Выбрать главу

— Асту, Сахар пичче, туй пуçĕнчен иртсе ан кай! Вĕлеретех вара сана Хаяр Макар.

Сахарĕ хăй те хыпăнса ӳкнĕ-ха. Шуйттан кĕсри тем кăтартĕ! Сахар чурăс лашана чарас е сăрт çинелле пăрас тесе тăрмашать, лешĕ хуçине мăшкăлах тăвасшăн çав. Макарăн ăратлă лашине тăшмана хăваланă пек хăваласа çитет те юнашарах чупать. Хаяр Макар, кăвак сухала кисрентерсе, пушăпа юнаса, усал сăмах кăшкăрать. Çав самантра Сахара тем пулать. Вăл тăрук тилхепене пушатса кĕсрене çурăм тăрăх çатлаттарать те куян ĕрленĕ пек шăхăрса-çухăрса илет, тата, каялла пăхса, ашкăнчăк сасăпа кăшкăрса хăварать:

— Хăваласа çит, Хаяр Макар!

Кун пек мăшкăла Хаяр таврашĕ тӳсеймĕ вара. Макар, уласа-мĕкĕрсе, хура турă урхамаха пушăпа ăшалантарать. Сахарăн кĕрнексĕр кăвак кĕсри тинех хуçи унпа пĕр туйăмлă пулнине сисет, куян кашкăртан тарнă пек çул тăрăх тăсăлса, çавраçил кăларса, малалла ярăнать.

Якальне Сахар туй пуçĕнчен пĕр вунă-вунпилек минут маларах пырса кĕчĕ. йĕр çухатма вăхăт çителĕклĕ. Вăл лашана чармасăр, Самлейне каякан çын пек, ял витĕр вĕçтерчĕ те анкартисем хушшипе Весукка çулĕ çине тухрĕ. Умра та, хыçра та лаша çук. Кăвак кĕсре лăпланчĕ вара. Весуккана çити йăвашшăн юртрĕ.

Сахаршăн пурĕ пĕрех. Кунта та туй… Анчах… чĕре лăпкă мар. Емĕрлĕхе тискер тăшман туянчĕ вăл. Халь Чулçырмана пырса ан кĕр ĕнтĕ. Ай, шуйттан кĕсри! Кĕсри çеç мар-ха. Хăй тата мĕне кура ашкăнса кайрĕ. Якаль çывăхĕнче Якаль хĕрĕн (Сахарăн вилнĕ амăшĕн) вĕри юнĕ чĕрене пырса тапрĕ пуль.

Çавăнтанпа Сахар Чулçырмана çӳреме пăрахрĕ. Анчах чулçырмасем ăна хăйне мар, унăн пĕчĕк кăвак кĕсрине те манман: «Хаяр Макарăн ăратлă ăйăрне Тайман Сахарĕн пĕчĕк кĕсри хур тунă çул пулнăччĕ çав ĕç», — тесе асăнаççĕ.

Вăхăт палли — маякĕ татах нумай. Анчах кĕçех çав-нашкал вак-тĕвек паллăсем вырăнне пĕтĕм халăхшăн пĕр пысăк паллă сиксе тухрĕ, хурлăхлă паллă: «Ерман вăрçи пуçланнă çул».

Тайман Сахарĕпе Хаяр Макар тепĕр ултă çултан тин, урăх тĕрлĕ туйра, тĕнче туйĕнче, пĕрне-пери тĕл пулчĕç. Ку туйра та вĕсем пĕр-пĕриншĕн тăшмансем иккен. Çав туй пирки вăрăм юмах-сăмах пуçлар, эппин.

I. Хĕрлĕ ялавпа ылтăн хĕрес

Трашук

Виççĕмĕш çул пыракан вăрçă вăйпитти арçынсене хирнĕçем хирет. Вунсаккăртан иртнĕ, хĕрĕхе çитеймен арçын ялта юлмарĕ. Нумайăшĕ киле нихçан та таврăнаймĕç: пĕрисен ячĕсене килйышсем поминальника «за упокой» çырса хунă, теприсене ниçта çырма аптраççĕ — те сывлăх, те канăçлăх сунмалла «песвĕç» çухалнисене.

Çамрăк хĕрарăмсем йĕреççĕ, ватăлса пыракан хĕрсем хуйхăраççĕ. Емĕр тăлăх пурăнма пӳрнĕ вĕсене. Хĕр улахĕсем те тăлăха юлнă. Каччă сасси янрамасть унта. Хĕр сасси те шăплансах ларнă. Тăп-шăп мăн улахра. Йĕке сĕрлени те уççăнах илтĕнет.

Çитĕннĕ хĕрсен пурнăçĕ кичем. Çитĕнмен каччăсен пурнăçĕ вара питех те савăк. Хăть хăш улахра та вĕсем — кĕтнĕ хăна. Тантăшсем кăна мар, аслисем те (аккасем) вĕсене хăйсен каччисем вырăнне хурса кăмăллăн йышăнаççĕ. Вунулттăри йĕкĕтсем сăмса каçăртса çӳрекен пулчĕç.

Çăпата Михалин пĕртен-пĕр ывăлĕ Трашук та вунçичче пуснă. Кăлкан çӳçлĕ, кăвак куçлă йĕкĕт. Пĕвĕ çулĕнчен те маларах çитĕннĕ. Кĕлетки патвар, кăмăлĕ ырă. Маттур каччă, сарă каччă. Хăюлăхĕ çеç сахалтарах унăн — те çĕрпӳртре пурăннăран, те ытла йăваш каç çуралнăран… Ана çитĕннĕ хĕрсем тахçанах асăрханă, çултан тухнисем те кăмăллаççĕ. Анчах çав маттур йĕкĕте çулла çеç ялта курма пулать. Шăп улахсем пуçланас умĕн ялтан тухса каять вăл, Куçминккара вĕренме пуçлать. Улах каччи пулса курман-ха Трашук.

Трашукпа пĕрле Куçминккара вĕренекен Чее Миття, Хаяр Макар ывăлĕ, майра хĕрсен улахне çӳрет. Трашук çӳремест. Ытла йăваш пулнăран та мар, каччă пуçпа кашни каç килте ларма урăх сăлтав пур унăн. Юратать вăл, пĕр хĕре ĕмĕрлĕхе юратса пăрахнă. Хăех пĕлет: шанчăксăр, тулăксăр япала вăл — ун юратăвĕ, Мăрзабай хăйĕн хĕрне нихçан та чухана качча парас çук. Трашукĕ те ун пирки ĕмĕтленмест. Наçтук ятне ăшра çеç асăнса çунать йĕкĕт.

Юмахри пек е кĕнекери пек пулинччĕ! Кĕнекере мĕскĕн чухăн каччă та тепĕр чух телей курать. Трашукăн кĕнеке вуласа «телей курасси» çеç ĕнтĕ.

Кĕнеке пархатарне мĕн ачаранах туйса илнĕ Трашук. Вăл Чее Миття пек пуян ачи пулсан, хулана кайса çитмĕл çичĕ кĕнеке туянĕччĕ. Ма-ха çитмĕл çиччĕ çеç? Чăвашсен сăмахĕ çапла. Шутсăр нумай тенине пĕлтерет ĕнтĕ ку. Чăнах та, мĕскĕн чăваш çитмĕл çиччĕрен ирттерсе мĕн шутлатăр? Укçа-и? Выльăх-чĕрлĕх-и? Çĕрме пуян Хаяр Макарăн та сурăх йышĕ-шучĕ хĕрĕхрен ытла мар.

Çук, çитмĕл çиччĕ мар, çĕр кĕнеке, пин кĕнеке туянĕччĕ Трашук.