Выбрать главу

Кĕтери

Ирхине ăнăçсăр каччă çав шухăшпах вăранчĕ.

Анчах ку тарăхтармăш çырăва мĕнле майпа ярса парас-ха? Наçтук пĕлтĕрсенчи пек хулара вĕренет пулсан, почтăпа çыру ярасси ним марччĕ. Çук çав, кăçал Павăл мучи юратнă хĕрне темшĕн хулана вĕренме урăх ямарĕ… Паян ытларикун-çке — пасар кунĕ. Чулçырмасем пасара лăк килеççĕ, салтак арăмĕсем сакăр çухрăма çуранах çӳреççĕ… Ай, чăнах та! Салтак арăмĕсем! Вĕсем мана яла-нах çыру çырма йăлăнатчĕç. Паян эпĕ вĕсене йăлăнса пă-хăп. Шанчăклăрах хĕрарăма тĕл пуласси çеç…

Шкула каяс умĕн çак шухăшсем хупăрларĕç труках теветкелленсе кайнă каччă пуçне.

Иккĕмĕш урок хыççăн Трашук, учительтен ыйтса, пасара тухса уттарчĕ. Ял варринче виç-тăватă лавкка тавра халăх хĕвĕшет. Кунĕ уяр. Хĕвел аванах ăшăтса пăха пуçланă. Урамри юр сарăхнă, тачкаланнă. Тимĕр витнĕ лавккасен тăрринчен тумламсем патлатса ӳкеççĕ. Çуркунне çывхарать.

Те хĕвел кăмăллăн пăхнăран, те каччă чĕри хăюланнăран, Трашукăн паян юрлас килет, юратас килет. Трашук юратать. Наçтука юратать, пĕтĕм çут тĕнчене юратать…

Унталла утнă чух çаплаччĕ, ĕмĕтсем çунатлăччĕ. Каялла таврăннă чух ĕмĕт-çунатсем шанса ларчĕç, çут тĕнче тĕксĕмленчĕ, Наçтук сăнĕ таçта, тĕтреллĕ инçетре çухалчĕ. Мĕскĕн каччăн утти те ват çыннăнни пек чикĕнчĕк, кĕлетки те курпунланнă пек курăнать.

Мĕн пулчĕ вара пасарта çак халь кăна хастарланса утнă йĕкĕте? Нимех те мар. Кирлĕ-кирлĕ мар çынсене тĕл пулни çеç. Вĕсем ăна чухăн каччă умĕнчи çитмĕл çичĕ чăрмав пирки астутарчĕç. Çав кăна.

Чи малтан ăна Хаяр Макар тĕл пулчĕ. Мăн кăмăллă пуян куçран пăхса та «палламарĕ» Трашука. Çăпата Ми-халин ывăлĕ уншăн çын та мар иккен. Куштан пуян таçталла пăрăнчĕ, çав вăхăтрах Мăрзабай мучи куç тĕлне пулчĕ. Ку паллатчĕ ĕнтĕ Трашука, алă парсах калаçтаратчĕ… Çавăнпа та йĕкĕт «ырă» пуянран хăй тепĕр еннелле пăрăнса кайрĕ. Хуçаран таракан вăрă-хурах пекех тарчĕ вăл аяккалла, халăх хушшине пулса çухалчĕ. Темшĕн ва-ра тахçан-тахçан пулса иртни аса килчĕ…

Пĕррехинче Рамаш ăна Смоляков лавккаçăн пахчине кĕрсе панулми татма илĕртрĕ. Панулми! Çак ырлăх ялта ун пахчинче çеç ӳсет. Ана Трашук нихçан та тутанса курман. Анчах… вăрлама чĕнет-çке юлташ!

Трашук иккĕленнине Рамаш сисмерĕ. «Эсĕ пĕр енчен, шăтăкран кĕр, эп тепĕр енчен çатан урлă каçăп. Икĕ вăрра хăваласа пĕрне те тытаймĕ хуралçă», — терĕ те юлташне, ирĕксĕрлесех шăтăкран чăмтарчĕ.

Лавккаçăн аслă ывăлĕ Санька пахча хураллама шăп çак шăтăк тĕлне, улмуççи айне килсе ларнă пулнă. Анчах хăй… çывăрса кайнă мĕскĕн. Хĕп-хĕрлĕ улмасем куçа илĕртеççĕ. Виç-тăват улма татса хĕве чик те шăтăкран каялла чăм кăна!

Çук, татмарĕ Трашук. Çывăракан ачаран темшĕн на-мăсланса-вăтанса кайрĕ йăваш ача. Рамаш кайран хытă вăрçрĕ: «Лавккаçăн пахчине тустарнăшăн çылăх пулмасть. Вăл хăй ял çыннисене çаратса пурăнать. Эх, тăрнай!» Тăрнайран мар-ха, çылăхран хăранипе те мар. Чун сасар-так намăсланса пăшăрханнипе çапла пулчĕ. Анчах Трашук ун пирки шарламарĕ. Пурпĕрех шухă юлташĕ ăнланаяс çук ăна.

Хале те ак çапла: Трашук Мăрзабайран пахчана панулми вăрлама кĕме хатĕрленнĕ çын пек вăтанса тарчĕ.

Çитменнине, хавшака йĕкĕт икĕ лавкка хушшине пырса тухрĕ, унта Мăрзабай çуни çинче хайхи Санька ларнине курах кайрĕ. Халĕ вăл Трашукран та çитĕннĕрех каччă — унран пĕр çул аслăрах.

Лавккаçă ывăлне тĕл пулни йĕкĕтĕн теветкелне савçимех вĕçтерсе ячĕ. Санька хусан çунин ларкăчĕ çинче пуçне те, тул еннелле кăларнă çутă атăллă хăрах урине те ухса, шăхăркаласа ларать.

Хĕлле пулин те, урине вăл вĕçкĕнленсе çутă атă тăхăннă. Мăрзабай çуни çинче хуçа пек сăмсине каçăртса ларать. Наçтук каччи мар-и çак! Сарă сăран пушмак хура çутă атă еннеллех пăхать пуль çав. Санька Трашука асăрхаймарĕ. Трашук вара, унран та нăрăнса, тинех пуçне чиксе, каялла танккарĕ. Çапла кăшт утнă хыççăн вăл хăйне хăй васкатрĕ: «Юлашки урока ĕлкĕресчĕ!»

Шкул патне çывхарсан, Трашук асăрхарĕ: крыльца çинче хĕрарăм хĕвелçаврăнăш тĕшĕлесе ларать. Кĕрĕк тăхăннă. Пуçне хăмăр шаль тутри çыхнă, уринче — сапланă çăматă. Пĕрре пăхсанах паллă — куçминккасем мар, пасара килнĕ çын. Пĕр-пĕр вĕренекен ача амăшĕ пулас. Кунта Трашук пек ют ялтан вĕренме килнисем лăках.

Палламан çынна мар, паллаканнине те ăнсăртран куçран пăхма именет Трашук. Крыльца çине пуçне чиксе хăпарчĕ, шкул алăкне уçса ячĕ…

— Пире паллами пултăн иккен, Трашук мучи, — терĕ хĕрарăмĕ çав вăхăтра.

Ах туру! Тĕнчере те пĕр çын кăна çапла чĕнет Трашука. Ку тата кам? Сассине паллаймарĕ йĕкĕт, хĕрарăм еннелле варт! çаврăнса пăхрĕ.