Кĕтери пуçне çĕклесе уйăха хирĕç пăхрĕ. Кăшт тăр-сан, пăшăлтата пуçларĕ: «Уйăх, уйăх, ан хуплан!.. Уйăх, уйăх, ан хуплан!» Ашĕнче тата урăхла та ӳкĕтлесе пăхрĕ уйăхне: «Эй, кĕвентеллĕ хĕрĕмçĕм, илтсем мĕскĕн Кĕтери сăмахне, çавăрсам савни кăмăлне!» Уйăхĕ илтмерĕ, пĕлĕтпе хупланчĕ…
Трашук хĕр чĕрин вăрттăн туйăмне сисмерĕ. Мĕскĕн каччăн хăйĕн чĕри тем пек çунать. Айван-ха каччи. Хĕрсем хăйсем те тарăхса хăшпĕр чух уйăх çине сикме хатĕррине пĕлмест вăл, кĕвентеллĕ хĕрĕн усал шăпи çинчен те илтмен. Кĕтери çыру çыртарас шухăшпа çеç килнĕ-ши вара кунта? Ялта çыру çырма пĕлекен çын çук-им-ха? Çынсем Çимук-писаре çыртараççĕ-çке…
Çук, çак шухăшсем вăранмарĕç мĕскĕн каччă пуçĕнче. Пĕр шухăш çеç янраса тăрать вĕçсĕрех: «Кĕтери Наçтукăн акамĕ, Кĕтери шанчăклă çын… Анчах епле сăмах пуçлас-ши?»
Хушлăх вĕçĕнче хĕрпе каччă иккĕшĕ те, ывăннă пек пулса, вĕрлĕк çумне пырса сĕвенчеç. Трашук сăмах пуçласанах, уйăхĕ пĕлĕт айĕнчен тухса таврана çутатрĕ, куçра юр йăлтăрккисем выляма тытăнчĕç. Трашук тытăнкаласа сăмахланă вăхăтра Кĕтери шурă пирпе витĕннĕ хир еннелле пăхса тăчĕ. Каччă калаçма чарăннă хыççăн та тӳрех сăмах хушмарĕ вăл. Каярахпа тин йăваш сасăпа ери-пен каларĕ:
— Ятрус учитель пире пĕррехинче «Нарспи» ятлă кĕнеке вуласа пачĕ…
— Эпĕ те вуланă ăна, — терĕ Трашук, Кĕтерие пӳлсе.
— Вуланă та пуçа илмен, — тет Кĕтери, сассине хы-тарса. — Асту, укăлча каччи: сана та Сетнере каланă пек каласа хурĕç: «Трашук, йытă, кĕççе пит, пуян хĕрне ан хапсăн!» — тейĕç. Ватă Мăрзабайсем кăна мар, хĕрĕ хăй çапла каласран хăрамастăн-и? Ача вăхăчĕ иртсе вĕт пирĕн. Хĕрсем-каччăсем пултăмăр ĕнтĕ. Тен, Наçтукăн хăйне тайăн каччă пур пуль? Çавăн пирки шухăшласа пăхман-и эс, Трашук пичче?
Кĕтери сăмахĕсем каччăн чĕрери суранне ыраттармаллах пырса тиврĕç. Чăнах та, Наçтук кăмăлне пĕлмест вĕт-ха вăл. «Трашук мучи» тесе ихĕлтетнинчен урăх ним те çук. Çавах кĕсъери çыру кĕлт тĕртсе илет хуçине: «Парса яр Кĕтерирен», — тенĕ пек туйăнать.
— Мĕн пулать те мĕн килет, Кĕтери… Маншăн пĕр ырă ĕç туса пар, илсе кай çак тарăхтармăш çырăва, Наçтука кайса пар.
— Юрĕ, эппин, — терĕ Кĕтери, хурланнă пек пулса, анчах çавăнтах ахăлтатса кулса ячĕ. — Хăваласа тыт мана, тытсан, илсе кайăп çырăвна, тытаймасан, хăвна айăпла!
Çапла каларĕ те Кĕтери хушлăх вĕçĕпе хирелле вирхĕнтере пачĕ. Трашук, капла пуласса кĕтменскер, кая юлса вырăнтан хускалчĕ. Чупас енчен унпа хĕрача мар, арçын ача та нихçан танлашайман. Чылай кая юлса тапранни уншăн ним те мар…
Акă, çул тарăн лупашка тĕлне çитсен, Кĕтери сылтăмалла пăрăнчĕ. Укес мар тенĕ пек пулса, аллисене сарса ячĕ, чупма кăшт чарăнса, сулахаялла пăрăнчĕ. Каччи шăп çав вăхăтра хĕр еннелле сикрĕ. Анчах хĕрĕ тăп чарăнчĕ те каччине пĕтĕм вăйпа кăлт тĕртсе аялалла вăркăнтарчĕ. Трашук чикелене-чикелене лупашка тĕпнех çитрĕ, тарăн юр ăшне кĕрçе выртрĕ. Хĕрĕ, кулкаласа, каялла, пӳртсем еннелле чупрĕ.
Лупашкаран ĕселенсе тухса, пӳрт тĕлне çитсен, Тра-шук унталла-кунталла пăхкаларĕ. Ниçта та пĕр мĕлке курăнмасть. Чылай вăхăт пӳрт умĕнче кĕтсе тăчĕ — çук.
Пӳрте кĕрсен асăрхарĕ: кĕрĕкĕ çакăнса тăрать, хăй курăнмасть. «Кăмака çине хăпарса выртнă та иккен, качака таки», — тавçăрса илчĕ Трашук.
Ирхине ыйхăран вăраннă хыççăнах Трашук сĕтел çинчи хут татăкне курчĕ. Армак-чармак саспаллисемпе çырнă: «Араскална тытаймарăн, укăлча каччи. Çырăвна почтăпа ярса пар. Е манран шанчăклăраххине шыра».
Хĕрлĕ ялавпа ылтăн хĕрес
Трашук, çĕрпӳртре çуралнăскер, мĕн пĕчĕкренех нуша курнипе чухăн пурнăçа хăнăхса çитнĕ. Пуянлăха ăмсанман вăл, капăр тумлă тантăшĕсене кĕвĕçмен. Хăйсен çĕрпӳртне ашшĕ-амăшне юратнă пекех юратнă. Халĕ дядя Степăн тăм пӳртĕнче керменре пурăннă пек туять хăйне хăй. Çĕтĕк кĕрĕк Трашукшăн вĕр-çĕнĕ тумтиртен хаклăрах…
Анчах Трашукшăн та тум пирки кĕвĕçес кун пурпĕр çитрĕ иккен. Енер Санькăна пасарта тĕл пулнă хыççăн çăпаталлă урине вăтанса асăрхарĕ вăл. Çав туйăма кĕсъери çыру хускатрĕ пуль, тата Санька… Мăрзабай çуни çинче вăл хуçа пек мăрăлтатса, шăхăркаласа ларни.
Çапла иккен вăл юрату тени! Хуйхăсăр пуçа ахалех тĕрлĕ шухăшсем кĕре пуçларĕç; кирлĕ-кирлĕ мар туйăмсем те вăранчĕç. Нихçан нимрен тарăхман йĕкĕт чунĕ тарăха пуçларĕ. Кĕтери армак-чармак çырса хăварни те йĕкĕлтет: «Укăлча каччи… »
Анчах кĕç пуçланса кайнă тĕлĕнтермĕш ĕçсем Трашукăн пĕчĕк хуйхи-суйхине çилпе вĕçтерсе ячĕç.
Паянхи ир яланхи пекех лăпкă пуçланнăччĕ. Тетя Феня Трашука улма икерчи пĕçерсе пачĕ. Пĕлет майра: улма икерчи — чăваш ачишĕн чи тутлă сăй. Ирхи апат чух хуçи çапла каларĕ:
— Улма шăтăкне ĕнер те, виçĕмкун та уçаймарăмăр. Паян уçасчĕ. Май пулсан, иртерех шкултан килме тăрăш-ха, Троша.