Выбрать главу

Влас Иванов-Паймен

Кĕпер

Пролог

Ахăрсамана

Чулçырмасем ахаль чух ĕçрен пушă вăхăтра та ĕçсе-супса çӳремеççĕ. Вăхăт çитсен, ĕçеççĕ вара! Ялĕпех. «Вăхăчĕ» ĕнтĕ вăл — е праçник, е туй. Мункунпа çимĕк çеç хăшпĕр çул типĕлле иртсе каяççĕ: е мункунĕ çураки тĕлне, е çимĕкĕ утă вăхăтнерех килсен.

Кăçал мункун типĕлле иртрĕ. Çавăнпа ваттисем çи-мĕке антăхса кĕтеççĕ. Тата виçĕ кунтан килетех ĕнтĕ вăл — шавлă та савăк уяв.

Хĕвел каç еннелле сулăннăччĕ. Малтикас çыннисем пӳрт çумĕнчи каскасем çине ушкăнланса ларнă. Юлхаввăн тем пуплекелеççĕ. Ялта лăпкă, сас-чĕв илтĕнсех каймасть. Анчах кĕç çырма леш енче йытăсем харăс вĕрме пуçларĕç. Тăвайккинчен тусан юпи çавраçил пек ĕрĕхсе килчĕ. Кĕмсĕртетсех. Çӳлти кĕпер çĕмĕрĕлес пек шатăртатса илчĕ. Çавраçил пĕлĕчĕ Малтикас урамĕ тăрăх ыткăнчĕ те таçта урам вĕçĕнче чарăнса сĕвĕрĕле пуçларĕ. Тусанпа чĕркеннĕ урапа çинче кам выртса пынине уйăрсах илеймерĕç пуль урамри çынсем, çапах лашине палларĕç.

— Çырма вăрринче каллех ахăрсамана пуçланать ĕнтĕ, — терĕ пĕри.

— Пăсара Макарĕшĕн нимле чару çук. Мĕскĕн Марьене хĕнесе вĕлеретех пуль, шуйттан.

— Икĕ Макара чаракан çук çав, — терĕ тепри, ассăн сывласа. — Ку хуть ĕçсен çеç ашкăнать. Лешĕ урă чух та урнă йытă пек.

«Лешĕ» хăш Макар пулнине каламарĕ çынни. Çапах пурте каламасăрах ăнкарчĕç: ял куштанĕ Хаяр Макар ĕнтĕ вăл.

Анчах ахăрсамана тени кунта мар, Шалтикасра сасартăк пуçланчĕ. Унта пуянсем пурăнаççĕ. Малтан çав енчен темĕскер мĕкĕрнĕ пек илтĕнчĕ. Малтикас ачисем тӳрех çыран урлă Шалтикасалла ыткăнчĕç. Кĕç мăн арçынсем те çавăнталлах туртăнчĕç: хăшĕ васкамасăр, тайкаланчăк утăпа, хăшĕ ача-пăча пек хашкăлтатса — тӳрех çыран урлă.

Тискертерех мăн сасă те юрласа, те уласа кĕрлет.

— Этем сасси мар ĕнтĕ, шуйттан сасси пуль, — аптраççĕ çынсем.

— Шуйттанĕ юрĕччĕ-ха. Михаля арханкăль мар-и? Çавă ерихон труби витĕр кăшкăрать пуль. Ахăрсамана килмерĕ-и?

— Ах, турăçăм, пӳлĕхçĕм! Пирĕн ял Шалтикасран пуç-ланнă, ахăрсамана та çавăнтан пуçланмалла тетчĕç ваттисем.

— Аçтан пуçлантăр тата! Шалтикас пуянĕсенчен ытла кам çылăха кĕрет?

— Пăхăр-ха, чăнах та, тамăк труби çухăрать!

Чулçырма чăвашĕсем çак çĕршыва куçса килсен тин вырăс тĕнне йышăннă. Анчах чăваш туррине те мансах кайман-ха вĕсем. Йывăр килсен, сăпатсăр пӳлĕхе те асăнаççĕ. Виçĕ сăпатлă вырăс турринчен çапах хытăрах шикленеççĕ хăйсем. Ерихон труби çинчен те илтнĕ. Вăл тĕнче пĕтес умĕн кĕрле пуçламалла. Акă хайхи кĕрле те пуçларĕ вĕт. Хăй хĕрлĕн-саррăн, симĕссĕн-кăваккăн ялкăшать. Тĕрлĕрен сăрă ярăмĕсем каçхи хĕвел çутипе тамăк çулăмĕ пек те курăнса каяççĕ. Труба ани-çăварĕ урапа кустăрми пысăкăш. Пĕчĕкçĕ чӳречерен епле хĕсĕнсе тухма пултарнă-ши? Вĕреçĕлен мăйĕ евĕрлĕ трубан кĕпçи таçта шалта. Кĕпçерен вĕрекен арханкăлĕ те çавăнтах — пĕчĕк пӳртре пулас. Пуян çуртне кăмăлламан-ха Михаля арханкăлĕ, Тайман Сахарĕн пӳртне пырса кĕнĕ. Куншăн тĕлĕнме кир-лĕ мар. Ахальтен-и Тайман Сахарне тепĕр чух Çветтуй Сахар тесе чĕнеççĕ.

Халăх кĕске те анлă урам варринчи çăл тавра сурăх кĕтĕвĕ пек чышăнса кĕпĕрленнĕ. Тамăк трубинчен хăраса ӳкнĕ çынсем кĕтӳ варринелле тăрăнма пăхаççĕ. Майĕпе айванрах карма çăварсем ĕрлешекен пӳрт еннелле çывхара пуçларĕç. Те арханкăль сасси йăвашланчĕ, те çыннисем хăюланчĕç — малтисем чӳрече умнех пырса тăчĕç. Труба пĕр самантлăха чарăннă вăхăтра пӳртре çын сĕрлени илтĕне пуçларĕ. Ĕçкĕ мар-и кунта? Чăнах та ĕçеççĕ вĕт Сахар пӳртĕнчисем. Арханкăльне те кăшт сыптарчĕç пулас — вăл трук хĕрĕнкĕллĕ савăк сасăпа юрласа ячĕ:

Ехал с ярмарки ухарь купец, Ухарь купец — удалой молодец…

Урамри çынсем кулкала пуçларĕç. Пĕр шур сухал çилĕпе лач! сурчĕ те: «Арханкăль сасси мар ку — усал сасси. Çветтуй Сахар йĕрĕхе парăннă», — тесе аяккалла танккарĕ. Анчах ун пек ухмах урăх тупăнмарĕ. Пурте кăшкăракан, калаçакан, юрлакан, ташă кĕвви çаптаракан тĕлĕнтермĕш труба сассине каçса кайса итлерĕç.

Чаплă пӳртсем хушшинче хĕсĕнсе ларакан пĕчĕк пӳрт хуçи Тайман Сахарĕ йĕрĕхе парăнман та, эрехе парăннах ĕнтĕ. Эрехĕ те йĕрĕхренех пуль çав. Ялта хальччен чиперех пурăннă Сахар, амăш вилсен, час-часах сыпкала пуçларĕ. Асĕпе те тайăнман-и çак? Хитре Чулçырмана пăрахса, ялтан таçта тухса каясшăн. Хулара икĕ лашаран пĕрне сутса янă та граммофон туяннă. Ун пек тĕлĕнтермĕш хаклă та усăсăр япалана ялти пуянсем мар, Куçминккари купцасем те туянман-ха.

Çав тĕлĕнтермĕш япалана пула Тайман Сахарне ют енне ăсатма пĕтĕм ял пухăнчĕ. Ыран-паян вăл пушкăрт ялĕсем урлă, нимĕç колонийĕсем урлă Пасарлăяла тухса каять.