Выбрать главу

Шалтикаса кайман е унтан таврăннă кӳршĕсем аякран пăхса тăраççĕ, пырса хутшăнма хăраççĕ курăнать. Кăяш Тимкки, чупса çитсенех, Пăсарана пилĕкрен çавăрса тытрĕ. Лешĕ, ӳсĕр пулин те, палларĕ ют ял çыннине, вăйлă ытамран вĕçерĕнме тапаланса кăшкăрчĕ:

— Сан мĕн ĕç пур кунта, ристант! Ан çыхлан луччă, каллех тĕрмене хуптарап сана.

Малалла ĕçсем хăвăрт пулса иртрĕç. Тимкка чышки-семпе сулкалакан çынна хулпуççи çине çавăрса хучĕ те картишнелле утрĕ, лере ăна тăм кĕлете кĕртсе пăрахрĕ, алăкне тул енчен çаклатса хучĕ. Лешĕ унта тулăксăр çуйăхма тытăнчĕ…

Тимкка урама чупса тухрĕ те вилнĕ пек выртакан хĕр-арăм ал тымарне хыпашласа тупрĕ, урамра тăракан çын-сене хăй патне чĕнсе илчĕ

— Пулăшăр-ха, тăванăмсем, Марьене пӳрте йăтса кĕрсе вырттарар.

Мĕскĕн хĕрарăма йăтса кĕрекенсем тупăнчĕç. Вара Кăяш Тимкки Рамашпа канаш тытнă пек калаçа пуçларĕ:

— Халь тата мĕн тăвăпăр-ха? Куçминккана пульницана леçсе хăварăттăмăр — çул çинче вилсе кайма пултарать. Акă мĕн тăвăпăр: чуп, Рамаш, ман сăран хутаçа илсе кил, кĕлетре вăл…

— Пĕлетĕп, — терĕ те Рамаш кил еннелле тапса сикрĕ.

Самлей чăвашĕ вара хапха умне пухăна пуçланă çынсемпе калаçма тытăнчĕ:

— Мĕскĕн Марьене вилĕмрен çăласчĕ, тăванăмсем. Кам та пулин лаша кӳлсе Лешеккине кайса килĕр-ха. Ятрус учителе илсе килĕр. Вăл çеç Марьене çăлма пултарать.

— Чухлатпăр. Унран лайăх тухтăр тĕнчере çук. Унăн кашни çын валли вилĕ шывпа чĕрĕ шыв пур, — терĕ таçтан килсе тăнă юмахçă Шатра Микка. — Эп кайса килĕттĕм те, лашам çук. Кӳршĕсем пурте лашисене улăха янă пуль.

Тахăшĕ аса илчĕ:

— Ара, Макарăн хăйĕн лаши килтех пулмалла. Анчахрах вăл таçтан тĕрлеттерсе таврăнчĕ.

— Мĕн таçтанĕ! Хупахранах ĕнтĕ, — мăкăртатрĕ Марье пекех упăшкинчен шар куркаланă, пĕтĕрĕнчĕк сăнлă хĕрарăм.

— Кӳлĕр, кӳлĕр лашине. Макартан хăраса ан тăрăр. Эпĕ ответлă пулăп, — васкатрĕ çынсене Кăяш.

— Юрĕ. Эпĕ те ответлă пулăп вара, — терĕ картишнелле ярăннă юмахçă.

Ĕçсем çапла майлашкаланă çĕре Рамаш сăран хутаç йăтса килчĕ. Вара Кăяш Тимкки пӳрте кĕчĕ.

Рамаш урама юлчĕ, çынсем калаçнине итлесе тăрать.

— Тĕнчере пĕр ырă çын та пулин тупăнчĕ.

— Кам вăл, ăçтисем?

— Кăяш Тимкки, Самлей чăвашĕ. Анчахрах тĕрмерен тухнă, тет.

— Мĕншĕн тĕрмене лартнă-ши çавăн пек лайăх çынна?

— Халăха лайаххи влаçшăн начар пулать. Усал ĕç тунăшăн лартман ĕнтĕ. Ахальтен мар Кăяш ятлă вăл. Кăяш тени пушкăртла хĕвел тени пулать. Пушкăртсем çапла ят панă ăна. Усал çынна ун пек ят памĕччĕç. Рамаш çак сăмахсене ĕмĕрлĕхе астуса юлчĕ.

Хитре ял

Чулçырма Тук ятлă чылай пысăк юханшыв çинче ларать. Тук шывĕ ытти юханшывран юласшăн мар. Унăн сылтăм енĕ — çыранĕ — сăртлă, сулахай енĕ — катари Урал тăвĕсен кĕçĕн юппи. Тук сăртлăх çумĕпе йăпшăнса юхать, анчах вырăнĕ-вырăнĕпе вăл, темиçе çухрăм аяккалла пăрăнса, вăрман, улăх е шурлăх валли ирĕк вырăн хăварать. Хушăран ту йăранĕпе юханшыв хушшинче тăваткалрах тӳрем лаптăксем тĕл пулкалаççĕ. Чулçырма çавнашкал лаптăк çине килсе ларнă.

Малтан куçса килекенсемшĕн лаптăкĕ тăвăр пулман. Тĕрлĕ хуралтăсем валли те, пахча е анкарти валли те вы-рăн çителĕклĕ пек курăннă. Анчах ялĕ ӳснĕçем ӳснĕ. Анкартисем сăрт çине куçнă, улма пахчисем — хире. Халь ĕнтĕ кунта ялăн малалла ӳсме — сарăлма вырăн çукпа пĕрех. Кăнтăр енчен Тук çыранĕ — чăнкă çыран — чарса тăрать, çурçĕр енчен — сăртлăх, тухăç енчен шурлăх та ейӳ çаранĕ, анăçран — ейӳ вăрманĕ. Çитменнине, çак пысăк мар лаптăка пĕчĕк юхан çырман тарăн варĕ çурмалла çурнă.

Çĕнĕрен пӳрт лартакансем аптранипе хăшĕ тăвалла сарăлма пахнă, хăшĕ шурлăхлă вырăнсене хупăрла пуçланă. Виçĕ пĕчĕк урам хутшăннă вара: Тукасси, Шурлăхкасси, Киреметкасси.

Урам тени кунта шутсăр нумай: Малтикас, Шалтикас, Тăвайкки, Тӳрурам, Тĕплĕурам, Çырмапуçĕ, Çырмавăрри, Хĕрлĕçыр… Вĕсем хулари евĕрлĕрех — урлă та пирлĕ. Çавăнпа вырăссем Чулçырмана тăрăхласа Китай-город теççĕ.

Урамĕсем вăрăмах мар. Чăн вăрăмми — Малтикас. Вăл ытти чăваш ялĕсен тĕп урамĕ пекех хуркайăк çулне тĕллесе çурçĕртен кăнтăралла тăсăлнă.

Ял ятне пĕчĕк юхан çырма ятне кура панă. Юхан Чулçырма ту хушшинчен тухса, ял урлă та çыранланса юхать, ял варринчех пысăк шыва юхса кĕрет. Чулçырма юххи, аякран пăхсан, хăвалăх йăрăмĕ пек çеç курăнать. Çав «хăвалăх» патне çывхарсан тин куратăн: варта çырма хĕррипе ӳсекен ват йăмрасен тăрри вăл. Чулçырма варĕ урлă ял картинчех икĕ кĕпер туса лартнă. Çурхи шыв кĕперсем таран тулса хăпараймасть. Çавăнпа кĕперĕсене çирĕп, яланлăха тунă. Вĕсен хушши — Малтикас тăршши — çухрăма яхăн.