Тепĕр чух пĕр-пĕр мыскара та ялйыша иртнĕ вăхăта картлама пулăшнă. Ун пек мыскара ытларах Шалтикасра çăварни эрнинче е хĕллехи туй вăхăтĕнче пулкаланă.
Çăварни хăнисем Чулçырмана таçтан та килеççĕ. Хитре ялта çăварни те хитре иртет, уйрăммăнах — çăварни эрнин юлашки виçĕ кунĕ. Ун чух пĕтĕм ял çăварни чупать, çичĕ эрнене типпе кĕрес умĕн асăнмалăх çуйăхса-савăнса юлать. Кам Чулçырмара çăварни чупса курман, вăл çăварни савăнăçне пĕлмест те. Ытти ялта пĕртен-пĕр вăрăм урам тăрăх вĕçрен вĕçе çăварни чупаççĕ. Ун пек чупма кансĕр. Майлă та, хирĕç те чупакансем пĕрне-пĕри чăрмантараççĕ. Çунасем çапăнаççĕ, тӳнсе каяççĕ, лашасем тăварăнаççĕ…
Чулçырмара апла мар. Çăварни лашисем пурте умлă-хыçлă пĕр еннелле — хĕвеле хирĕç — чупаççĕ. Çăварни çу-лĕн вĕçĕ çук: икĕ кĕпер урлă каçса, яла ункăласа чуп та чуп: Шалтикас — Анатри кĕпер — Çырмавăрри — Малти-кас — Тури кĕпер — Тăвайкки — Чалăшурам — Тӳрурам — Шалтикас.
Ют çын Чулçырмара çăварни чупиă чух, темиçе урам витĕр тухса, тăруках пĕтĕм ялпа паллашать. Тен, вăл кашни хапха умне тухса тăнă пикесене курма ĕметленет пуль. Çук, паян вĕсене хапха умĕнче кураймăн, пурте çăварни чупаççĕ вĕсем. Хĕрупраçа курас тесен, ху Шалти-касра çуна çинчен сиксе ан та кĕпер патĕнче пăхса тăр. Кĕпер ансăр пулнăран кунта пурте лашисене утăпа яраççĕ е савçимех чарăнса черет кĕтеççĕ. Тепĕр чух Шалтикас чышăнсах ларать. Çăварни чупакансем çуна çинчен анса юрлама-ташлама тытăнаççĕ. Çакăнта хĕр суйлама кил вара.
Мăрзабай Павăлĕ — ятлă çын, Шалтикасра, Хаяр Макарпа юнашар пурăнать. Юлашки вăхăтра старшинара çӳрет вăл. Ялта питех кураймăн ăна. Анчах пысăк праç-ник çитсен, Куçминккаран киле таврăнатех, кашни уява тăван ялта чăваш йăлипе ирттерме тăрăшать. Кăçал çăварни хăнисем таçтан та килнĕ ун патне: Лешеккинчен — ял старости Фальшинпа Анчиков тиечук, Куçминккаран — Белянкин мишавайпа вулăс писăрĕ Пахарев, Пасарлă ялтан — Тайман Сахарĕ…
Елĕк «йăваш чăваш» тенинчен урăх сăмах илтеймен Тайман халь хăюланса, вырăсланса кайнă. Тăван яла хăнана килсен, хурăнташсем патне мар, Шалтикас пуянĕсем патне кĕрет, Мăрзабайпа вара питех те туслă. Ытти чух белянкинсем, фальшинсем паллашмĕччĕç унпа, халĕ, чаплă хуçа патĕнче пĕрле хăна пулнипе, ирĕксĕрех йышăнаççĕ ăна. Анчах лешĕ паллă вырăссем хушшинче именсе-мĕскĕнленсе лармасть, хăй вырăса йĕкĕлтеме пăхать.
Акă вăл Фальшинпа юнашар ларчĕ. Ĕлĕкех юратмастчĕ Сахар çак чурăс вырăса. Халь, кăшт херĕнкĕленнĕскер, ăна сăмахпа чĕпĕтсе илесшĕн:
— Сан хушамату, Никон Иванч, калама çук тĕрĕс. Аттерен туянтăн-и эс ăна е ху шухăшласа тупрăн-и? Чăн та фальшивăй çын эсĕ.
— Ан çыхлан! — чашкăрать Фальшинĕ. — Ӳсĕр эс, ухмах. Мĕн лапăртатнине ху та пĕлместĕн.
— Пĕлетĕп! — тет Сахар, куçне вылятса. — Хушамату тĕрĕс тетĕп-çке. Суя çын эсĕ…
— Çапах та çын, этем! — çилĕпех кăшкăрать вырăс — Паллă çын. Ял пуçĕ!.. Эсĕ ху вара çын пулса та çитеймен-ха. Лаша сутса граммофон илекен çын çын-и вăл! Хуçана кӳрентерес килмест. Атту пулсан…
— Ан чăркăшăр, хаклă хăнасем, — хутшăнать яланах сăпайлă калаçакан Мăрзабай. — Кунта пурте ман хăнасем, тивĕçлĕ те хисеплĕ çынсем. Захар Матвейч шӳт туса калать вăл. Эс, Никон Иваныч, шӳтле сăмахшăнах ан çиллен ĕнтĕ. Тĕрĕс калатăп-и, Фадей Панфилч?
Белянкин кулам пекки тăвать, анчах чăркăшакан чăваш çине мăнкăмăллăн куçне хĕссе пăхса илет.
Фальшинĕ кăркка пек хĕрелсе-кăвакарса кайнă, хирĕçме мар, тытăçма та хатĕр.
Хуçи вара ура çине тăрать.
— Тепĕр тĕрлĕ сăйпа сăйласшăн эп сире, хаклă çыннăмсем. Атьăр-ха, чăваш тĕнчи тавра çаврăнса килер, çынсемпе пĕрле çăварни чупар. Кам Китай-городра çăварни чупса курман, çав çăварни савăнăçне тутанса та пăхман.
Хĕрĕнкĕ хăнасем картишне тухаççĕ. Çимун йĕкĕт лаша кӳлет. Мăрзабай мучăш ăна мĕн пĕчĕкрен пăхса ӳстернĕ. Çамрăкла вăхăтсăр вилсе кайнă ун ашшĕ, Мăрзабай Павăлĕн шăллĕ.
Тайман Сахарĕ Фальшйнпа çыхланмасть урăх. Халĕ вăл Анчиков тиечука хăрах алăпа ыталаса илчĕ.
— Эпĕр санпа, Петр Федотăч, чиркӳре пайтах юрланă. Атя-ха мăн сасăпа юрă пуçласа яр.