншӑн пилек ӗҫ кунӗ мӗн вӑл, — кулса ячӗ Санька.

— Вӑл-ку, тарам. Эсир, арҫынсем, яланах ӗҫкӗ ҫинчен калаҫатӑр. Паян ак чиркӗве каякансем те ҫук, — хушса хучӗ Анна.