Чăнах та çанла ĕнтĕ: кĕпер чулçырмасене кирлĕрех. Ăçта каяс тесен те — чиркĕве, хупаха, пасара, хулана, ытти чăваш ялĕсене хăнана — малтан кĕпер урлă каçмалла.
Пĕр-ик кун иртсен, чăвашсем хăйсемех тăрлавсăр кĕпере вăйăн-шайăн туса пĕтеркелеççĕ. Кайран çăвĕпех чăвашсем те, вырăссем те (вĕсен те Тук урлă лашапа каçмалли тупăнатех) шăтăк-путăклă кĕпер çинче урапа çĕмĕрнĕ, тепĕр чух лашисене те амантнă.
Çапăçушăн та, çĕтĕк кĕпершĕн те влаçсем чăваша айăпланă. Айăпĕ чухăна тивнĕ ĕнтĕ. Пуянсем кĕпер тума та тухман (тарçăсемпе парăмлă чухăнсене ĕçлеттернĕ), вырăссемпе те хирĕçмен. Влаçпа майлаштарма та пĕлнĕ вĕсем, Лешеккинчи пуянсемпе те туслă пурăннă.
Хитре ялта çулленех çакăн пек киревсĕрлĕх пулкаланă çав.
Кĕркунне, канас каçсем çитсен, ял çине тепĕр тĕрлĕ илем анать: яш-кĕрĕмшĕн улах илемĕ, ыттисемшĕн (ватти-вĕтти таран) — юмах илемĕ.
Чулçырмара чăн ăста юмахçă — Шатра Микка, лутрашка, шĕвĕр пуçлă, хĕсĕк куçлă, кĕрнексĕр чăваш. Анчах вăл «Пурăннă, тет, пĕр патша» тесе çăвар уçсанах, кĕрнеклĕ сасă кĕрлеме тытăнать. Сăмах асамçи вара хăй те юмахри хитре те паттăр çын пек курăнса каять.
Микка юмахĕсем пурте патшапа ун маттур ывăлĕнчен е хитре хĕрĕнчен пуçланаççĕ, анчах малалла юмахçă яланах хура халăх ывăлне паттăра кăларать.
Ялта Шатра Микка юмахне итлесе курман çын çук. Улахри хĕрсемпе каччăсем çеç юмах янă çĕре ăнтăлмаççĕ. Вĕсемшĕн маттур каччăсем, хӳхĕм пикесем юмахра мар, улахрах тупăннă. Анчах çулталăкра пĕрре, Çĕнĕ çул каç, хĕрсем пĕр пӳртре сурхури пăтти пĕçернĕ вăхăтра каччăсем тепĕр пӳртре юмах итлесе ларнă. Сурхури юмахне яма вĕсем никама та мар, Шатра Миккана чĕнтернĕ.
Миккан юмах хутаççи нихçан та иксĕлмен. Яш-кĕрĕм валли вăл тата хитререх, чуна нăлхатакан, ĕмĕте хус-катакан юмахсем тупать. Çав каç юмахçă патшапа ун ывăлне-хĕрне асăнман, хура халăх ывăлĕсемпе хĕрĕсем çинчен юмахланă. Пуринчен ытла икĕ юмах яш-кĕрĕме хумхатнă. Пĕри вăранмасăр çывăракан Улăп çинчен, тепри çывăрма пĕлмен Кĕвентеллĕ хĕр çинчен.
Пĕр паттăр Улăп тăван халăха ирĕке кăларма шухăш тытнă, халăх тăшманĕсене çĕнтерме ĕмĕтленнĕ, анчах усал-тĕсел йĕрĕхĕсем ырă çынна мар, ăна пуймăрлакан усал çыннах пулăшнă. Йĕрĕхсем çав Улăпа ĕмĕр вăранайми çывăрмалла тухатса хунă. Амăшĕ хӳхлесе макăрни те, ывăлĕсем кăшкăрса ĕсĕклени те вăратайман Улăпа. Пĕр çемье хуйхи мар, пĕтĕм хура халăх хуйхи çеç ăна вăратма пултарнă. Халăх куççулĕ юхан çырма пек юхсан, тăварлă юхăмсем пĕрлешсе хăватлă кĕрлекен пысăк юхайшыв пулса тăрсан, çав юханшыв Сарă ту аркинчи тĕпсĕрлĕхе çĕр çĕмĕрттерсе тапса ансан тин вăранать-мĕн Улăп. Вăранать те, тăшмансене çĕнтерсе, хура халăха ирĕке кăларать…
Юмах итлесе ларакан яшсен куçĕсем ялтăртатаççĕ, юн вĕре пуçлать.
Тепĕр чух, хĕрсем те юмах итлеме пырсан, Микка пичче Кĕвентеллĕ хĕр çинчен юмахлать. Елĕк-авал пĕр чăваш ялĕнче тăлăх хĕрача пурăннă. Çитĕннĕçемĕн сар чечек пек сарăлса хӳхĕмленнĕ вăл, шăпчăк пек юрлама вĕреннĕ. Анчах тăлăх хĕрĕн шăпи мĕскĕн пулнă. Хăй юратнă каччă ăна пусмăрлама тапăннă, кайран хĕр çинчен усал сăмах сарнă. Куштан хуçа хĕре пусмăрлама пăхнă. Хуçа арăмĕ ăна турчăкапа е кĕвентепе хĕненĕ, кăнтăрла хирте ĕçлеттернĕ, каçхине пахча шăварттарнă. Пĕррехинче мĕскĕн хĕр юханшыв хĕрринче тулли витрисене кĕвентепе çаклатса хул çине çакнă хыççăн шыври ылтăн уйăх çине пăхса йывăр шухăша кайнă. Çав вăхăтра ун хыçĕнче ура сасси илтĕннĕ. Хĕр ирсĕр шухăшпа ăна йĕрлесе килнĕ хуçана палланă та: «Уйăх, уйăх, ырă ылтăн уйăх, çăл мана ирсĕр хуçапа усал каччăран, хăвпа пĕрле пĕлĕт çине хăпарт», — тенĕ те, кĕвенти-витрипех уйăх çине тĕллесе шыва сикнĕ… Ылтăн уйăх йышăннă мĕскĕн хĕре, хăйие пĕрле пĕлĕт çине илсе хăпартнă.
Çавăнтанпа Кĕвентеллĕ хĕр тулли уйăх çинче пурăнать, пĕлĕтрен çĕр çине пăхса е савăнать, е хурланать. Мĕскĕн хĕрсене хӳтĕлет вăл, чăрсăр каччăсене чарать, савакан чĕресене пĕрлештерет.
Кĕскен каласан, юмахĕсем çапларах. Анчах Шатра Микка каланă чух вĕсем кĕскелме те, вăрăмланма та пултарнă. Кашнинчех юмахçă çĕнĕрен çĕнĕ витĕрӳллĕ сăмах тупса хĕрсене йĕртнĕ, каччăсене ассăн сывлаттарнă.
Тулли уйăхлă уяр каç пулсан, сурхури пăтти хыççăн хĕрсем-каччăсем урама тухса, ылтăн уйăх çине пуç каçăртса пăхатчĕç, уйăх çинчи Кĕвентеллĕ хĕре паллатчĕç.
Тепĕр чух, Улăп çинчен юмах итленĕ хыççăн, пĕр-пĕр йĕкĕт юмахçа хупăрлатчĕ:
— Микка пичче, сан Улăпу хăçан та пулин вăранĕ-ши? Тен, халиччен вилнĕ те пуль вăл?
— Вилмен! — кĕрлетчĕ хулăн сасă. — Халăх паттăрĕ нихçан та вилмест. Вăхăт çитсен вăранатех вăл.
Чăваш календарĕ
Кăçал, пĕлтĕр, виçĕмçул… Темиçе çул унчченрех пулнине пĕр сăмахпа калаймăн. Иртнĕ кунçула виçелеме пире календарь пулăшать. Тĕттĕм чăвашăн календарь тени пулман. Çут тĕнче хăçан пуçланса кайнине çĕнĕ заветпа та, киввипе те шутлама пĕлмен вăл. Çапах иртнĕ вăхăта картлама пулăшакан пĕр тĕрлĕ «календарь» пулнă-ха унăн та. Вăхăт паллисем пурнăçрах тупăннă: ĕне пăрулани, лаша туянни, хĕр качча пани, ывăл авлантарни. Хĕрарăм тесен, вăл хăй çĕнĕ çын пулнă куна асра тытнă, çав кунран пуçласа виçеленĕ кунçул юххине. Пĕтĕм ялшăн та асра юлакан паллăсем тупăннă: вут тухни, тырра пăр çапни — выçлăх çул, Тук шывĕ çӳллĕ çырантан тухни — тырпул тухăçлă пулнă çул…