Выбрать главу

Таврари чăвашсем çак хĕсĕк вырăнта ларакан Чулçырмана хитре ял теççĕ. Ялĕнчен ытла тавралăха кăмăлланипе çапла калаççĕ пуль. Чăн та: ял илемĕ — ытарайми тавралăхра.

Сăртлăх çумĕпе тухăçран анăçалла юхакан Тук шывĕ (лăпкă, анлă та тарăн шыв) ялтан виç-тăватă çухрăм тăвалларах кăнтăралла пăрăнать те, вунă çухрăмлă кукăр туса, каллех сăртлăх патне çывхарать. Çав пысăк кукăрта шултра вăрман кашлать, Вăрманпа сăртлăх хушшинче — улăх, ейӳ çаранĕ. Çурхи шыв чаксан, улăхĕ урса кайса ешерет, каçса кайса чечекленет.

Икĕ юханшыв. Икĕ вăрман (тухăçрипе анăçри). Чулçырма варĕн икĕ енĕпе икĕ сăртлăх. Ял варринчех икĕ кĕпер. Икĕ вĕçре икĕ тăрă çăлкуç. Ял çывăхĕнчи улахра икĕ кӳлĕ…

Çутçанталăкăн пуянлăхĕсем пĕр ялшăн ытлашши те мар-и? Ялĕ те иккĕ çав… Ун пирки — каярах.

Ял çывăхĕнчи икĕ кӳлле асăнтăмăр. Кунта пулăçсем çеç çӳрекелеççĕ. Сунарçăсен савăнăçĕ — тăват-пилĕк çухрăмра, шыв арманĕ леш енче. Унта — катари улăхра — пысăк мар çавра кӳлĕсем шутсăр. Темиçе çухрăма тăсăлакан ансăр та тарăн Аслă кӳлĕ те çав енчех. Кашни кӳлĕре кайăк кăвакал вĕресе тăрать.

Тук шывĕ кăнтăр енчен юхса, яла сăртлăх çумне хĕссе хăварнă хыççăн каллех анăçалла, пĕр вунă-вунпилĕк çухрăм ытлашши пăркаланмасăр юхать. Анатри вăрман йăрăмĕ анлă мар, анчах вĕçсĕр: çуран çӳресе вĕçне тупаймăн. Ку еннелле сунарçăсемпе пулăçăсем çӳремеççĕ. Анатра кӳлĕ çук, Тук хĕррине пулла ларма чăтлăх витĕр тухаймăн, тухсан та ăнăçлă вырăн тупаймăн. Анатри вăрмана ача-пăчапа хĕрарăм вăрманĕ теме пулать. Кунта тĕрлĕрен çырла йăтăнса ӳсет. Аташса кайма та май çук: пĕр енче сăртлăх, тепĕр енче юханшыв. Вĕсен хушши — вăрман анлăшĕ — чĕрĕк çухрăмран ытла мар.

Çак вырăна чăваш тахçанах килсе лариă. Куçса килнĕ чух хăйĕн авалхи туррисемпе йĕрĕхĕсене те манса хăварман. Хир еннелле килнĕ пулин те, чăваш çынни юханшывпа вăрман çумне пырса çыпçăннă, турă валли те, киреметшĕн те çывăхрах ăнăçлă вырăн тупнă. Чӳккукри — ял вĕ-çĕнчи ăвăслăхра, Киремечĕ — Çĕлен тăвĕн аркинчи шур-лăхлă хăвалăхра.

Ялта кашни урамрах темиçе çăл пур. Çăлĕсем тарăн мар, шывĕ тутлă. Çапах çимĕк кунĕ çитсен, çамрăк хĕрсем, хул урлă кĕвенте çакса, шăвăç витресене шанкăртаттарса тата тутлăрах шыв ăсма инçе çула каяççĕ: мал енчисем — мал енне, Киремете, анатрисем — анаталла, Хĕрлĕçыра. Ял икĕ вĕçĕнчи çăлкуç шывĕ тасаран таса, тутлăран тутлă.

Сăмах майăн вырăссене асăнтăмăр. Асăнмаллах çав. Вĕсем çывăхрах пурăнаççĕ — Тук шывĕн тепĕр енче. Влаçсемшĕн Чулçырмапа Лешекки пĕр ял пек шутланать. Ял ятне хут çине Каменка тесе çыраççĕ. Чăваш кунта мала-рах килсе ларни çавăнтанах курăнать ĕнтĕ. Чăвашла — Чулçырма, вырасла — Каменка. Çапах ялăн тĕсĕ-пуçĕ вырăс енче — чиркĕвĕ те, шкулĕ те, хупахĕ те. Ял старости те яланах вырăсран.

Чулçырмапа Лешекки хушши çухрăм ытла. Вырăссем шыв çумнех килсе ларайман. Тук сулахай енĕ — ейӳ çыран. Вăл тепĕр çул çимĕк тĕлне те типсе çитеймест. Çавăнпа çуркунне нумай вăхăт Тук урлă паром çӳрет. Çăва тухнă тĕле тин тарăн та анлă шыв урлă вăхăтлăх кĕпер туса лартаççĕ. Яланлăх кĕпер тума май çук. Çуллен çурхи шыв кĕпере çĕмĕрсе хăварать.

Шыв урлă пурăнакан чăвашсемпе вырăссем ытти чух пĕрне-пĕри палласах кайман. Курасса та вĕсем пĕр-пĕрне чиркӳре, хупахра е тата Куçминккари пасарта çеç куркаланă.

Анчах çулталăкра пĕрре чăвашпа вырăса, ялĕпе тенĕ пек пухăнса, пĕрле ĕçлеме тивнĕ. Ун чух вара паллашни те, хирĕçни те, çапăçни те пулнах.

Вырăс староста лешеккисене ĕçе тухма хистесех каймасть. Вĕсем кĕпер тунă çĕре сахаллăнрах тухаççĕ. Чулçырмасем çавна курмаççĕ мар, çапах шарламаççĕ-ха, юпасем лартиччен, каштасем хуриччен шăппăн мĕшлеткелесе ĕçлеççĕ.

Акă ĕнтĕ юписем те, каштисем те хатĕр. Кĕпер урайне сармалли кăна юлнă… Шăп çак самантра ялан кĕпер инкекĕ пуçланса каять. Виçĕ-тăватă чăваш (чăрсăртараххисем) юпа-кашта тăрăх сиккелесе Лешеккине каçаççĕ, ста-ростăпа ӳпкелешсе хирĕçме пăхаççĕ. Лешĕ сухалне сиктерсе кăшкăрать, тимĕр патакпа юнама тытăнать. Тата те-миçе чăваш туса çитермен кĕпер урлă сиксе-чупса каçать. Староста сехри хăпнипе çухăрса ярать:

— Кра-ву-ул, чăвашсем мана çапса вĕлереççĕ!

Вырăссем кам малтан патак çĕкленине кураççĕ-ха. Старостăна «çăлма» васкамаççĕ. Анчах вырăс хушшинче çапăçма хатĕррисем те пур. Староста вĕсене унчченех пĕрер черкке сыптарнă. Çавсем, ĕрлесе, чулçырмасене тăлпалама тытăнаççĕ. Çапăçу пуçланатех…

Тепĕр кунне кĕпер урайне сарма никам та тухмасть. Староста чăваш енне каçма шикленет, лешеккисене хистеме мар, хăех чарать:

— Хăйсем айăплă. Хăйсемех туса пĕтерĕç. Кĕпер вĕсене кирлĕрех, — тет.