Выбрать главу

«Заманине» те асăнса илчĕ Тимĕркке. Халь вăл хăйĕн чаплă сăмахне сасăпа калама асăрханать, ăшĕнче çеç асăнса илет.

Сурхурисĕр çĕнĕ çул

Çĕнĕ çула кăçал чулçырмасем çĕнĕлле кĕтсе илчĕç. «Сурхури» вырăнне ял тăрăх «спектакль» сăмах сарăлчĕ.

Спектакль тени малтан Лешеккинче пулчĕ вăл. Çавăнта Арланов ялти пĕтĕм çамрăк-кĕрĕме ертсе кайнăччĕ. Спектакльтен савăккăн шавласа таврăнчĕç йĕкĕтсемпе пикесем. Качака Матви çул тăршшĕпе: «Шире дорогу — Любим Торцов идет!» — тесе кăшкăрчĕ…

Халăха чăвашла спектакль кăтартма ĕмĕтленнĕ «хулари чăвашсем» тинех чăваш ялне те килсе çитрĕç. Лешеккинче вырăсла спектакль кăтартнă хыççăн Мăрзабай Çимунĕпе Мулла Анукĕ ытти артистсемпе пĕрле Куракхăвине таврăнмарĕç, Чулçырмана куçрĕç те çĕнĕ çула чăвашла спектакль хатĕрлеме тытăнчĕç.

«Репетици» сăмаха та юратрĕç чăвашсем. Кашни каç Шкула репетици тунă çĕре ушкăнĕпе çӳрекен пулчĕç.

Репетици вăхăтĕнче Çимун хăех Гордей Торцов та, режиссер та, суфлер та пулчĕ. Арланов халь Митя ятлă ĕнтĕ, Антонина Павловна — Любовь ятлă, унăн амăшĕ — Мулла Анукĕ. Качака Матвине Любим Торцов туса пăхрĕç.

Лешеккинче илтнĕ сăмахсене урамра вырăсла чиперех кăшкăрса çӳрерĕ йĕкĕт, репетици тунă чух вара вĕсене чăвашла та кирлĕ пек калаймарĕ, темшĕн вăтанса ӳкрĕ. Сасси те килĕшмерĕ ун, чăн та, качака сасси пек — çинçешке те пĕчĕк çурăк чан евĕрлĕ чĕтрет.

Самана Тимĕркки хăй Качака Матвине пĕр-пĕр режиссер пекех вĕрентсе пăхрĕ:

— Кăкруна ак çапла каçăрт, сассуна хытар, урмăштар, сулахай аллупа халăха сирме тăрăш, сылтăм аллуна, çӳле çĕклесе, малалла тăсса яр…

Анăçсăр артиста вĕрентнĕ май хăй çапла хăтланса, Тимĕркке куç умĕнчех улшăнчĕ, суфлер сăмахĕсене — те лайăх илтменнипе, те юриех — кăшт улăштарса кăшкăрчĕ:

— Пăрăнăр çул çинчен — Любим Торцов пуян пиччĕш патне хăнана килет!

Халăх, репетици вăхăтĕнче те çапла тумалла пуль тесе, Тимĕркке хăтланкаларăшне алă çупса йышăнчĕ. Мулла Анукĕ ăшне тытса лăхлатрĕ. Çимунпа Арланов савăнса ӳкрĕç.

— Пьесăри сăмахсене пăсмасăр калама вĕренсен, санран лайăх Любим Торцов хулара та тупаймăн, — терĕ Çимун.

Анчах Тимĕркке артист пулма килĕшмерĕ, хăйне хăех тиркерĕ вăл:

— Çук, çын сăмахне пăсмасăр калама пултараймастăп. «Замани» те сиксе тухма пултарать. Тата… тепĕр тесен, Совет влаçне сцена çинче те ĕçке ярăнма юрамасть.

Антонина Павловна Тимĕрккепе килĕшрĕ.

— Эпир спектакле хатĕрленнĕ вăхăтра Владимир Наумович чаршав умĕнче халăха сăмах калатăр, — терĕ.

Вара режиссерсем Качака Матвинех сассине хытарма, кăкăрне каçăртма вĕренте пуçларĕç.

Халăх çĕнĕ çул çитессе вĕтеленсе кĕтет. Вăл хăйне ытлашши кĕттермерĕ кăçал, васкаса килчĕ. Раштав хыççăн эрнерен килекенскер, кăçал раштавччен эрне маларах килсе çитрĕ.

Спектакль курма пынă çынсем шкул çуртне шăнăçаймарĕç.

— Çулла пулсан, урамрах сцена туса пĕтĕм яла спектакль кăтартаттăмăр. Халь мĕн тăвар ĕнтĕ? Куракхăвинче те, Лешеккинче те капла пулмарĕ. Чулçырмара пĕтĕм ял спектакль курма йăтăнасса шутламанччĕ эпир, — савăнчĕ те, пăшăрханчĕ те Çимун.

Анчах тултисем алăк çĕмĕреççĕ-ха. Вара Тимĕркке, шкултан тухса, тултисене ӳкĕтлеме пикенчĕ.

— Лăпланар, юлташсем. Спектакль курма килнĕшĕн тав сире… Эсир те курмасăр юлмăр. Ыран сирĕншĕнех тепĕр хут кăтартăпăр, паян курнисене урăх кĕртмĕпĕр…

— Суймастăн-и, Тимĕр пичче?

— Совет влаçĕ нихçан та суймасть!

Малтан Çимун шăналăк умне тухса сăмах каларĕ: çĕнĕ çулпа çĕн календарь, çĕнĕ стиль пирки ăнлантарса пачĕ. Çĕнĕ çул васкаса килнĕшĕн никам та кӳренмерĕ, алă çупсах йышăнчĕç ăна.

Мăрзабай Çимунĕ шăналăк хыçне чăмсан, мала Самана Тимĕркки тухса калаçрĕ. Ана Мулла Анукĕ пĕр çур сехетрен кая мар, «артистсем сухал çыпăçтарса, пит-куç хуратса-шуратса хатĕрленсе çитиччепех» калаçма хушрĕ.

— Вăхăт çитсен, систерĕп, — терĕ.

— Юлташсем! Совет влаçĕ Чулçырмара та, пĕтĕм Самар кĕпĕрнинче те, пĕтĕм Раççей çĕршывĕнче те ĕмĕрлĕхе çирĕпленчĕ…

Малалла Тимĕркке фронтри çĕнтерӳсем пирки тата фронта ăшă тумтир пухса ăсатасси пирки каларĕ. Анчах ĕмĕр власть умĕнче çăвар уçма хăраса пурăннă халăх халь сăмах чĕнмесĕр лармарĕ.

— Юрĕ-ха, Тимĕр пичче, кун пирки эс пирĕнпе кулленех калаçатăн. Халь пире ху Фальшина мĕнле йĕрлесе тытни çинчен каласа пар-ха. Суд пулнă-и, пулман-и?

— Ма çав тăшмана персе вĕлермеççĕ?