Выбрать главу

Юмах пĕтсен те ачасем темиçе минут шăпăрт ларчĕç. Микка пичче тата юмах ярасса кĕтрĕç пуль. Çук, юмахçă урăх юмах ямарĕ, ларнă çĕртех сасартăк йăванса кайрĕ. Вара Тимĕркке мучи шалти пӳрте чупса кĕчĕ те ачасене пурне те пӳртрен хăваласа кăларчĕ.

Ирхине Тимĕркке, пар лаша умлă-хыçлă кӳлсе, Весуккана çын ячĕ. Елкĕреймерĕ Ятрус Хрулкки. Вăл Чулçырмана çитиччен Шатра Микка тепре тăна кĕмесĕрех вилсе кайрĕ…

Клубри çынсем пирвайхи спектакле, Анук пӳртĕнчи ачасем Шатра Миккан юлашки юмахне ĕмĕрлĕхе астуса юлчĕç.

Пин те тăхăрçĕр çирĕммĕш çул Чулçырмара çапла пуçланчĕ.

Кĕпер юписем

Çук çав, арçын пулса çитейменччĕ-ха ун чух Тарас. Илюша умĕнче макăрмарĕ вăл, Антонина Павловна патĕнче те макăрмарĕ, унпа пĕрле кĕпер урлă та чиперех каçрĕ. Инкĕшне курсан, куççульне тытса чараймарĕ вара…

Тараса калаçтармарĕç. Ана шалти пӳртри хăйĕн вырăнĕ çине вырттарчĕç те пĕчĕк ачана йăпатнă пек йăпатма тăрăшрĕç. Куççуль витĕр инкĕшĕн сăнне путлĕ кураймарĕ те вăл. Темшĕн пурте тулти пӳрте тухрĕç. Антонина Павловна пĕчченех Тарас умĕнче ларчĕ, унпа пĕр шухăшлă пулнă çын пек пăшăлтатса, пуçран вĕçĕмсĕр ачашларĕ.

— Ан макăр, ан макăр, Тарас, — терĕ вăл. — Ольăна ним те каламăпăр эпир. Хут илмен вăл… Дезертирсенчен хăраса киле чупнă Тарас, терĕм эпĕ, пĕчĕк кĕпер урлă каçнă чух урине ыраттарчĕ, терĕм. Эс татах макăрсан, Оля сисет вара. Ан макăр, Тарас, арçын пул. Эс çĕр çывăрмасăр ĕшенсе çитнĕ. Çывăр кăшт, лăплан. Кайран та ан макăр. Эс: «Арçын тгулап, — терĕн вĕт, — пичче вырăнне шуррисемпе çапăçма каяп», — терĕн. Кайăн, сана хамăрах ăсатса ярăпăр. Эс партие çырăнап терĕн. Партие çырăнма сан çул çитмен-ха. Çамрăксен хăйсен парти пур, Союз теççĕ ăна. Коммунистла Союз теççĕ, комсомол теççĕ. Эс ялта пуринчен малтан çав Союза çырăнăн, ячейка секретарĕ пулăн. Унта çырăнма та пăртак çул çитмен-ха сан. Юрĕ-çке, ун пирки никама та каламăпăр. Кĕлеткепе те, ăстăнпа та йĕкĕт пек курăнатăн эсĕ.

Чулçырма шывĕ пек шăнкăртатса юхать учительница сасси. Пуринчен хитре вăл, Антонина Павловна… Ячĕ те хитре ун, сасси те хитре…

«Иăпатать вăл мана, улталать. Хĕрлĕ Çара хамăрах ăсатăпăр тет, çавăнтах ячейка секретарĕ пулăн тет… Улталаççĕ вĕсем мана, йăпатаççĕ… Атте госпитальте выртать, пичче вăрманта… ».

Лăпланнă май Тарас шухăшĕ пăтрăна пуçларĕ. Чуна кантаракан лăпкă сасă илтĕнми пулчĕ. Антонина Павловна, тулти пӳрте тухса: «Çывăрса кайрĕ, мĕскĕн. Пуçĕ вĕриленнĕ хăйĕн. Чирлесе ан ӳктĕрччĕ», — тенине илтмерĕ Тарас.

Ун чух чирлемерĕ вăл. Анчах пĕр талăк çывăрса тăнă хыççăн ăна амăшĕ те, инкĕше те паллаймарĕç. Çывăрнă вăхăтра вăл ача сăнне ĕмĕрлĕхе çухатнă тейĕн. Никампа калаçми пулчĕ. Ниçталла пăхмасăр, никама курмасăр, шухăша кайса ларать.

Икĕ хуйхă пуçа илсе, виççĕмĕшне манма тăрăшрĕ Оля. Пĕр хуйхи вăл — Тарас. Тепĕр хуйхи… хуйхă та мар-ха вăл, кĕтнĕ савăнăç. Савăнăçне те чипер кĕтсе илмелле çав. Куллен Урлăвăрмана çити çуран çӳрерĕ Оля. Тараса та хăйпе çӳретсе йăпатма тăрăшрĕ.

Якалĕнчен таврăннăранпа эрне иртсен те, уйăх иртсен те уçăлмарĕ Тарас кăмăлĕ. Пиччĕш ятне вăл пĕрре те асăнмарĕ. Ма-ха Оля хăй те асăнмасть? «Инке манран маларах хыпар пĕлмен-ши?..» — тесе шухăшлать вара Тарас.

Оля кăна мар, Евграф Архипович та, Антонина Павловна та, ялан ачашшăн калаçса, ăна йăпатма тăрăшрĕç. Пĕри те нихçан та пиччĕшне асăнмарĕ.

Лешеккинче праçник вăхăтĕнче Тарас пуринчен малтан комсомрла çырăнчĕ. Ана, чăнах та, ячейка секретарĕ турĕç…

Чĕрене касакан хуйхă майĕпе сĕвĕрĕле пуçларĕ. Халăх çинче пулса, халăхшăн усăллă ĕç туни хуйхăпа кӳтсе çитнĕ чуна та канăç парать иккен. Хăй валли те, комсомолецсем валли те ĕç хыççăн ĕç тупрĕ Тарас. Ял тăрăх Хĕрлĕ Çар валли ăшă тумтир пухса çӳрерĕç вĕсем; субботник туса, хĕрлĕ салтак арăмĕсене вутă касма, хуçалăха тир-пейлеме, утă турттарма пулăшрĕç. Кĕçех тата репетицисем пуçланчĕç.

Пирвайхи спектакль пулнă каç Тарас сасартăк йывăр чирлесе ӳкрĕ.

… Тарас пуçĕ çинче çаврăнакан арман чулĕ çĕре ӳксе çĕмĕрĕлчĕ, кĕленче пек чăнкăртатса саланчĕ. Тарас, çав чул çĕнĕрен пуçа килсе пусасран хăраса, ерипен куçне уçрĕ. Арманта мар, килтех выртать иккен вăл — тулти пӳртре, кравать çинче. Ененмерĕ Тарас, каллех куçне хупрĕ.

Пӳрчĕ те, кравачĕ те, кун çути те, — пĕтĕмпех суя вĕсем. Суя тĕнчере пурăнса йăлăхтарчĕ ĕнтĕ. Ним йĕркелĕх çук çав вĕри те суя тĕнчере: этем пуçĕ çинче арман авăртать, чул кĕленче пек ванса саланать, атте чӳречерен вĕçсе кĕрет те алăкран чупса тухать, Рамаш пĕлĕт çӳллĕш юпа çине чупса хăпарать…