Анчах Трашук пуян ачипе пĕрле нумаях пурăнаймарĕ. Чее çыннăн усалĕ те час палăрать. Малтан чиперех пурăнчĕç вĕсем. Айван Трашук лешĕн чеелĕхне сисмерĕ, унпа ытлашши шанса калаçрĕ, хăй Мăрзабай патне кĕнеке илме кайни çинчен те каласа пачĕ. Çавăн чух Наçтукăн сарă пушмакĕ пирки те асăнчĕ пулас. Çавăншăн кĕçех ӳкĕнмелле пулчĕ унăн. Пуян ывăлĕ Трашука нимех те тумарĕ пек, анчах сăмах майăн Мăрзабай хĕрĕсене иккĕшне те тем тĕрлĕ хурласа, мăшкăлласа пĕтерчĕ. Ирсĕр сăмах калама та вăтанса тăмарĕ…
Хĕллехи каникула каяс умĕн Трашук хăйне валли урăх хваттер тупас терĕ. Пĕлет-ха вăл: хваттершĕн тӳлеме ашшĕн укçа та, тырă та çук. Çавăнпа хваттер шырама юриех катари чухăн вĕçе кайрĕ, килĕрен çӳресе йăлăнчĕ:
— Хĕллехи вăхăта хваттере ямăр-ши мана? Тӳлеме укçа çук та… ĕçлесе татăлăп. Вутă касма, выльăх пăхма, курăм турттарма, юр тасатма, кăмака хутма, ача пăхма пултарап…
— Хĕлле хамăр та ĕçсĕр аптратпăр, — терĕç ăна арçынлă килте.
— Тепле. Ют çынна хваттер яма хăнăхман эпир. Шыраса пăх, тен, кам та пулин йышăнĕ, — терĕç теприсем.
Ĕмĕчĕ татăлнăччĕ Трашукăн. Хуть куллен Чулçырмаран Куçмииккана çуран танкка, хуть вĕренме пăрах. Мĕн пулсан та, ĕлĕкхи хваттере таврăнмасть вăл, чее те усал ачапа пĕрле пурнаймасть.
Каникул пуçлансан та тăван яла васкамарĕ Трашук, каллех çине тăрса хваттер шырарĕ. Юлашкинчен анкарти хушлăхĕнче пĕр уйрăм ларакан вăрăм тăм пӳрте асăрхарĕ. Кунта та малтан йышăнмарĕç ăна. Чăлах алăллă вырăс Трашук хăйĕн сăмахĕсене кĕлĕ вуланă евĕр йăлăнса каланă хыççăн труках хирĕç чĕнмерĕ. Ним илтмен çын пек пуçне чиксе ларчĕ-ларчĕ те, тин ассăн сывласа:
— Çук, ача. Ют çынпа айкашма май килмест пирĕн, — терĕ.
Çав вăхăтра шалти пӳртрен упăшки пекех салху сăнлă майра тухрĕ. Ку ача мĕн пирки килнине пĕлсен, майра сасартăк хӳхлесе ячĕ:
— Турă сана пирĕн пата çул кăтартрĕ пуль, ачам. Ан хăвала ăна, Степанушка, пурăнтăр. Вăл пирĕншĕн вăхăтсăр çĕре кĕнĕ Миттяй вырăнне пулĕ. Миçере эс, ачам, мĕн ятлă? Пирĕн мĕскĕн ывăлăн тантăшĕ пулас…
Çапла Трашук хăйне валли тинех ăнăçлă хваттер тупрĕ.
Чее Миттяран уйрăлни пур енчен те лайăх пулчĕ. Хуçисем Трашук ашшĕ-амăшĕ пекех чухăн пурăнакан çынсем, вăтанса-туса тăмалли çук. Ерçнĕ вăхăтра Трашук вĕсене ĕçре пулăшкалать: вăрмана вутă касма кайса килет, выльăх валли анкартинчен утă-улăм турттарать, кирлĕ пулсан, кăмакине те хăех хутса ярать. Хуçисем, сасар-тăк ачасăр юлнăскерсем, тăван ывăл вырăннех юратса пăрахрĕç кăмăллă та ĕçчен ачана.
Каçсерен Трашук кĕнеке тытса ларать. Хăшпĕр чух вăл хуçисене, вĕсем иккĕш те килте пулнă вăхăтра, юмах кĕнеки вуласа парать. Сăвăласа çырнă кĕнекесене те шеп вулать Трашук. Кашни сăмаха пĕр такăнмасăр вырăс пекех уççăн янраттарать.
Анчах Трашукăн хуçасенчен вăрттăн ĕç те пур. Вăл çывăрма выртас умĕн яланах çыру çырать — Наçтук патне. Пĕр каç çырать, тепĕр каç вулать. Вулать те… çурса тăкать. Хĕлĕпех çапла: çырать те çурать, çырать те çурать…
Мĕн кăна çырмарĕ-ши Трашук Наçтук патне çак икĕ çул хушшинче! Çырăвĕсем, çурман пулсан, пĕр кĕнеке пулĕччĕç. Чăвашла та, вырăсла та çырнă. Чи пирвайхи çырăвне халĕ те астăвать. Вăл çапла пуçланатчĕ: «Беру перо в руки, пишу письмо от скуки. Перо мое по бумаге заскрипело, сердце во мпе заболело». Сăмахĕсене хăй пуçĕнчен шухăшласа кăларман. Вырăс ачисем хушшинче унăн юлташ пур — Вася Черников. Çавăн аккăшĕ патне хуларан пĕр каччă çыру çырса тăрать. Вася пĕррехинче аккăшĕн çырăвне тупнă та Трашука вуласа панă. Çав çыру пуçламăшне астуса юлнă пирĕн каччă.
Юлашки вăхăтра ытларах чăвашла çырать Трашук. Çырма çавах та хăй юлташĕн аккăшĕ патне такамран килекен çырусем тăрăх вĕренет. Пĕр çырăвне пĕтĕмĕшпех сăвăласа çырнă хулари çыруçă. Çырăвĕ пит хитре пек туйăнчĕ Трашукшăн. Сăмахĕсем епле! «Писать красиво не умею, листок украсить не могу. В любви открыться я не смею, но познакомиться хочу». Наçтук патне чăвашла çакăн пек çырсан мĕн пулĕ-ши?
Икĕ каç тертленчĕ каччă. Чăвашла та хитре тухать иккен. Чĕре çуннă чух тем те çырма пултаратăн. Акă мĕнле пулса тухрĕ çыру пуçламăшĕнче:
Яланхи пекех, Трашук тепĕр каç хăйĕн çырăвне темиçе хут вуласа тухрĕ те… çурса тăкмарĕ. Те çырăвĕ чăнахах хитре тухнăран, те ӳсе киле каччăн хăюлăхĕ хутшăннăран — паян Трашук урăх шухăш тытрĕ: мĕн пулсан та, ку çырăва Наçтук патне ярса памаллах. Хальччен чĕлхе çавăрса калайманнине, ан тив, хут каласа патăр.